Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуллӑн (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Унӑн куҫӗсем каллех ҫуллӑн йӑлтӑртатрӗҫ, сасси тикӗссӗн, йӑвашшӑн йӑнкӑртатрӗ.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Калаҫать япшар та ҫуллӑн — Пурӑнма Армет пӗлет.

Help to translate

Ҫӑлтӑр витӗр ҫул выртать // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 59–68 с.

Куҫӗсем йӑлтӑртатаҫҫӗ, сарлака пичӗ ҫуллӑн йӑлкӑшать.

Глаза его заблистали, широкое лицо маслено улыбалось.

VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Тамӑкра вара шуйттансем кӑлпаснике ҫухавинчен ярса тытаҫҫӗ те ҫатма ҫине лартаҫҫӗ — шаритлен, чунӑм, ташла вӗри ҫатма ҫинче, унтан тата вӗрекен смала ӑшӗнче ларӑн та хӗртнӗ тимӗре чӗлхӳпе ҫуллӑн

А в аду черти схватят колбасника за шиворот — и на сковородку: поджарься, голубчик, потанцуй на горячей сковородочке… потом в кипящей смоле посидишь да раскаленную плиту языком полижешь…

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Хӑш-хӑш ҫӗрте чӳречесене уҫса пӑрахнӑ, лавка речӗсенчи галлерейӑсен тӑррисенче кӗпе-йӗм типсе тӑрать, кӑҫатсем курӑнса выртаҫҫӗ; чӳрече витӗр тӗксӗм кӑвак шыв ҫинелле хӗрарӑм пӑхса тӑрать, галлерейӑри чугун колонка тӑрринчен кимӗ кӑкарса хунӑ, кимӗн хӗрлӗ аяккисен мӗлкийӗ шыв ҫине ҫуллӑн та аш тӗслӗн ӳкнӗ.

Кое-где окна открыты, на крышах рядских галерей сушится белье, торчат валяные сапоги; из окна на серую воду смотрит женщина, к вершине чугунной колонки галерей причалена лодка, ее красный борт отражен водою жирно и мясисто.

XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Инспектор ҫакӑн ҫинелле пӑхкалать, аллисене сӑтӑркаласа, ҫуллӑн эхӗлтетсе кулать.

Инспектор смотрел на неё и жирно хихикал, потирая руки.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Мундирсем ҫинчи ылтӑн ҫуллӑн йӑлтӑртатса тӑни тӗксӗмленчӗ, ҫемҫелчӗ, хаваслӑ ҫирӗплӗх, чӗрӗ вӑй вӗресе тӑни амӑшӗн чӗрине пырса тивсе вӑратрӗ.

Жирный блеск золота на мундирах потускнел, стал мягче, веяние бодрой уверенности, дуновение живой силы коснулось сердца матери, будя его.

XXIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Чӳречесем хушшинче, ҫуллӑн йӑлтӑртатакан ылтӑнланӑ хулан рама ӑшӗнче, патша портречӗ ҫакӑнса тӑрать, чӳречесем ҫинчи кӗрен тӗслӗ йывӑр чаршавсем рамӑна ик енчен тӳрӗ хутламсемпе хуплаҫҫӗ.

Между окнами висел большой портрет царя в толстой, жирно блестевшей золотой раме, тяжелые малиновые драпировки окон прикрывали раму с боков прямыми складками.

XXIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Развалихин ҫуллӑн пӑхса йӑлкӑшнине вӑл ӗлӗк те тӳсме пултарайман.

Сальную улыбку Развалихина она и раньше не переносила.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Тепӗр ирхине, яланхи пекех ҫуллӑн кулкаласа, вӗсен пӳлӗмне каҫхине тӑхӑнмалли кӑвак сатин кӗпе тӑхӑннӑ Вениамин пырса кӗчӗ.

На следующий день утром пришел Вениамин в новой сатиновой голубой рубахе, в жирке всегдашней улыбки.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Куҫӗсем унӑн ҫуллӑн йӑлтӑртатрӗҫ, пичӗ, тилле курнӑ чухнехи пек, ачашшӑн ӑшӑнчӗ.

Глаза его замаслились и лицо стало ласковым, как раньше, когда он видел лисицу.

V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed