Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитнӗскер (тĕпĕ: ҫит) more information about the word form can be found here.
Узурпаттӑрӗ, ҫын чунне юрӑхсӑра кӑлармалли темле путсӗр тылӑ витӗр тухнӑ пекех пӑсӑлса ҫитнӗскер, интерната ҫине тӑрсах пӑсса пурӑнатчӗ: ҫуллахи тапхӑрта вӗт-шакӑра поселокри анкартисене улма-ҫырлапа пахча-ҫимӗҫ вӑрлама «наряд» йӗркеле-йӗркеле яратчӗ.

Help to translate

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Берлина ҫитнӗскер, ҫапса салатаҫҫех ӗнтӗ.

Help to translate

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Хӑш чухне вӑл, ывӑнса ҫитнӗскер, ларнӑ ҫӗртех таянса ҫывӑрса каятчӗ.

Help to translate

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Лешӗ ӳсӗрпе хӑюлланса ҫитнӗскер, мухтанма пуҫлать, хӑй ҫав кун ҫырмари Юмӑҫ Укань патӗнче пулнине пӗр пытармасӑр тӗпӗ-йӗрӗпе каласа кӑтартать.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ырӑ ҫынсем пур иккен, Иван, — терӗ те Макар, халсӑрланса ҫитнӗскер, тӳрех ыйха путрӗ.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Пӗтрӗм иккен, — ачалла макӑрса ярас патне ҫитнӗскер, ури ҫине тӑчӗ, каялла кайса ларчӗ.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Аллӑ ҫулалла ҫитнӗскер, районти тӗрлӗ вырӑнсенче ӗҫлесе курнӑ, ял Совет председателӗнче темиҫе ҫул тӑрмашрӗ, халӗ акӑ колхоз председателӗ туса хучӗҫ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сасартӑк, йӑлтах ывӑнса ҫитнӗскер, ерипен утӑм туса вӑл краватӗн тимӗр уринчен такӑнчӗ, чӗркуҫҫи хаяррӑн ыратса кайнипе вырӑн ҫине пусарӑнчӗ.

Help to translate

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Учета илчӗҫ, — юлхавлӑн хуравларӗ ывӑлӗ, хӑсичченех ывӑнса ҫитнӗскер.

Help to translate

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ҫырса пӗтереймерӗ, ывӑнса ҫитнӗскер, хуйха ӳкнӗскер, вырӑн ҫине йӑванчӗ.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗвел, хӗрелсе ҫитнӗскер, тӳпере ҫӳле ҫӗкленчӗ, Ешӗл Йӑмраллӑ ялне пӗтӗмпех пӑхса ҫаврӑнчӗ те: — Эй, эсир, ҫынсем! Ӑҫта эсир? Ҫуркунне, — тесе пӗлтерчӗ.

Help to translate

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Суккӑр усаллӑхпа тулса ҫитнӗскер, вӑл каллех тавӑрас шутпа урама чупса тухрӗ.

Help to translate

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ванюшӑн ашшӗ Ермолай Кузнецов калашле, «ҫичӗ ютран ҫитнӗскер»…

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Михха мучи, тӗпсӗр ҫӑл куҫӗ умне ҫитнӗскер, шыв ҫийӗ ҫине тӗлӗнсе пӑхса ларчӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑл, ывӑнса ҫитнӗскер, хӑйӑр ҫине ларчӗ.

Он устал. Опустился на песок.

XXIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Революциччен чӑваш халӑхӗ ҫав тери хӗн-хурлӑ та асаплӑ пурнӑҫпа пурӑннӑ, ун чухне, кӗҫ-вӗҫ вилсе пӗтес патне ҫитнӗскер, вӑл хӑйӗн тӑван культурине аталантарасси ҫинчен шухӑшлама та пултарайман.

Help to translate

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Фу, — ниепле те сывлӑш ҫавӑрса яраймарӗ Мӗтри, ӗрӗхсе кӑна килнӗ майра хыҫҫӑн утса хӑшкӑлсах ҫитнӗскер.

Help to translate

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Ывӑнса ҫитнӗскер, вӑл тин кӑна-ха енчен енне сулланса, малалла ӳпӗнсе, йывӑррӑн турткаласа ларатчӗ купӑсне.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Хӑма пек лаптак та ырхан кӗлеткине тӳп-тӳрӗ тытса, ҫӳхе туталлӑ пӗчӗк ҫӑварне кӑшт чалӑштарарах кулкаласа, палламан арҫын, хӗрӗхелле ҫитнӗскер, чӳлмек-кӳршек сентрисем умӗн иртрӗ те шӑл витӗр, хыттӑн, сӑмахсене сӗтӗрттеререх ҫапла каларӗ:

Help to translate

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Унта хура ҫӳҫлӗ, хӗсӗкрех хура куҫлӑ, ҫаврака питлӗ хӗрача, вунӑ-вунпӗр ҫула ҫитнӗскер, курӑнса кайрӗ.

Help to translate

XVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed