Шырав
Шырав ĕçĕ:
Саксемпе машинӑсем ҫине килти пекех вырнаҫса ларнӑ ҫирӗп кӗлеткесене, кӑвак спецовкӑсене, ҫирӗп те хӑюллӑ сӑн-питсене, хура алӑсене курчӗ вӑл.
4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Эпӗ ҫирӗп те, вӑл манран та ҫирӗпрех.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Пӗр шухӑшне ҫеҫ ҫирӗп тытса тӑма пултарчӗ вӑл, винтовка ҫине ҫап-ҫутӑ штык евӗр шӗвӗр пӑр лартичченех ҫав шухӑша ҫирӗп тытрӗ.
XII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Инсаров вара пӗр хускалмасӑр тӑрать, ҫирӗп аллисемпе вӑл хӑйӗн пурнӑҫне ӑна панӑ ҫак ҫамрӑк хӗре ыталанӑ; вӑл кӑкӑрӗ ҫинче ҫӗнӗ, вӗҫӗмсӗр хаклӑ йывӑрлӑха туйрӗ, — кӑмӑлӗ ҫемҫелни, ӑнлантарса памалла мар тав туйӑмӗ хӑйӗн ҫирӗп чунне ним юлмиччен аркатса тӑкрӗ, вара унӑн куҫӗсем ҫине нихҫан курман куҫҫулӗ пӑчӑртатса тухрӗ.
XVIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Эсӗ ырӑ тунӑшӑн эпӗ сана акӑ мӗн каласа парам: эсӗ, ҫӑмӑлттай мар, лайӑх ҫын тӗлне пултӑн-тӑк, унран ҫирӗпрех тыт; вилӗмрен те ҫирӗп тыт.
XVIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Хулпуҫҫийӗпе пуҫне вӑкӑрӑнни пек ҫирӗп мӑйӗ пӗрлештерет, хӑй пӗтӗмпех вӑйпа тулса ларнӑ, юман кӗреш пек ҫирӗп.Плечи с головой соединяла крепкая воловья шея, и весь он был налит силой, как старый коренастый дуб.
Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Анна Сергеевна нумаях пулмасть вырӑссен пулас деятелӗсенчен пӗрне, питӗ ӑслӑ ҫынна, закона юратаканскере, ҫирӗп практикӑллӑ шухӑшлӑскере, ҫирӗп кӑмӑллӑ та калама ҫук ҫепӗҫ чӗлхеллӗ ҫамрӑк ҫынна, ырӑ та пӑр пек сивӗскере, юратса мар, ӗненсе качча тухрӗ.
XXVIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Унсӑр пуҫне, манах шучӗпе, Муций ӗлӗк те турра ҫирӗп ӗненмен, кайран, Христос тӗнне тытман инҫетри ҫӗрсенче нумай ҫул хушши пурӑннӑ хыҫҫӑн, унтан суя вӗрентӳсен чирне ертсе килме пултарнӑ, маги вӑрттӑнлӑхӗсемпе те паллашма пултарнӑ; ҫавӑнпа та, авалхи туслӑх ҫирӗп пулин те, ӑслӑ асӑрханулӑх уйрӑлмах хушать.
VIII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Ӗнер ҫирӗп пулнӑ пек курӑнакан япаласем паян кӑпӑкланнӑ хумсен айне путнӑ ҫӗр татӑкӗ пекех ҫухалчӗҫ, ҫирӗп тытӑнса тӑмалли вырӑн пӗчӗкленсех пырать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ҫавна манма юрамасть: манӑн отрядӑн яланхи тата чи ҫирӗп контингенчӗ вӑл — казаксем; анчах вӗсем, мораль тӗлӗшпе илсен, калӑпӑр… сирӗн чаҫсем чухлӗ ҫирӗп мар.
XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫирӗп шӑнӑрсемпе карӑнса туртӑннӑ кӗре хул-ҫурӑмлӑскер, вӑл ҫӑмӑл та ҫивӗч шӑм-шаклӑ; унран, хура тӑпраллӑ ҫереме суха тимӗррипе ҫавӑрса пӑрахнӑ хыҫҫӑнхи пек, ҫирӗп сывлӑхпа тапса тӑракан чӗрӗ вӑй шӑрши ҫапать.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫирӗп те тулли кӗлеткине туртӑнтарнӑ симӗс кофта айӗнчен, айваннӑн та мӗскӗннӗн ик еннелле уйрӑлса ҫӳлелле ҫӗкленсе, хӗрачан пысӑках мар ҫирӗп кӑкӑрӗсем палӑраҫҫӗ.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫынсем ҫак хаяр тӑшман йышӑнакан пушанса юлнӑ тӗксӗм тӗнчере ҫухалса каяс мар тесе, хӑйсен хулпуҫҫипе юнашар чӑн-чӑн хастар юлташӑн ҫирӗп хулпуҫҫине туяс тесе, хӑвӑртрах этем ҫирӗп туслӑхӗ патнерех, ҫутӑ, вут ӑшши ҫывӑхнерех пуласшӑн пулчӗҫ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Шутласамӑр: эхер те эсир хӑвӑр хӑраманнине ҫирӗп пӗлетӗр пулсассӑн, — эхер те пач ҫирӗп пӗлетӗр пулсан, — апла-тӑк хӑюллӑнах тытасси те каялла тӑвасси темиҫе хут та ҫӑмӑлтарах вӗт-ха.
XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Кӑмӑлӗ ҫирӗп мар ҫынсем: «эпӗ хӑрамастӑп, ҫирӗп кӑмӑллӑ эпӗ», тесе шухӑшлама юратаҫҫӗ.Для людей бесхарактерных очень завлекательна мысль: «Я не боюсь, у меня есть характер».
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ишев ҫамрӑк моряксене тӗреклӗ те тӳсӗмлӗ, асӑрхануллӑ, тавҫӑруллӑ, ҫирӗп чун-хаваллӑ пулма, кирек мӗнле йывӑр лару-тӑрура та ҫухалса каймасӑр хӑйсене алӑра ҫирӗп тытма вӗрентет, характера ҫирӗплетет.
Саккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ҫывӑхри Армансенче ҫирӗп закон пур — нимӗнрен те тӗлӗнмелле мар, нимӗскер ҫинчен те тӗпчесе ыйтма юрамасть, чӗлхене ҫирӗп тытмалла.
XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Хушса юрламалли: Тимӗртен те ҫирӗп, Хурҫӑран та ҫирӗп, Пултӑр пирӗн туслӑх!Припев: Крепче железа, Крепче стали, Пусть будет наша дружба!
Токороро тата Токколоро // Владислав Николаев. Килти архив
Хушса юрламалли: Тимӗртен те ҫирӗп, Хурҫӑран та ҫирӗп, Пултӑр пирӗн туслӑх!Припев: Крепче железа, Крепче стали, Пусть будет наша дружба!
Токороро тата Токколоро // Владислав Николаев. Килти архив
Район администрацийӗн ятарлӑ программӑсен пай начальникӗ Г. Каллин шыва кӗмелли сезонта йӗркене ҫирӗп пӑхӑнмалли, ятарлӑ вырӑнсенче ҫеҫ шыва кӗме юрани пирки ҫирӗп асӑрхаттарчӗ, юлашки виҫӗ ҫулта ҫак сӑлтавпа пулнӑ синкерле тӗслӗхсем пирки те асӑнса хӑварчӗ.
Ыйтӑвӗсем тӗрлӗрен, тӗллевӗ — пӗрре // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.06.04