New
Пӗррехинче Вӑрӑм Палюк Эрнепие хӑйсен ҫырмари мунчине тӑмпа шӑлма ярать.
Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Асӑрхать-ха салтак арӑмӗ пуян Палюк ун ҫине ҫуллӑ куҫпа пӑхнине, анчах хушнӑ ӗҫрен пӑрӑнма хал ҫитереймест: тем те ыйтма тивет-ҫке пуянран, куллен ун куҫӗнчен пӑхмалла.
Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Кашни ниме хыҫҫӑнах хӗрарӑмсене хӑй килӗнчен ӳсӗртсе кӑларса ярать — лайӑх ӗҫленӗшӗн тав тӑвать, имӗш.
Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Эрнепие ыттисенчен маларах Вӑрӑм Палюк куҫ хывать, ӑна вӑл хӑй патне тӗрлӗ сӑлтавпа ирттерекен нимесене чӗне пуҫлать — сахал пулать-им ҫӗрме пуянӑн ними!
Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Ҫакӑн пек чухне хусах хӗрарӑм патне туртӑнаҫҫӗ те ялти куштан таврашӗсем.
Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Упӑшкасӑр хӗрарӑм — хуҫасӑр улмуҫҫи.
Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Арҫынсене Яппун вӑрҫи хирет, ялта тӑлӑха юлнӑ хӗрарӑм шучӗ ӳсет.
Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Ҫӗрлехи шӑплӑхра хура ӑйӑрӗ юртса пынӑ май шухӑшлать, ҫирӗм-ҫирӗм тӑваттӑри вӑхӑтсене аса илет.
Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Шухӑшлать Хумкка.
Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Ҫирӗм тӑваттӑра пулнӑ ун чухне Хумкка.
Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Анчах ӗмӗт тени ҫитеймен: часах салтака кайма ят тухать, каярахпа Яппун вӑрҫи пуҫланса каять.
Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Ашшӗпе аслашшӗ вӑрманта тикӗт юхтаркаласа ҫеҫ тӑранкаласа пурӑннӑ та, Петӗркки хӑйӗн пурнӑҫне урӑхларах ҫул ҫине куҫарма шутланӑ, ҫирӗп хуҫалӑхпа пурӑнма ӗмӗтленнӗ.
Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Петӗркке ашшӗсем, ял вӗҫӗнче, чухӑнсен кассинче, йышлӑ ҫемьепе аран пурӑнаканскерсем, уйрӑлса тухнӑ ывӑлне темскерпех пулӑшаймарӗҫ.
Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Эрнепийӗ тӗне кӗмен чӑваш ялӗсемччӗ те, ҫуртне те ҫавӑнтанах тупрӗҫ пулмалла.
Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Лайӑх астӑвать Хумкка: Эрнепипе Тикӗт Петӗркки тахӑш ялтан ҫӗрме пуҫланӑ пӳрт куҫарса килчӗҫ те, унтан-кунтан тупкаланӑ пӗренесемпе сиплекелесе, хӑпартса лартрӗҫ ӑна.
Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Пурнӑҫӗ упӑшкипе, Тикӗт Петӗрккипе, пӗрле чухне те ҫӑмӑлах пулман-ха унӑн.
Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Питӗ хӗн килчӗ вара ӑна, пӗччен хӗрарӑма.
Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Микулай амӑшӗ, Эрнепи, качча тухсан виҫ ҫултанах упӑшкине салтака ӑсатрӗ, ҫирӗм пӗрте чухнех пӗччен тӑрса юлчӗ.
Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Хумкка ҫеҫ, Микулай амӑшӗпе пӗр ҫулхискер, Микулайсемпе кӳршӗлле пурӑннӑран пурне те лайӑх астӑвать, хӑй куҫӗпе асӑрхаса, хӑлхипе илтнӗ.
Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Амӑшӗ калас ҫук, ыттисем пӗлмеҫҫӗ, шухӑшламаҫҫӗ те.