: ҫӗҫӗсемпе - вилкӑсем
Акӑ халӗ каютӑра куҫӑма пӗр пӗчӗк шкап курӑнса кайрӗ; шкапӑн икӗ ещӗк; пӗринче виҫӗ бритва, пӗр хачӑ тата вуннӑ ытла лайӑх ҫӗҫӗсемпе вилкӑсем тупрӑм; тепринче укҫа сиксе тухрӗ, вӗсенчен хӑшпӗрисем — Европӑра ҫӳрекен, теприсем — Бразилире ҫӳрекен ылтӑнпа кӗмӗл укҫасем, пӗтӗмпе вӑтӑр ултӑ кӗрепенкке стерлинг таран пухӑнчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Манто пиччен хуҫалӑхӗнчи ҫӗҫӗсемпе вилкӑсем те тутӑхнӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Пӗр вӑхӑтра ҫӗҫӗсемпе вилкӑсем, турилккесем чӑнкӑртатни калаҫӑва пӳлсе лартрӗ: пуринчен ытла вара Григорий Григорьевич така шӑмминчен миме чаплаттарса ӗмни илтӗнсе тӑчӗ.
IV. Апат // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Лизӑ апат-ҫимӗҫ лартса тултарнӑ сӗтел ҫине, шап-шурӑ ҫитти ҫинче ҫуталса тӑракан турилккесем, ҫӗҫӗсемпе вилкӑсем ҫине пӑхса илчӗ, хулпуҫҫисене ҫиллессӗн сиктерсе, хӑйӗн аллисем ҫине пӑхрӗ.
16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Юлашки вӑхӑтра нумай япалана хӑнӑхса ҫитрӗм, нумай япала куртӑм Засекинсем патӗнче: вӗсен йӗркесӗрлӗхӗ, яшка ҫӑвӗнчен тунӑ ҫурта тӗпӗсем, хуҫӑк ҫӗҫӗсемпе вилкӑсем, салхуллӑ Вонифатий, ҫӗтӗк-ҫатӑк горничнӑйсем, княгиньӑн хӑйӗн хӑтланкаларӑшӗ — ҫак йӑлтах тӗлӗнтермӗш пурнӑҫ тек маншӑн ҫӗнӗ мар ӗнтӗ…
XVI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Пӗр ҫын валли виҫӗ пар ҫӗҫӗсемпе вилкӑсем пулсан ҫителӗклӗ, унтан ытла хумаҫҫӗ.
Апат лартнӑ сӗтел // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
- 1