: юлнӑ - пӗтӗм
Фашистсем хӑйсен сыхланса юлнӑ пӗтӗм вӑйне ҫапӑҫӑва кӗртсе яраҫҫӗ.
16. Фашистсен реактивлӑ самолечӗпе ҫапӑҫни // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Ҫакӑ пулчӗ ӗнтӗ вӗсен ашшӗнчен юлнӑ пӗтӗм мулӗ.
Пролог // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
7. Израиль маррисене — хетсенчен, аморрейсенчен, ферезейсенчен, евейсенчен, иевусейсенчен юлнӑ пӗтӗм халӑха — 8. вӗсем хыҫҫӑн ҫӗр ҫине юлнӑ ачисене, Израиль ывӑлӗсем пӗтермесӗр хӑварнӑскерсене, Соломон паян кунчченех хырҫӑ тӳлесе тӑракан ӗҫлевҫӗсем тунӑ.
2 Ҫулс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫӳлхуҫа вара Зоровавелӗн — Салафиил ывӑлӗн, Иудейӑна тытса тӑраканскерӗн — кӑмӑлне тата Иисусӑн — Иоседек ывӑлӗн, аслӑ иерейӗн — кӑмӑлне, тата чӗрӗ сыхланса юлнӑ пӗтӗм халӑх кӑмӑлне чӗртсе янӑ та, вӗсем Саваоф Ҫӳлхуҫанӑн, хӑйсен Туррийӗн, Ҫуртӗнче, 15. улттӑмӗш уйӑхӑн ҫирӗм тӑваттӑмӗш кунӗнче, Дарий иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ вӑхӑтра, ӗҫе тытӑннӑ.
Агг 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8-9. Седекия патша пӗтӗм халӑхпа, Иерусалимра юлнӑ пӗтӗм халӑхпа, чурасене ирӗке кӑларасси ҫинчен, — кашнийӗнех хӑйӗн арҫын чурипе хӗрарӑм чурине, еврейпе еврей хӗрарӑмне, ирӗке ярасси ҫинчен, никамӑн та иудее, хӑйӗн тӑванне, чуралӑхра тытма юраманни ҫинчен, — сӑмах татнӑ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна сӑмах пулнӑ.
Иер 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Израиль йӑхӗнчен тухман халӑхсенчен — аморрейсенчен, хетсенчен, ферезейсенчен, [ханаансенчен], евейсенчен, иевусейсенчен, [гергесейсенчен] — юлнӑ пӗтӗм халӑха, 21. вӗсем хыҫҫӑн ҫӗр ҫинче юлнӑ, Израиль ывӑлӗсем тӗппипе пӗтереймен вӗсен ачисене Соломон паянхи кунчченех хырҫӑ тӳлесе тӑракан ӗҫлевҫӗсем тунӑ.
3 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Пӗтӗм Египет ҫӗршывне хӗрлӗ шӑрчӑк тапӑннӑ, вӑл, шутсӑр йышлӑскер, пӗтӗм Египет ҫӗрне сӑрса илнӗ; халиччен кун чухлӗ хӗрлӗ шӑрчӑк пулман, ҫакӑн хыҫҫӑн та ун пекки пулас ҫук; 15. вӑл пӗтӗм ҫӗр питне хупласа илнӗ, ҫӗрӗ те курӑнми пулнӑ; пӑр тивмесӗр юлнӑ пӗтӗм курӑка, йывӑҫ ҫинчи мӗнпур ҫимӗҫе ҫисе пӗтернӗ, пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче йывӑҫсем ҫинче те, хир курӑкӗсем ҫинче те пӗр симӗс ҫулҫӑ та юлман.
Тух 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эппин, совет саккунӗ тӑрах, унран юлнӑ пӗтӗм пуянлӑх — манӑн.
XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
8. Ҫиме те юрӑхсӑр япӑх смоква ҫырли пирки вара Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Иудея патшине Седекияна, унӑн улпучӗсене, Иерусалимра юлнӑ пӗтӗм ҫынна, — ҫак ҫӗр ҫинче юлнисене, — тата Египет ҫӗрӗнче пурӑнакансене Эпӗ ҫавӑн пекех тӑвӑп; 9. вӗсене ҫӗр ҫинчи пур патшалӑхра та хаярлӑхпа усал терт тӳсмелле тӑвӑп, вӗсене Хам хӑваласа янӑ пур вырӑнта та мӑшкӑл курмалла, хӑйсенчен кулнине-тӑрӑхланине илтмелле, хӑйсене ылханнине илтмелле тӑвӑп.
Иер 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Исмаил вара Массифӑра тӑрса юлнӑ пӗтӗм халӑха, патша хӗрӗсене, Массифӑри мӗнпур ҫынна, — вӗсене Навузардан, сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ, Ахикам ывӑлне Годолийӑна шанса панӑ пулнӑ, — тыткӑна илнӗ; Исмаил вӗсене тыткӑна илнӗ те Аммон ывӑлӗсем патне ҫул тытнӑ.
Иер 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Аса патша Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн мул управӑшӗнче тата патша керменӗн мул управӑшӗнче юлнӑ пӗтӗм ылтӑн-кӗмӗле илнӗ те ҫакна хӑйӗн тарҫисен аллине панӑ, вара вӗсене Дамаскра пурӑнакан Сири патши Венадад патне — Хезион ывӑлӗн Тавримонӑн ывӑлӗ патне — янӑ, ӑна ҫапла калама хушнӑ: 19. ман аттемпе сан аҫу килӗштерсе пурӑннӑ пек, санпа ман хушшӑмӑрта та килӗшӳ пултӑр; акӑ эпӗ сана парне, ылтӑнпа кӗмӗл, ярса паратӑп; Израиль патшипе Ваасапа тунӑ килӗшӗве пӑрахӑҫла, ҫапла вӑл манран хӑптӑр, тенӗ.
3 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӗсем ӗнтӗ йӗнӗ, типӗ тытнӑ, Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ, 6. кӗмӗл пуҫтарнӑ, кашнийӗ вӑйӗ ҫитнӗ таран панӑ, 7. ҫав кӗмӗле Иерусалима аслӑ священник Иоаким патне — Салом ывӑлӗн Хелкиян ывӑлӗ патне — тата священниксем патне, Иерусалимра унпа пӗрле юлнӑ пӗтӗм халӑха ярса панӑ, 8. кӗмӗлпе пӗрлех сиуал уйӑхӗн вуннӑмӗш кунӗнче тата Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчен илсе кайнӑ савӑтсене, Седекия — Иосия ывӑлӗ, Иудея патши — тутарнӑ кӗмӗл савӑтсене, Иудея ҫӗрне каялла тавӑрма Варух аллине панӑскерсене, ярса панӑ; 9. Турӑ Ҫурчӗн савӑчӗсене Навуходоносор, Вавилон патши, Иерусалим хулинчен Иехонияпа аслӑ ҫынсене, алӑстисене, улпутсене, Иудея ҫӗрӗн халӑхне Вавилона куҫарса кайнӑ чухне хӑйпе пӗрле илсе кайнӑ пулнӑ.
Вар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1