Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитереп (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
— Пуршӑн-ҫукшӑнах чӗрре кӗрес мар, атте, пирус тенине эп хаваслансах, каҫӑхса кайсах туртмастӑп, пӗр тарӑхсан, ҫине тӑрсан, пирусран ӗмӗрлӗхех сивӗнме те вӑй ҫитереп пуль, хамӑр ялти Тарас Викторович каларӑшле, пирус вӑл пӗрмай ӗмме канихвет мар.

Help to translate

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Кил часрах, апат ҫитереп».

Ну, иди, накормлю тебя.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Асту, Турчӑка, чипер пул, мансам ман Ельккасен тӗлӗнчи сукмака, ан ҫӳре ҫын сукмакӗне, хӑв валли сукмак хӑв такӑрлат, итлемесен — ан ӳпкеле, турчӑка кукли ҫитереп», — тесе пӑсӑрлантарнӑччӗ ҫырӑвӗнче…

Матвей грозился в письме пересчитать ему ребра, как приедет, да советовал забыть дорожку к дому Ельки: «Учти, Кочерга, каждый должен по своим тропинкам, а не по чужим ходить. Иначе погуляет моя кочерга по твоей кочергиной спине».

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Хамах кайса ҫитереп, эппин, — килӗшрӗ старик.

— Отвезу и сам, — согласился старик.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эй, Петро, лар, киле ҫитереп!

Эй, Петро, садись, подвезем до дому!

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed