Corpus of the Chuvash language

New

Паллах, пӗлмест.

Help to translate

Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Лешне Ҫимун Павӑлччӑ теҫҫӗ, куна — Микулай Петровчӑ.

Help to translate

Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ӑҫтан пӗлтӗр-ха вӑл ӑна?

Help to translate

Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Пӗлет-ши-ха Микулай хӑй Хура Ҫимунпа пӗр тӑванах, пӗр аттеренех иккенне?

Help to translate

Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Тепӗр пысӑк шухӑш пӑралать-ха мучин ҫаралнӑ пуҫне.

Help to translate

Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Паян курас пулсан, тӳрех паллаймӗ те-ха.

Help to translate

Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Вӑрахранпа, питӗ вӑрахранпа курман-ҫке вӑл ӑна.

Help to translate

Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Шухӑшӗ тарӑнланнӑҫемӗн тарӑнланать, акӑ ӗнте Ҫимунпа юнашар Микулай Дегтярева, Марье упӑшкине, тӑратать.

Help to translate

Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ҫавна аса илет те Хумкка, пуҫне пӑркалать.

Help to translate

Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ҫакӑнти пӗчӗк пасарта тӗл пулнӑччӗ вӑл Ҫӗпӗртен таврӑнакан хӑтӑшне — Хура Ҫимуна.

Help to translate

Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Юлашки хут станцине эвакуаципе куҫса килнӗ ҫынсене илме килсеччӗ.

Help to translate

Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Вӑрҫӑ пуҫланнӑранпа та ҫӳременччӗ ку вӑрӑм ҫулпа Хумкка мучи.

Help to translate

Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ӗлӗкхи мар халь ҫынна ҫӗр варринче вӑратса, сӗтел хушшинче хӑналанса ларма.

Help to translate

Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Васкамасӑр уттарчӗ вӑл утне, ик-виҫ ял витӗр иртсе, никам патне кӗрсе чарӑнса тӑмарӗ.

Help to translate

Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ҫуна ҫине утӑпа хутӑш улӑм хучӗ, Иванӑн упа тӑлӑпне сарчӗ, Марье кучченеҫне чикрӗ.

Help to translate

Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Пуйӑс станцине ирхине ҫитет тенӗрен, Хумкка мучи ҫула ҫутӑлас умӗн тухрӗ.

Help to translate

Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

«Ӗмӗре юрат, ӗмӗр пурнан тесе, Вилӗме кӗт, ыран вилӗп тесе…» — асне илкелет вӑл авалхи чӑваш юррине.

Help to translate

Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Сывалчӗ Мария Тимофеевна, анчах ял Советне ҫӳреймест-ха, кил хушшинче ҫеҫ уткаласа ҫӳрет.

Help to translate

Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Тухтӑрӗ, ӗлӗкренпех паллакан ватӑ ҫын: «Эпир каланине тӑнласа, вырӑн ҫинче канлӗ выртма пултарсан, пӑшӑрханмасан, чирӗ иртсе каймалла», — тесе лӑплантарчӗ Хумккана.

Help to translate

Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Вӑл, иртнинче те унпа больницӑра пулкаланӑскер, халӗ те, лаша кӳлсе, райцентртан тухтӑр лартса килчӗ.

Help to translate

Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed