Corpus of the Chuvash language

: картишӗнчи - пӗтӗм

Root word: пӗтӗм

Part of speech: 0

Total occurrences: 20436

Людмила Ильинична хӑйӗн кабинетӗнче тӑрать, шкул картишӗнчи пӗтӗм вӗркӗшӳ, пӗтӗм хӗвӗшӳ ӑна кунтан йӑлтах курӑнать.

Людмила Ильинична стоит у себя в кабинете, и все мельтешенье, вся суета школьного двора опять перед нею.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Кӑрчӑкӗ вӗсен, тухатмӑш хӑраххи, виҫӗмкун пӗр чӗнмен-туман ҫӗртен кунта килсе кӗчӗ те чӑххисене хӑвала-хӑвала картишӗнчи пӗтӗм ыраша ашса пӗтеретчӗ пуль, ай пӑскӑртса ятӑм хӑйне те!

Как-то пришла эта старая баба-яга третьего дни и ну гонять-шугать курей, всю рожь у меня потоптала, ну я ей и дал тут взбучку!

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Мултиер, Каҫҫан, Якур — картишӗнчи пӗтӗм халӑх кӑшӑлах хускалать.

Мульдиер, Касьян, Ягур, все людское море заволновалось, задвигалось.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

3. Ҫурт ҫине Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗпе вут-ҫулӑм аннине курсассӑн, картишӗнчи пӗтӗм халӑх ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ, Ҫӳлхуҫана аслӑланӑ: «Вӑл ырӑ, Унӑн ырӑлӑхӗ — ӗмӗрлӗхе».

3. И все сыны Израилевы, видя, как сошел огонь и слава Господня на дом, пали лицем на землю, на помост, и поклонились, и славословили Господа, ибо Он благ, ибо вовек милость Его.

2 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed