Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Руды патне епле ҫитчӗр вӗсем!
VIII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Кӑшт тӑхтас пулать, колхозниксем пӗлсе ҫитчӗр — чӑн-чӑн руководитель — акӑ вӑл, вӗсемпе ҫума-ҫумӑнах пурӑнать, тата ҫав чӑн-чӑн руководитель никам та мар, шӑпах Василий Куприянович Маркелов.
Председатель касси // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
— Юрать, ӳстерсе каламӑп, — кулса илчӗ Сергей, — анчах малтан вӗсем пире хӑваласа ҫитчӗр, вара ӑмӑртма юрать.
XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Нимӗҫсемпе перкелешсе илнӗ хыҫҫӑн вӑрмантан тухса пӗр километр пек кайсан, полкри ҫынсем пурте пухӑнса ҫитчӗр тесе, Озеров капитан пӗр тарӑн айлӑмра колоннӑна кӑшт чарса тӑратрӗ.
XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вӗсем хӑваласа ҫитчӗр тесессӗн, пирӗн майӗпенрех юрттарас пулать…
Ҫул ҫинче // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 3–10 стр.
Тӑшман карапӗсем хула патнех ан ҫитчӗр тесе командовани Севастополь флотӗнчи хӑш-пӗр карапсене бухтӑна кӗмелли вырӑнта шыва путарма йышӑннӑччӗ.
Пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
«Эпӗ халӗ калас сӑмахсем ҫӳлти турӑ умне ҫитчӗр, аван тӑпра ҫине ӳкнӗ тырӑ пӗрчи евӗрлӗ пулса, вӗсем хӑйсен вӑхӑтӗнче питӗ пысӑк тухӑҫ паччӑр! Аминь!» — терӗ.
5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Машинӑсене те кӑнтӑр ҫутипе каялла ҫаврӑнса ҫитчӗр тесе ирхине кӑна кӑларатчӗҫ.
Виктор Петухов: «Тухсанах — мишень» // Ирина Кузьмина. «Сувар», 2019.02.15
5. Ҫавӑнпа сирӗн пата эпӗ тӑвансене ярас терӗм: вӗсем сирӗн пата манран маларах ҫитчӗр те эсир унчченех ырӑ сунса пама пулнине хатӗрлесе хума пулӑшчӑр, вара вӑл хырҫӑ евӗрлӗ пулмӗ, ырӑ сунса панӑ парне пек пулӗ терӗм.
2 Кор 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Намӑса ан хӑварсам пире, мӗн кӑтартассине Хӑвӑн хӗрхенӳллӗ кӑмӑлупа, нумай ырӑлӑхупа кӑтартсам пире, 43. эй Ҫӳлхуҫа, кӗтретӳсен хӑвачӗпе хӑтарсам пире, Хӑвӑн ятна мухтава кӑларсам; 44. Санӑн чурусене усал тӑвакансем пурте намӑса юлччӑр, хӑйсем питӗ хӑватлӑ чухнех намӑса юлччӑр, вӗсен вӑй-хӑвачӗ аркантӑр, 45. пӗр Эсӗ ҫеҫ Ҫӳлхуҫа Турӑ иккенне, Эсӗ пӗтӗм тӗнчипе мухтавлӑ иккенне пӗлсе ҫитчӗр» тенӗ Азария.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вӗсен шӑмми-шакки вырӑнӗ ҫеҫкелӗх пултӑр, 15. вӗсен мухтавлӑ ячӗсем ывӑлӗсене ҫитчӗр!14. Да процветут кости их от места своего, 15. и имя их да перейдет к сынам их в прославлении их!
Сир 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Аллуна ют халӑхсем ҫине тӑс, вӗсем Санӑн хӑватна пӗлсе ҫитчӗр.3. Воздвигни руку Твою на чужие народы, и да познают они могущество Твое.
Сир 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Хӗн-хурлӑхра вӗсем Ҫӳлхуҫана тархасланӑ та — Вӑл вӗсене асапран хӑтарнӑ, 7. ҫын пурӑнакан хулана ҫитчӗр тесе Вӑл вӗсене тӳрӗ ҫулпа ертсе пынӑ.
Пс 106 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӗсем намӑсланччӑр, ӗмӗрлӗхе сехӗрленсе ӳкчӗр, хур пулччӑр, ҫухалччӑр, 19. пӗр Эсӗ анчах Ҫӳлхуҫа ятлине, пӗтӗм ҫӗр ҫинче пӗр Эсӗ анчах Ҫӳлти Турӑ иккенне пӗлсе ҫитчӗр.
Пс 82 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Давид пинпӳсемпе, ҫӗрпӳсемпе тата мӗнпур ҫулпуҫпа канашланӑ та 2. пӗтӗм Израиль халӑхне пуҫтарса ҫапла каланӑ: эсир килӗшсессӗн тата ҫакна тума Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн ирӗкӗ пулсассӑн, хамӑрӑн ытти тӑванӑмӑрсем патне ҫынсем ярар, пӗтӗм Израиль ҫӗрне ҫитчӗр, ҫавӑн пекех священниксемпе левитсем патне те, вӗсен хулисене, вӗсем пурӑнакан пур вырӑна та ҫынсем ярар — пурте пирӗн пата пуҫтарӑнччӑр; 3. вара Туррӑмӑр саккунӗн арчине хамӑр пата куҫарса килӗпӗр, ӗнтӗ Саул вӑхӑтӗнче эпир ӑна мансах пурӑнтӑмӑр, тенӗ.
1 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2