: тӑхӑнакан - пустав
Унӑн нумайранпа кастарман пирки кӑтраланса кайнӑ хура ҫӳҫӗ ҫинче подводниксем тӑхӑнакан пустав пилотка илемлӗн ларать, кӗске, шурӑ хӑюллӑ хура курткине сарлака пиҫиххине ҫыхса янӑ, хулӑм сӑрантан ҫӗленӗ кабурӗнче «вальтер», самолет чӳречисене кантӑклакан кӗленчерен тунӑ авӑрлӑ кинжал, кӑкӑрӗ ҫинче автомат, шӑлаварӗ парусинӑран ҫӗлетнӗскер, мӑйӗнче шарф, сулахай аллине сулласа пырать, сылтӑммине хуҫлатса тытнӑ, пӳрнисем пулемет-пистолета ҫирӗппӗн чӑмӑртанӑ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Страницăсем:
- 1