: пӗтӗм - чунтан
Професси уявӗпе – Раҫҫей почтин кунӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан саламланине йышӑнсамӑр!Примите самые искренние поздравления с профессиональным праздником – Днем российской почты!
Олег Николаев Раҫҫей почтин кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/07/10/gla ... aet-s-dnem
Вӑл ҫав тери илӗртӳллӗ, илемлӗ кулать; ӑна пӗтӗм чунтан, виҫесӗр хӗрхеннипе, пӗтӗм хула илтмелле кӑшкӑрса, макӑрса ярас килет.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
5. Ҫын тӳрӗ пурӑнать пулсан, тӳрӗлӗхпе тӗрӗссине тӑвать пулсан, 6. тусем ҫинче чӳк парни ҫимест пулсан, Израиль килӗн йӗрӗхӗсем ҫине пӑхмасть пулсан, тӑванӗн арӑмне ирсӗрлетмест пулсан, арӑмӗ таса марринчен тасалнӑ вӑхӑтра ун патне пымасть пулсан, 7. никама та хӗсӗрлемест пулсан, парӑмлӑ ҫынна салукне тавӑрса парать пулсан, вӑрламасть, выҫӑ ҫынна ҫӑкӑр парать, ҫарамас ҫынна тумтир тӑхӑнтартать пулсан, 8. укҫине усламла памасть, ытлашши илмест пулсан, аллине тӗрӗсмарлӑх енне ямасть пулсан, ҫынпа ҫын сутлашнине тӗрӗс татса парать пулсан, 9. вӑл Манӑн пехилӗм тӑрӑх пурӑнать, Эпӗ панӑ йӗркесене пӗтӗм чунтан тытса тӑрать пулсан, вӑл — тӳрӗ ҫын, вӑл чӗрӗ пулатех, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сире пире пурне те кирлӗ ӗҫӗршӗн, профессионализмшӑн, ырми-канми вӑй хунӑшӑн пӗтӗм чунтан тав тӑватӑп.От всей души благодарю вас за такой нужный всем нам труд, за профессионализм и самоотверженность.
Нефтьпе газ промышленность ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/news/2021/09/02/glava- ... aet-s-dnem
Мӗнле тӗлӗнмелле лӑпкӑн кӑларса яраҫҫӗ ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачине, пӗтӗм чунтан юратса пӑхса ӳстернӗ ҫынна е хӑйӗн мӗнпур сӗткенне ачана ӗмӗртсе пурӑннӑ хӗрарӑма!
III. Ача пӑхса ӳстерекен // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Шавласа янраса ҫеҫ тӑратчӗ урам, нихҫан манмалла мар савӑнӑҫлӑччӗ унта; «пысӑккисем» ҫавӑнта астуса пӑхса тӑнипе эпир, вӗт-шакӑрсем, пушшех хӑпартланса кайса, пур вӑйӑсене те ӑраснах хӗрӳллӗн, пӗр-пӗринпе пӗтӗм чунтан ӑмӑртса выляттӑмӑр.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хресчен кӑна шӑлне вӑйсӑррӑн кӑчӑртаттарчӗ, унӑн арӑмӗ, мӗскӗн хӗрарӑм, питне пуҫ тутрипе хупласа, салтака тытса кайнӑ ывӑлӗшӗн, ют ҫынсен ырлӑхӗшӗн ҫӗрӗн-кунӗн тертленекен хӗрӗшӗн, вырса кӗртме ӗлкӗричченех сутма тивнӗ тырришӗн хурланса макӑрчӗ, хӑйӗн, хӗресчен арӑмӗн, чӗререн тухакан хаяр сассипе пӑшӑлтатса, килне-ҫуртне нушапа хӗн-хур кӳрекенсене пӗтӗм чунтан ылханчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Хамӑр хӗрарӑмсем, ҫакна пӗлсе тӑр, ҫав тӗслӗхпе мана куҫран тӗртеҫҫӗ: «Эсӗ, тӗлсӗр-йӗрсӗрскер, чиркӗве хупса, ӑна клуб тӑвасшӑн, Шырланпуҫри председатель турра ӗненекен хӗрарӑмсене пӗтӗм чунтан хисеплет, праҫниксенче вӗсене чиркӗве лашапа илсе ҫӳрет», теҫҫӗ.
XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Колхозлӑ, обществӑлла хуҫалӑха, кӗтнӗ ырлӑхсем вырӑнне ӑна мӗскӗнлетсе хӑварнӑскере, вӑл пӗтӗм ӑшран курайми пулнӑ, уншӑн вара хӑйӗн уйрӑм хуҫалӑхне пӗтӗм чунтан юратнӑ.
Председатель касси // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Павӑл пӗтӗм чунтан савӑнса кулса ячӗ, вара, ытлашши хыттӑн та савӑнӑҫлӑн кулнинчен хӑраса ӳкнӗ пек, урӑх калаҫу пуҫларӗ:
9 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Сире малашлӑхлӑ ҫӗнӗ проектсене пурнӑҫлама пӗтӗм чунтан ӑнӑҫусем, ҫирӗп сывлӑх, телей тата ырлӑх сунатӑп!
Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22
Унта та, кунта та козак ҫӗр ҫине йӑвана-йӑвана кайни, хӑйӗн тусне ыталаса илнӗ юлташӗ пӗтӗм чунтан ҫемҫелсе тата макӑрса та ярса унпа юнашар тӗшӗрӗлсе анни курӑнма пуҫларӗ.
III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
«Кӑшт та пулин ҫутӑ кураясчӗ!» — тесе кӑшкӑрать куҫсӑр юлнӑ ҫын пӗтӗм чунтан, инкекрен хӑтарма тилмӗрет.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Госпожа Ульянова, — пуҫларӗ вӑл мӑнаҫлӑн, — эпир, урӑхла каласан, Самарти арҫын гимназийӗн дирекцийӗ, учительсемпе класс наставникӗсем, сире ҫӗнӗ инкексенчен сыхлас тесе, пӗтӗм чунтан тӑрӑшатпӑр.
Питӗ лайӑх кӗнекесем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Ҫак сӑмахсене вӑл пӗтӗм чунтан, чӗререн каларӗ те, вӗсене илтсен мана мӗнле туйӑм ҫавӑрса илни ҫинчен каласа пама та пӗлмелле мар.
21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Эпӗ ӑна пӗтӗм чунтан хӗрхентӗм.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Сире професси уявӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан саламлатӑп!
Михаил Игнатьев Энергетик кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/12/22/news-3736808
Ун чухне мана Валя чӑн-чӑннипе савма та пултарайман пек туйӑннӑччӗ, Маринка вара — Маринка пӗтӗм чунтан, хӗрӳллӗн юратать имӗш…
17 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Выльӑхсене ҫӗнӗлле мӗнле тӑрантарасси ҫинчен пӗр-пӗр кичем лектор каласа парас пулсан, тен, залри ҫынсем паҫӑрах ҫывӑрса кайнӑ пулӗччӗҫ, анчах ун ҫинчен ҫак хаваслӑ та хивре хӗр янравлӑ та уҫӑ сасӑпа каланӑран пысӑк хура куҫӗпе пӗрре ӑшшӑн кулса, тепре хаяррӑн пӑхса каланӑран, вӑл залри ҫынсене хӑйӗн сӑмахне ӗнентересшӗн кӑна мар, хӑй те пӗтӗм чунтан ӗненсе каланӑран, чӗререн пӑлханса, хавхаланса каланӑран — ӑна итлеме хаваслӑ та, кӑсӑк та.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Мӗншӗн утравӑн ҫав хӗрринче ҫурт лартмарӑм-ши тесе пӗтӗм чунтан кулянтӑм.В глубине души я не переставал сожалеть, что поселился не на том берегу.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
- 1