: тилхепине - пӗтӗм
Пӑхатӑн та, унта ҫынсен чылай пысӑк ушкӑнне тиенӗ полуторка тусан мӑкӑрлантарать — ҫеҫенхирте ҫав ушкӑн юрлани янӑрать: унта симӗс нӑрӑ пек «Москвич» тулӑ хушшипе вӗҫтерсе, сӑрталла улӑхать те, чечекленекен хӗвелҫаврӑнӑш ӑшне кӗрсе, нумай вӑхӑтлӑха ҫухалать; унта «Победа» сӑрталла ҫӑмӑллӑн та лӑпкӑн ярӑнса улӑхать; унта, пӑхатӑн та, шурӑмпуҫӑн кӗрен ҫути ҫине илемлӗ мӗлке пек ӳксе, бурка тӑхӑннӑ икӗ юланутҫӑ иртеҫҫӗ; унта авӑ, тӑвайккинчен вӑрӑм урапа чупса анать, вӑл ытла хытӑ чупнипе ҫамрӑк ача-кучер урапан малти хӑми ҫине урипе тӗреленсе, тилхепине пӗтӗм вӑйран туртать; унта сӑрт хыҫӗнчен икӗ самӑр ҫӳрен ӑйӑрсене кӳлнӗ тачанка чупса тухса, ҫил пек малалла чуптарать; ӑйӑрӗсем витере тӑрса йӑлӑхнӑ та халӗ ҫилхисене вӗҫтерсе чупма тӳр килнишӗн хӗпӗртеҫҫӗ.
XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Страницăсем:
- 1