Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Пирӗн вилнӗ ырӑ король, никам ҫӗнтереймен V Карл, ҫак корсарсен йӑвине тахҫанах пӗтернӗ пулӗччӗ, тенӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
— Эх, юлташсем, астумастӑп халь, анчах таҫта вуланӑччӗ, тен, вуламан та пулӗ, ахаль асӑма килчӗ пуль, салтак хӑйне хӑй парӑнтӑм тесе шухӑшличчен, ӑна никам та ҫӗнтереймен, тет, — куҫ шуррисене йӑлтӑртаттарса каланӑ Миша.
Салтак вилтӑпри // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 198–210 с.
— Эсӗ хапхара чиперех тӑнӑ пулсан, пирӗн командӑна ҫӗнтереймен пулӗччӗҫ.— Если бы ты исправно стоял в воротах, наша команда была бы непобедимой.
Иккӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Пӑши шурлӑхпа чылайччен кӗрешнӗ, анчах ҫӗнтереймен.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Серафим патӗнче, унӑн турпас ҫумӗнчи сухӑр шӑрши ҫапнӑ, таса, ӑшӑ, стена ҫинчи шуҫ лампа ҫути ҫӗнтереймен ӑшӑ тӗттӗмлӗхпе тулнӑ пӳлӗмӗнче аван пулнӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Часах пунш хуранӗ ҫумӗнче пӗр ывӑҫ кӗл, ҫурӑм шӑммин темиҫе татӑкӗпе ҫулӑм ҫӗнтереймен, йывӑр шӑршлӑ хӑрӑмпа хуралнӑ алӑ-ура шӑммисем ҫеҫ юлчӗҫ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Анчах Вандея тулашне тухма хӑтланса пӑхни пӑлхав пурпӗрех путланса ларасси патне илсе пынӑ пулӗччӗ, Вандея пӑлхавӗ ҫӗнтереймен.
V. Вӗсен вӑрҫӑри пурнӑҫӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
— Эпӗ, Широкогоров, ҫапла шутлатӑп: акӑлчансем ҫӗнтерӗве пирӗнтен, пӗр сӑмахсӑрах, парне вырӑнне илчӗҫ, анчах хӑвӑр участокра эсир ыттисенчен нумай турӑр, ҫапах та пирӗнтен питӗ сахал турӑр; эсир тӑшмана чӑнласах ҫӗнтерме шут тытсан та, пирӗнсӗр нихҫан та ҫӗнтереймен пулӑттӑр.
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Пӑри тесен пӑри те, тӗш тырӑсенчен чи ачашши, селӗм ӳсет: ҫулҫисем сарлака, сывлӑмран типейменрен халӗ вӗсем шуррӑн курӑнаҫҫӗ, пӑрин ӗмӗрхи тӑшманӗ пиҫен кӑҫал ӑна ҫӗнтереймен, парӑннӑ, тепӗр хут тапӑнма шутласан та, нимӗн те тӑваймасть халь вӑл: пӗри вӑй илсе ҫитнӗ, тек уншӑн нимӗн те хӑрушӑ мар.
Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Унта вӑл ҫӗнӗ салтаксем пуҫтарса ӗмӗтсӗрсемпе халӗ те кӗрешекен никам ҫӗнтереймен Вильям Томпсон патне ҫӗмӗрсе тухма ӗмӗтленнӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Диггерӑн — ҫӗр чаваканӑн — ремесли пуринчен те ирттернӗ: ылтӑн шыракансенчен нумайӑшӗ пӗтнӗ, вӑй ҫитмен ӗҫе ҫӗнтереймен, анчах вӗсем заступпа пӗрре лартсассӑнах ҫӗрме пуянсем пулса тӑнӑ ҫынсем те пулнӑ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Никам ҫӗнтереймен вӑйлӑ улӑп ҫинчен ҫавӑн пек халап пур.
X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Тахҫан ӗлӗк-авал Ахиллес паттӑр пулнӑ, тет, ӑна никам та ҫӗнтереймен, никам та сиен тӑвайман.Вот был такой древний герой Ахиллес, непобедимый и неуязвимый.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫӗрле икӗ сехетре вӑл ним те курма, сисме пултарайман-ха, пулса иртнӗ ӗҫсем пирки асапланнипе ыйха текех ҫӗнтереймен пирки ҫывӑрса кайма пуҫласан, Дмитрий Сергеич ун патне кӗчӗ те темиҫе сӑмах каларӗ, ҫав темиҫе сӑмах вара вӑл калас тенин ӑнланмалла мар умсӑмахӗ кӑна пулчӗ:
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах та Верочка Марья Алексевна ҫӗнтереймен мӗнпур йывӑрлӑхсене ҫӗнтерни курӑнчӗ.Но выходило то, что дочь победила все трудности, с которыми не могла сладить Марья Алексевна.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӗри те ҫӗнтереймен; нимӗҫ ҫине тӑни, тен, Обломовсен кутӑнлӑхӗпе тӳрленейми йӑлисене ҫӗнтерсе ҫиеле тухнӑ пулӗччӗ, анчах нимӗҫ хӑй енчен те йывӑрлӑх тӗл пулнӑ, ҫавӑнпа ку та, лешсем те ҫӗнтерме пултарайман.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн пурнӑҫӗнче нимӗнле чӑрмав та пулман пекех, анчах вӑл чи пӗчӗк чӑрмава та ҫӗнтереймен пулӗччӗ; вӑл пӗр ӗҫне пӗтерсе теприн ҫине куҫмасть, вӗсем хӑйсем ӑна вӑйлӑ хумсем евӗр сиктереҫҫӗ; вӑл пӗр-пӗр ӗҫе чунне хытарса тума е тепӗр ӗҫе ӑспа хавхаланса тума пултараймасть.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Патакӗ халиччен никам та ҫӗнтереймен Кутейников генерала пырса тивнӗ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ӑна столицӑри иртӗхтерекен пурнӑҫ та, пуҫӗнчи тӑвӑллӑ шухӑшӗсем те ҫӗнтереймен.Его не победили ни разврат столичной жизни, ни бури душевные.
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
12. Илияна ҫавраҫил ҫавӑрса илсе кайнӑ, унӑн хӑватне Елисей илсе юлнӑ, 13. пурӑнан кунӗнче вӑл пуҫлӑх умӗнче чӗтресе тӑман, ӑна никам та хӑратайман; 14. ӑна нимӗн те ҫӗнтереймен, вилсессӗн те, унӑн ӳчӗ пророкла пӗлтерсе тӑнӑ.
Сир 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.