Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мастерскойӗнче ҫӗвӗ ҫӗлекен машина сассисем илтӗнме пуҫларӗҫ.
Инҫе ҫула тухса каяс умӗн // Феодосия Ишетер. Баруздин С. А. Равипе Шаши: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 44 с.
Коля амӑшӗ ҫӗвӗ ҫӗлекен машинӑсен шавӗпе пуҫ ыратни ҫинчен яланах каланӑ, ӳпкелешнӗ.Мама Коли постоянно жаловалась, что от шума швейных машинок у нее болит голова.
8 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Коля Мазин амӑшӗ ҫӗвӗ ҫӗлекен мастерскойӗнче ӗҫленӗ.
8 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Вӑл аллине кӗсйине чикрӗ те, Жарнильские касса пӑрахнӑ утӑ капанӗ патӗнче хӑй тупнӑ ҫар куртки ҫине ҫӗлекен петличкӑна туртса кӑларчӗ.
7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ашшӗ нумай калаҫма юратман, тӑрӑшакан, ӗҫе питех те юратакан, кирек мӗнле ӑсталӑха та пӗлекен ҫын: сухаҫӑ, тимӗрҫӗ, платник, атӑ-пушмак ҫӗлекен, ҫӑматӑ йӑвалакан ҫын пулнӑ.
3. Вӗрен-кантра // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Васька Новогодов атӑ-пушмак ҫӗлекен пулнӑ иккен, хӗрлӗ ҫӳҫлӗ Пашка столяра вырнаҫнӑ, Наташа Козлова хысна шучӗпе Воскресенски урамра гимназире вӗреннӗ, пӗчӗк Зина скарлатинӑпа чирлесе вилнӗ.
Вӑтӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Ҫав шкапӑн ҫӳлӗкӗсем ҫинче ҫӗлӗк ҫӗлекен мастерскойри пекех ҫӗлӗксемпе кӑвак кантлӑ картузсем йӗрки-йӗркипе тӑнӑ.И в этом шкафу на полках лежали рядом, как в шапочной мастерской, фуражки с кантами.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Вӗсенчен пӗри — ҫӗвӗ ҫӗлекен мастерскойсем тытакан Шпилмӑн, пӗчӗкскер, лара-тӑра пӗлмен йӑрӑ ҫын, тепри — коммерцилӗ банкӑн директорӗ Абрамахер, флегматикла мӑнтӑркка, ҫап-ҫутӑ кукша пуҫлӑ ҫын.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Тумтир ҫӗлекен ҫӗршер ҫӗвӗ мастерскойӗсемпе ательесем, уйӑх каялла пачах хупма шутланӑскерсем, фронт валли ӑшӑ кӗпе-йӗмсемпе тумтирсем (обмундированисем) ҫӗлеме тытӑнчӗҫ.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Артём пуҫне зал еннелле ҫавӑрчӗ, куҫӗсемпе паллакан хӗрарӑмӑн питне ӑнсӑртран тӗл пулчӗ: ҫӗвӗ ҫӗлекен мастерскойра ӗҫлекенсем хушшинче чул касаканӑн хӗрӗ Галина ларать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
— Эх, лекесчӗ ман алла ҫав шӑла хӗреспе хӑйракан ксендз, эпӗ ӑна, ылханлӑскере, тӳрех кӑнтса пӑрахӑттӑм, — терӗ ҫилӗллӗн Андрюша Фомичев, Белая Церковь хулинчи атӑ ҫӗлекен патӗнче ӗҫленӗскер.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Йӑлтах урӑхла, кимӗҫсем евӗр яланах хавхаланса е атӑ ҫӗлекен Гофманпа, е ӗҫке ернӗ Кунц столярпа ӗҫнӗ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Шиллер ҫумӗнче Гофман тӑрать, писатель Гофман мар, Шиллерӑн ҫывӑх тусӗ, Офицерски урамра пурӑнакан атӑ ҫӗлекен ӑстаҫӑ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Казаксем кӗпӗрех сылтӑма кайса тӑчӗҫ, пӗртен пӗр атӑ-пушмак ҫӗлекен Зиновий ҫеҫ, Коршунов ҫине шӑл хӑйраса пурӑнаканскер, уҫланкӑри ҫунӑк тунката пек, малтан тӑнӑ вырӑнтах тӑрса юлчӗ.
XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Залра ҫӗвӗ ҫӗлекен машина янӑравлӑн тӑрлаттарать: пӗрре чарӑнать, унтан каллех, хӑй патне чӗннӗ пек, тӑрлаттарать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Залран ҫӗвӗ ҫӗлекен машина сасси илтӗнсе кайрӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Такам калать те пуль мана, атӑ ҫӗлекен пек ӗҫсе тултарнӑ тет пуль…Может, кто-нибудь скажет: назюзюкался, мол, как русский сапожник…
XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Комитет членӗсене асӑннӑ ҫынсенчен урӑх ларура тата ҫаксем те пур: Илья Странджов, атӑ ҫӗлекен, ӗлӗк тӗрмере ларнӑскер, ним мар чикӗшме пултаракан ҫын, Христо Врагов, суту-илӳҫӗ, тата Димо Капасӑз, ӑнах Беспортев та теҫҫӗ, атӑ ҫӗлекен уксах — Редактор тесе тӑрӑхласа чӗнеҫҫӗ ӑна, ӗҫри пултарулӑхӗ вара — каварҫӑ.
VII. Комитет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Колчо атӑ ҫӗлекен Иван Дуди патне кӗчӗ.
VI. Хӗрарӑм чунӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫӗвӗ ҫӗлекен мастерскойсем ҫаплах ӗҫлеҫҫӗ-ха; халӗ ӗнтӗ вӗсем виҫҫӗ; Катерина Васильевна тахҫанах хӑй уҫрӗ, вӑл Вера Павловна мастерскойӗнче те уншӑн чылай ӗҫлет, часах акӑ пӗтӗмпех ун вырӑнне юлӗ, мӗншӗн тесен кӑҫал Вера Павловна — каҫарӑр ӑна — чӑнах та медика тухма экзамен парать, вара унӑн мастерскоя тытса тӑма вӑхӑчӗ пачах та пулмасть, «Мастерскойсене аталанса пыма май ҫукки ҫеҫ кулянтарать: вӗсем питӗ аталанса кайнӑ пулӗччӗҫ», — тет хӑш чухне Вера Павловна.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.