Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӳлӗмре ҫиттипе витнӗ сӗтел хушшинче сӑмавар патӗнче виҫӗ ҫын ларнӑ.Где за столом, покрытым суровой скатертью, у самовара сидело трое человек.
Вӑтӑр иккӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Анчах пӗтӗм пуянлӑхӗ те унта тӑватӑ кивӗ сӑрлӑ пукан тата ҫыхса тунӑ ҫиттипе витнӗ сӗтел ҫеҫ пулнӑ.А всего богатства было в ней четыре крашеных старых стула, да стол с вязаной скатертью.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Ӑна шурӑ ҫиттипе чӗркенӗ, урисем ҫумне йывӑр япала ҫыхса хунӑ, темӗнле этем, хура та вӑрӑм, сарлака шурӑ ҫухавиллӗ сюртук тӑхӑннӑскер (Матвее вӑл кӑшт та пуп пек туйӑнмарӗ) кӗлӗ вуласа тухнӑ, унтан вилнӗ ҫынна хӑма ҫине вырттарнӑ, хӑмине карлӑк ҫине хунӑ, — нумаях та вӑхӑт иртмен, шыв чалтлатса илни илтӗнсе кайнӑ.
IV // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Диван умӗнче, таса ҫиттипе витнӗ ҫаврака сӗтел ҫинче, фарфортан тунӑ пысӑк кофейник ларнӑ; ун ҫине тутлӑ шӑршӑ ҫапакан шоколад тултарнӑ, йӗри-тавра чей чашкисем, сироп тултарнӑ графинсем, бисквитсемпе булкӑсем пулнӑ, чечексем те лартса тухнӑ; кӗмӗлтен тунӑ авалхи икӗ шандал ҫинче ултӑ ҫинҫе ӑвӑс ҫурта ҫунса ларнӑ; диванӑн пӗр енчен Вольтер кресли хӑйӗн ҫемҫе ытамлӑхне чӗннӗ — Санина вара шӑп ҫак кресло ҫине лартрӗҫ.
IV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Тӳшек ҫиттипе пӗркенсе вӑл душ айне ҫӑвӑнма кайрӗ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Чаршав витӗр ҫиттипе карнӑ портрет курӑнать — ӑна вӑл хӑй карса хунӑччӗ.Сквозь щель в ширмах виден был портрет, закрытый как следует простынею — так, как он сам закрыл его.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Ҫак ӗҫе тусан, вырӑнӗ ҫине лӑпланса выртрӗ те художникӗн мӗскӗн те чухӑн пурнӑҫӗ ҫинчен, хӑйӗн ҫак ҫут тӗнчере такӑр мар ҫулпа утмалла пуласси ҫинчен шухӑшлама пуҫларӗ; ҫав вӑхӑтра ун куҫӗсем ирӗксӗрех чаршав витӗр тӳшек ҫиттипе чӗркенӗ портрет ҫине пӑха-пӑха илчӗҫ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Ҫапла каларӗ те генерал, кӳме алӑкне хыттӑн хупрӗ, Чертокуцкине унчченхи пекех ҫиттипе чӗркесе витрӗ, вара офицер господасемпе пӗрле килелле тухса кайрӗ.
Кӳме // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
«Акӑ, ку авантарах пулӗ», — шухӑшларӗ вӑл ҫывӑхри кӳме ҫумне таянтарса хунӑ чикмеке ывӑтса ярса, вара кӳме ӑшне кӗрсе ларчӗ, алӑкне хупрӗ, авантарах пултӑр тесе кӳме ҫиттипе витӗнчӗ, хӑйӗн халачӗ ӑшӗнче хутланса чӗмсӗр пулчӗ.
Кӳме // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
— Урӑхла тумланса килтӗр-и? — ыйтрӗ тӳшек ҫиттипе пӗркеннӗ ача.
Пысӑк хыпар // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 29–33 с.
Канавран пӗр кӗлетке ҫул ҫине тухса тӑчӗ, вӑл тӳшек ҫиттипе чӗркеннӗ.
Пысӑк хыпар // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 29–33 с.
Гриша сасартӑк чӗтресе илчӗ те шӑпланчӗ: ҫул леш енчи канавран тӳшек ҫиттипе витӗннӗ пӗр пуҫ курӑнчӗ.
Пысӑк хыпар // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 29–33 с.
Амӑшӗ аллисене чӗр ҫиттипе шӑлса типӗтрӗ те ывӑлӗпе юнашар кукленсе ларчӗ, йӑл-йӑл кулса тӑракан пурҫӑна пӳрнисемпе сӗртӗнчӗ…
9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Аниҫҫен куҫӗсем шывланчӗҫ, вӑл Корней килнӗ кунхи пекех, сӑмсине чӗр ҫиттипе шӑлчӗ, унтан пиччӗшӗн пиншак тӳмине тытрӗ те ӑна пӳрнисемпе турткаланӑ май пуҫне Корней кӑкӑрӗ ҫине хурса, шӑппӑн йӗрсе ячӗ.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл хӑйне тӗкӗр витӗр куҫ хӗссе илчӗ, урайӗнчен сӑмавара ҫӑмӑллӑн йӑтса сӗтел ҫине лартрӗ, ӑна чӗр ҫиттипе шӑлкаласа илчӗ, Корней ҫаврӑнса пӑхма та ӗлкӗреймерӗ — сӗтел ҫине чей куркисем, ванчӑк сӑмсаллӑ чейник, рафинад тултарнӑ пластмассӑ савӑт тухса ларчӗҫ.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хӑй каллех портфелӗнче чакалана-чакалана пӗр вӗҫӗмсӗр калаҫать, ашшӗпе амӑшӗ хӑйсен ывӑлне ытла та хытӑ кӗтни ҫинчен, Тутариновсен килкартине станицӑри ҫынсем пурте пухӑнни ҫинчен, унта районтан килнӗ духовой оркестр выляни ҫинчен, пахчара, шурӑ ҫиттипе витнӗ сӗтелсем хушшинче, районти пур пуҫлӑхсем те пуҫтарӑнса ларни ҫинчен васкаса каласа парать.
I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Тен, Иван Федорович тата та хӑвӑртрах ҫитнӗ пулӗччӗ, анчах турра ӗненекен лавҫӑ кашни шӑматкунах, лашине витекен ҫиттипе пӗркенсе ларса, турра кӗлтуса ирттерчӗ.
II. Ҫул // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Пурттине васкавлӑн лар хыҫне, шӑпах Кралич пытаннӑ ҫӗре пӑрахрӗ, Марийкине ҫиттипе тирпейлесе витрӗ те алӑк уҫрӗ.
II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ирпе аслӑ врач мана хӑй кабинетне ертсе кӗрет — сӗтелӗ шурӑ, чӳречисем витӗрех курӑнмаҫҫӗ, шурӑ лутра кушетка, ӑна таса тӳшек ҫиттипе витнӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вилсен те, Мускав ҫывӑхӗнче, тет — сӗтеле ҫиттипе витсе, чей чашӑкӗсене — Иртеньевсен несӗлӗн авалхи куркисене тирпейлӗн хатӗрлесе шӑкӑлтатать Ариша.
24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950