Corpus of the Chuvash language

: пӗтӗм - вӑйпах

Root word: пӗтӗм

Part of speech: 0

Total occurrences: 20436

Ну, барышня, сывпулӑр, манӑн хулана пӗтӗм вӑйпах вӗҫтерес пулать, — терӗ вӑл васкаса.

 — И он беспокойно заговорил: — Ну, прощайте, барышня, теперь мне надо во весь карьер жарить в город.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Эпӗ ун ҫинчен аваннине шухӑшласшӑн мар халӗ, ӑна пӗтӗм вӑйпах ҫиленесшӗн халӗ эпӗ, вӑл мӗн каланине пӗтӗмпех сиенсӗрлетес тесе, тӑшмана ҫиленнӗ пек ҫиленесшӗн!»

Я не хочу сейчас о нем думать хорошо, я хочу сейчас разозлиться на него изо всех сил, разозлиться, как на врага, чтобы начисто обезвредить то, что он говорит!»

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫапла вара, манӑн матрос пӗтӗм вӑйпах: — Том Смит! Том Смит! — тесе кӑшкӑрма тытӑнчӗ.

Итак, мой матрос закричал во все горло: — Том Смит! Том Смит!

Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Турӑ ӑйӑр, хитре те мӑнтӑр, пӗчӗк ачана тиркенӗ пек шӑршласа илет те, хӑйне пӗтӗм вӑйпах йӗвенрен туртакан Тёма хыҫҫӑн чӑхӑмласа утса пырать.

Красивый жеребец Гнедко пренебрежительно обнюхивает маленькую фигурку и нехотя плетется за тянущим его изо всей силы Тёмой.

Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Тен, апла та мар, вӑл ахаль ҫеҫ машинӑпа кайнӑ пек кӑтартнӑ пуль, хӑй шоссе тӑрӑх кӑшт кайсанах хӗрринелле пӑрӑннӑ пуль, халӗ вара улах сукмаксем, хула хӗрринчи садсем, виноградниксем тӑрӑх Явор хулине пӗтӗм вӑйпах васкать пуль.

А может быть, он только сделал вид, что воспользовался; может быть, пройдя какое-то расстояние по шоссе, он свернул в сторону и сейчас стремительно пробирается глухими тропками, через пригородные сады и виноградники, к Явору.

7 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Хӗлле тухнӑ ҫамрӑк автан, шӗвӗркке, ӳссе ҫитеймен калпаклӑ, кӗске хӳреллӗскер, лутра сарай тӑрне каччӑлла вӗҫсе хӑпарса, кача пӳрнисем тухайман урисемпе улӑма тапта-тапта, пӗтӗм вӑйпах ҫухӑрнӑ:

Молодой, зимней выводки петушок с острым, еще не вполне оформившимся гребешком и куцым хвостом молодцевато взлетел на крышу невысокого сарайчика и, топча солому длинными, еще без крючковатых шпор ногами, кричал что есть мочи:

XXXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кунта, яка асфальт ҫинче, кузов хӗрринчен тытса пымасан та май килнӗ, ҫавӑнпа та Мишка пӗтӗм вӑйпах хӑйӗн кӳтнӗ аллине сӑтӑркалама тытӑнчӗ.

Здесь, на гладком асфальте, можно было не держаться за борт, и Мишка с ожесточением принялся растирать закоченевшие руки.

13. Машина ҫинче // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Кларк ҫак вӑхӑтра пӗтӗм вӑйпах Тисса хӗрринелле вӑркӑнать.

А Кларк тем временем во весь дух устремится к Тиссе.

4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Е татах… — каласа пӗтереймерӗ, чӗн пушӑпа хӗрачине виҫ-тӑватӑ хутчен ҫурӑм урлӑ пӗтӗм вӑйпах ҫапса илчӗ.

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed