Corpus of the Chuvash language

: тӑхӑнса - пынӑ

Root word: тӑхӑн

Word form: тӑхӑнса

Part of speech: 8

Total occurrences: 1661

Наполеон симӗс бархатпа витнӗ, ылттӑн шнурпа илемлетнӗ, чаплӑ кӗрӗк, тиртен ҫӗлетнӗ калпак тата ӑшӑ кӑҫатӑ тӑхӑнса пынӑ.

Наполеон едет одетый в соболью шубу, покрытую зеленым бархатом и украшенную золотыми шнурами, в меховой шапке и теплых сапогах.

VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Алексей Оля патне хӑйӗн чи лайӑх шурӑ брюкипе уҫӑ ҫухавиллӗ кӗпине тӑхӑнса пынӑ, — амӑшӗ каланӑ тӑрӑххӑн, вӑл кӗпе унӑн хурарах, сарлакарах янахлӑ сӑн-пичӗпе питӗ килӗшӳллӗ пулнӑ.

Он зашел за ней в лучших своих белых брюках и в рубашке с открытым воротом, которая, по словам матери, очень шла к его смуглому скуластому лицу.

10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Калпак тӑхӑнса пынӑ арҫынсем калпакӗсене хыврӗҫ.

Мужики стали стягивать с головы пыльные колпаки.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Юлашкинчен, суйлав кунӗ Форума Цезарь вырӑнне Марк Лициний Красс юр пек шурӑ тумтир тӑхӑнса пынӑ та Сицили преторе пулма хӑйӗн кандидатурине тӑратнӑ.

В день комиций на Форум явился в белоснежной тоге Марк Лициний Красе, выставивший свою кандидатуру на должность претора Сицилии.

XIX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Вӑл каллех килелле пынӑ, анчах халь шиклӗ сукмакпа мар, хресчен сӑхманӗпе мар, таркӑн пек вӑрттӑн мар, ҫапӑҫусемпе наступленисен сарлака ҫулӗпе, ҫар шинелӗ тӑхӑнса пынӑ.

Он снова шел домой, но теперь не робко, не тропинкой, не в крестьянской свитке, тайком, как беглец, — а широкой дорогой боев и наступлений, в армейской шинели.

10 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed