New
Ҫук, пӗрне ырласа, тепӗрне хурлаймӑн — иккӗш те хитре; таврара пӗр йышши йывӑҫ кӑна пулсан, вӑрман илемӗ кайӗччӗ, Хурама та хурӑн юнашарах лараҫҫӗ, юнашарах ларса вӑрман илемне кӳреҫҫӗ.
I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Хурами лутрарах хулӑн туналлӑ, унӑн кӑвакрах-хура турачӗсем, вӗҫнелле кӑштӑркка ҫулҫӑсемпе витӗннисем, лӑпӑс-лапӑс; вӗсем, ытти йывӑҫ-курӑксене уҫӑ пӗлӗтрен хупласшӑн пек, лапсӑрккан саркаланнӑ тейӗн, анчах ытти йывӑҫсем, ӑна питех пӑхмасӑр, тата ҫӳле ирӗклӗн ҫитӗнсе кайнӑ; хурӑнӗн чӑлт шурӑ вулли, тӗлӗ-тӗлӗпе кӑна хура пӑнчӑсемпе тӗрӗленни, ҫурта пек тӳрӗ, яштака та вӑрӑм, турачӗсем унӑн ҫинҫе, ҫаврашка та яка ҫулҫисем хӗвелпе ҫутала-ҫутала илеҫҫӗ, — хӑй вӑл, таҫтан ҫил килсе тухсан, евчӗ пынине туйнӑ пек, савӑннӑран ташласа ярассӑн е вӑтаннипе аякка чупса каяссӑн туйӑнса ларать.
I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Вӗсем юнашарах ӳссе ларнӑ.
I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Акӑ вӑл — хурама та хурӑн!
I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Хӗр юрласа ирттерсе ярӗччӗ — малалли сӑмахӗсене пӗлмест.
I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Хурама та хурӑн…»
I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Пулать-ҫке ҫавӑн пек хӑш чухне: юрӑран пӗр-пӗр йӗрке аса килсе каять те, ӑна вара часах ниепле хӑваласа яраймастӑн…
I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Акӑ, сӑпса пек ҫыпӑҫрӗ!
I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Хурама та хурӑн…
I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
— Мӗнле юрӑ сӑмахӗсемчӗ-ши кусем?…
I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Хурама та хурӑн… — таҫтан ӑнсӑртран аса килет ӑна пӗр юрӑ пуҫламӑшӗ.
I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
«Хурама та хурӑн…
I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Вӗсене итленӗ май хӗрӗн хӑйӗн те юрласси килсе каять…
I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Сирсе сирӗлми ҫӑра та лутра тӗмсем ӑшӗнче пӳрнеске пек вӗҫен кайӑксем чарӑнайми чӗвӗлтетеҫҫӗ.
I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Кунта ӗнтӗ сулхӑнтарах, сывлама уҫӑ, утма ҫӑмӑл.
I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Хӗр, тусан витнӗ ҫултан пӑрӑнса, вӑрмана кӗрет, сайра хурӑнсем хушшинче пӗр кукӑр-макӑр сукмак тӗлне пулать.
I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Инҫетре, пӗлӗтпе ҫӗр пӗрлешнӗ ҫӗрте, вӗлтӗртетсе ӑрша вылять, умра саралма пуҫланӑ ыраш ҫул ҫинелле пуҫне усса ларать.
I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Тӳпере пӗр пӗлӗт татӑкӗ пулин, хирте ҫил вӗрин, иҫмасса!
I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Кӑнтӑрла тӗлне ҫитнӗ хӗвел пуҫран ачашламасть, шӑрӑхпа пуснӑҫем пусать.
I // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Хӗр ытла нумаях пӑхкаласа тӑмарӗ, чӑматанне илсе, ҫав ҫулпа васкамасӑр, канлӗн утса кайрӗ.