Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫипписенчен (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Пиҫиххисене кӑвак ҫӑм е шурӑ пуса ҫипписенчен тӗртнӗ, тӗнче тытӑмне сӑнлакан хутлӑ-хутлӑ тӗрӗсемпе пуянлатнӑ.

Help to translate

Вирьял чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Трюмо умне пырса чылайччен юсанкаласа тӑчӗ, пакун йӑллисене хачӑпа каса-каса илчӗ, ҫипписенчен тасатрӗ.

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ӗлӗк ҫав пиҫиххисене пӗтӗрнӗ ҫинҫе ҫӑм ҫипсенчен, тӗрлӗ тӗслӗ туплашка, ҫӗр мамӑк ҫипписенчен тӗртнӗ.

В старину материалом также служили тонкие крученые шерстяные нитки.

Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Каярахпа, XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче, «Раҫҫей этнографийӗн материалӗсем» кӗнекере А.Ф. Риттих хытах мухтаса ҫырнӑ: «Йӗтӗнпе кантӑр ҫипписенчен чӑвашсем питӗ ҫирӗп пир-авӑр тӑваҫҫӗ, хӑйӗн пахалӑхӗпе вӑл кунти вырӑссеннинчен ирттерет», — тенӗ.

Позднее, во второй половине XIX в., А.Ф. Риттих в «Материалах по этнографии России» отмечал: «Ткут весьма крепкого качества полотно из льна и конопли высокого достоинства, чем местные русские по своей прочности и плотности».

Малтан калани // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Вӑл, шыв ҫипписенчен тӗртнӗ чаршав пек пулса, ҫеҫенхир инҫетне те, тинӗс инҫетне те хупласа лартрӗ.

Они сплетали целую сеть из ниток воды — сеть, сразу закрывшую собой даль степи и даль моря.

III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed