Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитнипе (тĕпĕ: ҫит) more information about the word form can be found here.
Тӑваттӑмӗш кунне вӑй-хал пӗтсе ҫитнипе килне таврӑнчӗ.

Help to translate

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл, чунӗ тарӑхса ҫитнипе, сурчӗ те колхоз правленийӗ еннелле утрӗ.

Help to translate

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Чун вӗчӗрхенсе ҫитнипе эпӗ редакцине «хаяр» ҫыру ҫырса ятӑм.

Help to translate

«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Опытлӑ комбайнер сӑмахӗсем тӑрӑх, кашни вырма тӗрлӗрен иртет: чылай чухне ҫанталӑкран, культурӑсем ҫитӗнсе ҫитнипе ҫитменнинчен килет.

Help to translate

Каменщика вӗреннӗ, комбайнер пулса тӑнӑ // Ирида МАТНИЯЗОВА. https://ursassi.ru/articles/professi-ynn ... -n-3389069

— Эсир… эс, — чунӗ тӑвӑнса ҫитнипе ниҫта сӑмах тупаймарӗ Кирилл.

Help to translate

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Кунта та вӑл нумай тӑраймарӗ — чун кӳтсе ҫитнипе пахчаналла вирхӗнчӗ…

Help to translate

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Краҫҫын пӗтсе ҫитнипе лампа хӑйчикки пек тӗтӗм кӑларать, кӗлет тулли тӗтӗм явӑнать.

Help to translate

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Хам тӳпене тултарса ҫитнипе ҫеҫ ҫырлахас килмест, Вавилшӑн та ӗҫлесе ҫитерес килет.

Help to translate

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Хӑш-пӗр чухне Радик, питӗ ывӑнса ҫитнипе, йӗрсе те пӑхнӑ, анчах ӑна ҫӑлӑнӑҫ пулман…

Help to translate

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Кашни ир, стена ҫинчи куккуклӑ кивӗ сехет саккӑр ҫурӑ ҫитнипе пӗлтерсе авӑтсан, эпир, иксӗмӗр те, хутпа чӗркенӗ кӑнтӑрлахи апат йӑтса, ӗҫе тухса каяттӑмӑр, пӳрте питӗрсе хӑвараттӑмӑр.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Ҫак вырӑна композитор хӑйӗн ӑс-хакӑл вӑйӗпе пултарулӑхне тӗрӗслес тенипе ҫеҫ мар, хӑйӗн чун-чӗринче Тӑван ҫӗршывпа мухтаннин, уншӑн мӑнаҫлӑ пулнин туйӑмӗ пархатарлӑн капланса ҫитнипе ҫырни лайӑх курӑнать.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Иккӗмӗшне Урпаш тӑрӑхӗнче колхозсем йӗркеленӗ чух кулаксем ҫапса пӑрахнӑ, виҫҫӗмӗшӗ Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫне хунӑ, тӑваттӑмӗшӗ ватти ҫитнипе чирлесе вилнӗ.

Help to translate

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тӑкӑрлӑкра тӗл пулнӑ хӗрарӑм латлӑн-йӗркеллӗн сӑмах та хушмарӗ, хӑлха ҫуначӗ таринех хӗмленсе хӗрелнӗскер пуҫне тайса сывлӑх суннипех ҫырлахрӗ, ачисене сӗркеленсе утнӑшӑн вӑрҫа-вӑрҫа тӑкӑрлӑк вӗҫнелле талпӑнчӗ, пиҫсе-саралса ҫитнипе йывӑррӑн кӑштӑртатса хумханакан ыраш пуссинче ҫухалчӗ.

Help to translate

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Малтанхи хут старик Килтеше ҫар епле кӑмӑлпа тухса кайнине, кашнинех хӗҫ е ухӑ таврашӗ ҫитнипе ҫитменнине пӗлес тесе килнӗччӗ.

Help to translate

Кивӗ кӗрӗк ҫӗннине сыхлать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тертленсе ҫитнипе вӑл хӑй ҫавӑнпа халӗ хулана ҫитесси пирки ҫеҫ шухӑшларӗ.

Help to translate

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑҫалхи ҫак пӗлтерӗшлӗ пулӑм Иван Яковлевич Яковлев аслӑ ҫутта кӑларакан тата гуманист ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнипе те тӳр килет.

Help to translate

Олег Николаев Чӑваш Республикинче Педагогпа наставник ҫулталӑкне старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/31/oleg ... gogpa-nast

Кирук шыв тӗпӗнче ырса ҫитнипе тата сывлама та кансӗррипе хуллен ҫӗкленет те шывран пуҫне кӑларать: тавралӑх шӑпах, каҫ ӗнтрӗкӗ ҫапнӑ.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Уйӑх та хӑпара пуҫларӗ, ӗнене сума вӑхӑт ҫитнипе чарӑн-ма тӳрӗ килчӗ.

Help to translate

Ҫул // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Чӗпписем ҫитӗнсе, тӗрекленсе ҫитнипе савӑнаҫҫӗ пулӗ ӗнтӗ ҫӑмӑл ҫунатсем.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Супни ҫитнипе, кутӑнла утӑмлакан кун-ҫул хӗлхемӗ тӗксӗмленсе те тӗксӗмленсе пынипе чунӗ те, вӑй-халӗ те, хухса, хавшаса, тӑллансах ларнине пула мучи хӑй пӗчченлӗхне паянхи пек нихӑҫан та туйманччӗ, сисменччӗ.

Help to translate

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed