Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Пичче, эпӗ урӑх нихӑҫан та, нихӑҫан та ал ҫӗклемӗп ҫын ҫине, — терӗ хӗрача, ҫӗрелле пӑхса.
XVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ватӑ строитель, икӗ аллипе те карлӑкран тытса, кӑштах ҫӗрелле ӳпӗнчӗ, стройотрядри каччӑсемпе хӗрсене кашнин сӑнне астуса юлма тӑрӑшнӑн пӑхса ҫаврӑнчӗ, кӑвак мӑйӑхне кӑмӑллӑн шӑлкаласа илчӗ.
IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Шишкин текенни, чалкӑшса пыраканскер, кирлӗ ҫӗрелле утманнине сасартӑк тавҫӑрса илнӗн тӑрук чарӑнчӗ те пирӗн еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ.
V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Акӑ ӗнтӗ ҫӗнӗ завод лартнӑ ҫӗрелле васкатӑп.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ҫаврӑнса тӑчӗ, ҫӗрелле пӑхарах калаҫрӗ:
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Куҫӑм вӑл пӑхнӑ ҫӗрелле шурӗ; картиш енчи икӗ чӳрече хушшинче, пӗчӗк рамӑсем ӑшӗнчи фотоӳкерчӗксенчен кӑшт ҫӳлерех, чылай пысӑк портрет — салтак-хӗр сӑнӳкерчӗкӗ ҫакӑнса тӑрать.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Ҫӗрелле чалӑшшӑн шӑпӑр-шӑпӑр тӑрӑнакан ҫумӑр яраписем ҫине тепӗр хут пӑхса илтӗм те алӑк умӗнчен пӑрӑнтӑм.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
— Пӗлтӗр эпӗ сана шӑп ҫак вырӑнта ӳкерсе илнӗччӗ, — пӳрнипе ҫӗрелле тӗллерӗ Григорий Григорьевич, — астӑватӑн-и?
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Якур амӑшӗ ҫул ҫинче мӗн пулса иртнине пӗлсен ывӑлӗ выртса юлнӑ ҫӗрелле ахлата-ахлата васкарӗ.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
— Халь те ҫавӑн пекех вӑл! — ҫӗрелле чӑрт! сурчӗ Кермӑн.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Музыкӑна вӗренессине, малтанхи пекех алӑ сулса сӑвӑсем вулассине, юрлассине вӑл йӗркеллех туса пыратчӗ, мӗншӗн тесен куна вӑл хӑйӗн айккине сирме пултарайман тивӗҫӗ тесе шутламах вӗренсе ҫитнӗ пулнӑ ӗнтӗ, ҫапах та унӑн чӗри, хӑйшӗн таҫта тепӗр темӗнле тивӗҫ шыранӑ пекех, урӑх ҫӗрелле те туртӑнатчӗ…
Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.
Ҫамрӑк ҫын, тутине ҫыртса, тем шутланӑ пек, ҫӗрелле пӑхрӗ.
Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.
Ӑнсӑртран кӑна вӑл йывӑҫсем хушшипе пӗр пӗчӗк ярӑм шуса тухать те ман ҫумри хӑва тӗми ҫулҫисене юлхавлӑн хускатса, ҫавӑркаласа пӑхать, вара мӗнле килнӗ, ҫавӑн пекех сисӗнкӗсӗр тепӗр ҫӗрелле каять, е тата хӑш чух, тӗмӗ ӑшӗнчен урӑх тухмасӑр, ҫавӑнтах лӑпланса пӗтсе ларать.
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
Вӑл, ҫӑварне уҫса, куҫӗсемпе пӗр ҫӗрелле тӗллесе выртрӗ, хускалмарӗ.
Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.
— Ҫук, ҫапах эсир калаҫма юратмастӑр, — терӗ вӑл, ҫӗрелле пӑхса.
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Эпӗ вара ҫав кунах куҫ ӑҫта курнӑ ҫӗрелле тухса кайрӑм.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
— Тӗрлӗ ҫӗрелле саланнӑ пек туйӑнчӗ…
4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Ҫӳлте ларакансенчен пӗри таксисем тӑнӑ ҫӗрелле тӗллесе кӑтартнӑ.
1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Герасим Федотович картишне тухсан ӑна улах ҫӗрелле туртрӗ, сӑмахне яланах пӗр евӗрлӗ пуҫларӗ:
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Ҫынсем кӗшӗлех пухӑнсан ӗнене типӗ ҫӗрелле сӗтӗрсе кӑларчӗҫ.
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.