: хунӑ - пӗтӗм
42. Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ ҫапла калать: ҫак халӑх ҫине пӗтӗм пысӑк усаллӑха янӑ пекех, вӗсем ҫине Эпӗ хӑйсем пирки каласа хунӑ пӗтӗм ырӑлӑха та ярӑп.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Палӑртса хунӑ пӗтӗм ӗҫе вӗҫленӗ хыҫҫӑн Атӑл шывӗн тирпей-илем кӗртнӗ ҫыран хӗррин – хула ҫыннисемпе тӗп хула хӑнисен юратнӑ вырӑнӗн – тӑршшӗ 5 ҫухрӑмпа танлашмалла.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Палӑртса хунӑ пӗтӗм тӗллеве пурнӑҫлама, ҫирӗп сывлӑх, телей тата ырлӑх сунатӑп!Желаю достижения всех поставленных целей, крепкого здоровья, счастья и благополучия!
Михаил Игнатьев Финансист кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/09/08/news-3654084
16. Рехав ывӑлӗн Ионадавӑн ачисем ашшӗ каласа хӑварнӑ ӳкӗте итлеҫҫӗ, Мана вара ҫак халӑх итлемест, 17. ҫавӑншӑн Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: акӑ Эпӗ Иудея ҫине, Иерусалимра пурӑнакансем ҫине вӗсем пирки Хам каласа хунӑ пӗтӗм хӗн-хура ярӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ вӗсене каларӑм — вӗсем итлемерӗҫ, чӗнтӗм — вӗсем хирӗҫ чӗнмерӗҫ.
Иер 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Палӑртса хунӑ пӗтӗм ыйтӑва ӑнӑҫлӑ татса панӑ-мӗн вӑл, халӗ кӑнтӑр апачӗ тума та юрать, ун хыҫҫӑн Ҫеҫпӗл Мишшин тӑван ялне кӗрсе тухма пулать.
Поэт ҫуралнӑ ялта // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 43,45,47,49 с.
9. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 10. Израиль ывӑлӗсене кала: вӗсенчен е вӗсен йӑхӗнчен кам та пулин вилнӗ ҫын ӳтне сӗртӗнсе тасамарланнӑ пулсассӑн е инҫе ҫула кайнӑ пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа Пасхине унӑн та тумалла; 11. ун пеккисем иккӗмӗш уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче каҫхине Пасха туччӑр, ӑна вӗсем тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑрсемпе, йӳҫӗ курӑксемпе ҫиччӗр; 12. ирччен унран нимӗн те ан хӑварччӑр, унӑн шӑммисене ан ватчӑр; ӑна вӗсем Пасха тӗлӗшӗнчен хунӑ пӗтӗм йӗрке тӑрӑх туччӑр; 13. кам та кам таса халлӗнех е [инҫе] ҫула кайман чухнех Пасха тумасть, ҫав чун хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗттӗр, мӗншӗн тесессӗн вӑл Ҫӳлхуҫана вӑхӑтра парне кӳмерӗ: ҫав ҫын хӑй ҫине ҫылӑх илӗ; 14. сирӗн патӑрта ютран килнӗ ҫын пурӑнать пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа Пасхине унӑн та тумалла: вӑл ӑна Пасха тӗлӗшӗнчен хунӑ йӗрке тӑрӑх, унӑн йӑлине кура тутӑр; ютран килнӗ ҫыншӑн та, ҫак ҫӗр ҫыннишӗн те Пасха тӑвас йӗрке сирӗн пӗрре пултӑр, тенӗ.
Йыш 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Иеремия вара Ҫӳлхуҫа хӑйне пророкла ӗҫсем тума янӑ Тофетран килнӗ те Турӑ Ҫурчӗн картишне пырса тӑрса пӗтӗм халӑха каланӑ: 15. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: акӑ Эпӗ ҫак хула ҫине, унӑн пур хули ҫине Хам каласа хунӑ пӗтӗм хӗн-хура яратӑп, мӗншӗн тесессӗн вӗсем чурӑс, вӗсем Манӑн сӑмахӑма итлемеҫҫӗ.
Иер 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗрле эпир палӑртса хунӑ пӗтӗм тӗллеве Чӑваш Енре пурӑнакансен ырлӑхӗшӗн ӑнӑҫлӑн пурнӑҫласса шанса тӑратӑп.Уверен, что вместе мы реализуем все намеченные планы во благо жителей Чувашии.
Михаил Игнатьев Вырӑнти хӑйтытӑмлӑх кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/04/21/news-3549116
Вӑрҫӑ тракторӗпе сухаланӑ пӗтӗм хиртен, тӗп туса хунӑ пӗтӗм тӑшман тимӗрӗнчен, пирӗн танксем хӑватлӑ йӗрӗсенчен ҫӗнтерӗвӗн ҫӑра та вӑйлӑ шӑрши тухса тӑнӑ.
10 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
1. Израиль халӑхӗ Египетран тухсассӑн иккӗмӗш ҫулхине, пӗрремӗш уйӑхра, Синай пушхирӗнче Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Пасха тума палӑртнӑ вӑхӑтра Израиль ывӑлӗсем Пасха туччӑр: 3. ӑна ҫак уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче каҫхине, палӑртса хунӑ вӑхӑтра, тӑвӑр, ӑна ун тӗлӗшӗнчен хунӑ пӗтӗм йӗрки тӑрӑх, пӗтӗм йӑли тӑрӑх тӑвӑр, тенӗ.
Йыш 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Иерусалим хулипе Турӑ Ҫурчӗ ирӗклӗ тӑтӑр; эсӗ хатӗрлесе хунӑ пӗтӗм кӑрал, эсӗ тутарнӑ, халӗ ху тытса тӑракан керемсем те сан аллунтах юлччӑр.
1 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1