Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫитӗнсе ҫитсессӗн Эмиль нумай та мар, сахал та мар, ял управин председателӗ пулса тӑнӑ.Ведь Эмиль, когда вырос большой, стал ни много ни мало председателем сельской управы.
Леннебергӑри Эмиль // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Тирансен мӑшкӑлне вӑл чӑтаймасӑр, Арӑмне, ачине-пӑчине пӑрахса хӑварнӑ; Россия ҫӗршывне пырса ҫитсессӗн, Ватлӑха вӑл тупнӑ тӑван кӗтес: Ачасене вӗрентсе, ашшӗ-амӑшне килӗшсе…
Льгов // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 59–70 с.
— Ӗҫ патне ҫитсессӗн вара, эсир шартах сиксе ӳкрӗр те манран хӳтӗленсе тӑтӑр…— А как дошло до дела — испугались вы и отгородились от меня…
VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Пурӑнма питех те йывӑр пулса ҫитсессӗн, эпӗ ӑна: «Куратӑн-и епле пурӑнатпӑр эпир», тетӗп.— Когда мне становится очень трудно жить, я говорю ему: «Видишь, как живем мы».
Калаҫу // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
— Этем киле ҫитсессӗн, чӗркуҫленсе ларса: эй турӑ, каҫар, санӑн таса кунӑнта ҫылӑха кӗтӗм! тесе турра тархасласа, макӑрса ярать пулӗ, тен.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Эпӗ ун патне тарса кӗме кӗрӗшрӗм; Перме ҫитсессӗн, пароход ҫинчен анса юлатӑп, сыв пул, ероха-воха!— Я к нему в работники нанялся; как в Перму приедем, слезу с парохода, прощай, ероха-воха!
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫитсессӗн хӑвах курӑн-ха.
II // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Куратӑр ӗнтӗ, ӑна вӑл ҫирӗп вырнаҫтарнӑ, Ефимка ҫамрӑк йӗкӗт чухне урам шӑлнӑ, мӑйӑхӗсем шӑтма пуҫланӑ чух шӑлнӑ, сарлака сухаллӑ пулсан шӑлнӑ, ҫӳҫӗсем кӑвакарма пуҫласан шӑлнӑ, пачах шап-шур ҫӳҫ-пуҫлӑ пулсассӑн та шӑлнӑ, халӗ, сухалӗ сарӑхса ларсан, урисем авӑнса ларакан, куҫӗсем япӑх куракан пулса ҫитсессӗн те шӑлать.
I // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Ҫырана хӑпарса ҫитсессӗн, ҫакӑ илеме эпӗ тата тепӗр хут пӑхса ҫаврӑнтӑм, манӑн чӗрене вара сасартӑках темӗн хӗстерсе те ыраттарса кайрӗ, пӗр вӑхӑтрах ырӑ та йӳҫек туйӑм ҫатӑрларӗ.
Турат ҫинчи сливӑсем // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 184–189 с.
Хупах тӗлне ҫитсессӗн, Барабан сулахай тилхепене туртса пӑрӑнма пуҫларӗ, анчах Поликей, унӑн тӗрлӗ япаласем илме панӑ укҫа пулнӑ пулсассӑн та, Барабана пушӑпа пӗҫертсе илчӗ те хупах тӗлӗнчен иртсе кайрӗ.
VII // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Ильич хӑй ҫине кил-йышӑн мӗн пур ҫи-пуҫне тӑхӑнчӗ, пӗр кӗске тумтирпе туфли кӑна тӑрса юлчӗҫ, пуҫтарӑнса ҫитсессӗн урапа ҫине ларса уттине юсакаларӗ, тумтирне лайӑхрах турткаласа лартрӗ, тилхепине алла илчӗ, йӗркеллӗ ҫынсем пек тумтирне татах юсаса илчӗ те лашине уттарчӗ.
VII // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
«Унпа пыратӑп вӗҫтерсе, ҫитсессӗн — тартмӑп вӗҫертсе!»
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Пӗр ҫур ҫухрӑм пек кайса, ҫилпе силленсе ларакан, пӗр ик-виҫ типӗ ҫулҫӑллӑ ҫӳллӗ юман маяк тӗлне ҫитсессӗн, вӑл лашине сулахаялла тытнӑ.
II // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
— Сана сивӗ пулмасть-и, Миките? — тенӗ хуҫа арӑмӗ, вӑл ҫуна патне ҫитсессӗн.— Не холодно тебе будет, Никитушка? — сказала хозяйка, когда он подошел к саням.
I // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Тапранса кайнӑ вырӑна ҫитсессӗн, сывлӑшра ҫӳлте чухнех, пилот хӑй ҫумӗнче кӗрлесе ӗҫлесе пыракан мотора ӗҫлеме чарать.
28. 1905-мӗш ҫулта вӗҫнисем // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Юлташна хыт ӗненсессӗн, Унпала пӗрлех пулсан, Ӳкмӗн эс инкек ҫитсессӗн, Ҫук, аптрамӑн нихҫан… — ун хыҫҫӑн Мишӑпа Чижик харӑс юрлама тытӑнаҫҫӗ.
Эпилог // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Юлташна хыт ӗненсессӗн, Унпала пӗрлех пулсан, Ӳкмӗн эс инкек ҫитсессӗн, Ҫук, аптрамӑн нихӑҫан.
Тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Ҫуна тупаймасӑр аптраса ҫитсессӗн, Володя сасартӑк хӑй пӗлӗшӗн Гришӑн ашшӗ ҫула тухкаласа ҫӳренине аса илчӗ.Уже отчаявшись найти сани, Володя вдруг вспомнил, что у его приятеля Гриши отец занимается извозом.
Ҫыру // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Пурте шӑпланса ҫитсессӗн, Митя кӗскен саламлӑ сӑмах каларӗ.
3 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Патшалӑх пуҫлӑхӗсен йӑвине, тӳре-шарасен тӗркине ирӗклӗхшӗн ҫӗр ҫинчен ҫапса салатас вӑхӑт ҫитсессӗн вут-кӑварӑн, тӗнче пролетарийӗ, — ӗмӗрсем витӗр куракан, — чӑнлӑха калакан, — вӗсене аркатнипе ҫеҫ ан чарӑн!
Тӗп пултӑр // Стихван Шавли. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 54–57 с.