Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫимӗҫ the word is in our database.
ҫимӗҫ (тĕпĕ: ҫимӗҫ) more information about the word form can be found here.
— Тата 121 т. 18 п. ҫӑкӑр сутаканпа пахча ҫимӗҫ сутакана.

— Еще сто двадцать один рубль восемнадцать копеек хлебнику да зеленщику.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тинӗсре пурнакан тискер кайӑка кӑтартакансем, тӗрлӗрен ҫимӗҫ сутакансем тем тӗрлӗ сасӑпа кӑшкӑрса иртме пуҫларӗҫ.

Приходили показывать и зверя морского, приносили и предлагали на разные голоса всевозможные продукты.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӗсем вырӑнне кунта илемсӗр ҫырса хунӑ, вилка ҫине тирнӗ селедка туса хунӑ вывескӑллӑ ҫимӗҫ лавкисем, уҫӑ алӑксенчен ҫӳлӗк ҫинче ҫӑмарта евӗрлӗ, илемсӗр чечеклӗ шурӑ чейниксем курӑнакан трактирсем.

Их заменили теперь съестные лавки с синими вывесками — селедка на вилке — и трактиры, в открытых дверях которых виднелись полки с белыми яйцевидными чайниками, расписанными грубыми цветами, более похожими на овощи, чем на цветы.

XXII. Ҫывӑхри армансем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл питӗ пӗчӗк ҫимӗҫ пахчинче ҫӳрет.

Он ходил по крошечному огороду.

XI. Гаврик // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл вӑрӑм ҫиптунине пӑрса ҫыхатчӗ, халатпаччӗ, сӑмах чӗнмесӗр ман ҫине пӑхатчӗ, ман валли темле тутлӑ ҫимӗҫ пуррине асне илсен, сасартӑк чупса каятчӗ, вара вӑл ӳсӗртекен чие-и е маслина илсе пыратчӗ, вӗсене эпир иксӗмӗр те юрататпӑр.

В халатике, с косами, заплетёнными на ночь, она молча смотрит на меня и вдруг бежит куда-то, вспоминает, что у неё есть что-то вкусное для меня — пьяная вишня или маслины, которые мы оба любили.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ адмирал ман ҫине сӗтел урлӑ кармашса пӑхать — эпӗ унтан сылтӑмрарах, хӑнана килнӗ журналистсен хушшинче ларатӑп, Ф. вӗсене ҫӗҫӗпе те ҫимӗҫ калакӗпе апатланса тӑшман эсминецне епле путарни ҫинчен каласа парать.

Теперь адмирал смотрит на меня через стол — я сижу справа от него, среди гостей-журналистов, которым Ф. с помощью вилки и ножа наглядно показывает, каким образом был потоплен эсминец.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кунта вут-кӑвар ҫитме пултарать, ун валли ҫимӗҫ хӑварас пулмасть.

Сюда мог прийти огонь, и надо было, чтобы не нашлось для него лишней пищи.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Самозванец тӗрӗссине каларӗ, анчах эпӗ присяга тивӗҫлӗхне пула, вӑл сӑмах чӑн марри ҫинчен, Оренбургра ҫимӗҫ ҫителӗкли ҫинчен ӗнентерсе калама тытӑнтӑм.

Самозванец говорил правду; но я по долгу присяги стал уверять, что все это пустые слухи и что в Оренбурге довольно всяких запасов.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вунпӗр сехетре эпӗ пахча ҫимӗҫ сутакан лавккана кӗрсе лартӑм, кунтан петӗм Тверской-Ямской курӑнать.

В одиннадцать часов я засел в овощной лавке, из которой была видна вся Тверская-Ямская.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Индире пӗр ҫуллӑха ҫӗр айне чавса хунӑ иог-фокусниксене курнӑ вӑл, кайран ҫав фокусниксем, нимӗн те пулса иртмен пек, сывах тухнӑ пулать вара, Китайра чухне чи тутлӑ ҫимӗҫ — ҫӗрӗшнӗ ҫӑмарта ҫинӗ иккен вӑл; Персире мусульмансен шайсей-вахсей теекен юнлӑ уявне курнӑ.

В Индии он видел иогов-фокусников, которых на год зарывали в землю, а потом они вставали живехонькими, как ни в чем не бывало; в Китае ел самое вкусное китайское блюдо — гнилые яйца; в Персии видел шахсей-вахсей — кровавый мусульманский праздник.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ хам ӑшӑмра тӑрана пӗлми непсӗм пуррине туятӑп, ҫул ҫинче мӗн тӗл пулнине йӑлтах хыпса ҫӑтатӑп: ҫынсем асапланнипе савӑнни ҫине эпӗ хам кӑмӑлӑма ҫырлахтарас тесе кӑна пӑхатӑп, хам чун хавалне упраса усрама пулӑшакан ҫимӗҫ ҫине пӑхнӑ пек пӑхатӑп.

Я чувствую в себе эту ненасытную жадность, поглощающую все, что встречается на пути; я смотрю на страдания и радости других только в отношении к себе, как на пищу, поддерживающую мои душевные силы.

Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпир тапранса кайрӑмӑр; пилӗк ырхан лаша пирӗн лавсене кукӑр-макӑр ҫул тӑрӑх Гуд-Гора тӑвӗ ҫинелле йывӑррӑн сӗтӗрет, эпир хыҫалтан ҫуран утса пыратпӑр, лашасем ӗшенсе ҫитсен, кустӑрмасен айне чулсем хуратпӑр; пӗлӗт ҫинелле улӑхнӑ пек туйӑнать ҫул, мӗншӗн тесен куҫ мӗн чухлӗ курма пултарнӑ таранах вӑл ҫӳлелле пырать, унтан вара ӗнертенпех Гуд Гора тӑрринче ҫимӗҫ кӗтсе тӑран ҫӑхан пек хулӑн пӗлӗт ӑшне кӗрсе ҫухалать; ура айӗнче юр кӑчӑртатать; сывланӑ чух сывлӑш ҫитейменнипе ӑш вӑркакан пӳлчӗ.

Мы тронулись в путь; с трудом пять худых кляч тащили наши повозки по извилистой дороге на Гуд-гору; мы шли пешком сзади, подкладывая камни под колеса, когда лошади выбивались из сил; казалось, дорога вела на небо, потому что, сколько глаз мог разглядеть, она все поднималась и наконец пропадала в облаке, которое еще с вечера отдыхало на вершине Гуд-горы, как коршун, ожидающий добычу; снег хрустел под ногами нашими; воздух становился так редок, что было больно дышать;

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пахча ҫимӗҫ сутакансем пасарсем еннелле утаҫҫӗ, урам шӑлакансем урама тухаҫҫӗ.

Зеленщики тянутся на рынки, дворники выходят подметать улицы.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Пирӗншӗн пулсан — хӗвел ҫутаттӑр та ҫӗр ҫимӗҫ патӑр тата тӑван совет влаҫӗ пултӑр, эпир вара, Алёха тӑванӑм, пӗр пилӗк ҫул хушшинчех йӑлт ҫӗнӗрен туса лартатпӑр.

Только бы солнышко нам светило, да земелька рожала, да родная наша власть у нас, а мы, брат, Алеха, лет за пяток отойдем, остроимся!

16 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

«1) сад ӗрчетмелли ҫӗр участокӗсене е пахча ҫимӗҫ туса илмелли ҫӗр участокӗсене чи малтан илме право пур;»;

«1) первоочередное право на приобретение садовых земельных участков или огородных земельных участков;»;

Чӑваш Республикин "Вӑрҫӑ ҫулӗсенче тылра ӗҫленӗ ҫынсене тата ӗҫ ветеранӗсене социаллӑ пулӑшу парасси ҫинчен" саккунне тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин ӗҫ ветеранӗсем ҫинчен" саккунӗн 3 статйине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №47 от 15 сентября 2018 г.

Ҫынсем хальхи пек улма-ҫырла, пахча ҫимӗҫ туянма район центрне е Шупашкара кайман, вӗсене йӑлт вырӑнтах ҫитӗнтернӗ.

Help to translate

Ял ҫынни тӑван ҫӗртен ан сивӗнтӗр // Хыпар. «Хыпар», 2019.07.19, 79–80№№

Ҫав вӑхӑтрах юлташлӑх сад-пахчара, ҫӗрӗ 6 сотӑй ҫеҫ пулин те, пултаруллисем хӑйсем валли кӑна мар, пасара кайса сутмалӑх та ҫимӗҫ туса илнӗшӗн епле савӑнмӑн.

Help to translate

Ял ҫынни тӑван ҫӗртен ан сивӗнтӗр // Хыпар. «Хыпар», 2019.07.19, 79–80№№

«Чӑнах ӗнтӗ, ҫӗр ҫинче те чакаланмасан, хамӑра тӑрантармалӑх пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла та туса илмесен, выльӑх-чӗрлӗх усрамасан ялта пурӑнни мӗн усси?» — терӗ тӗлӗнсе.

Help to translate

Ял ҫынни тӑван ҫӗртен ан сивӗнтӗр // Хыпар. «Хыпар», 2019.07.19, 79–80№№

«Кӗркунне пахча ҫимӗҫ йӳнӗ. Мана хӗл каҫма 3 михӗ ҫӗр улми, 1 витре кишӗр, тепӗр витре сухан, 4-5 пуҫ купӑста пулсан ҫитет. Мӗн, вӗсене туянаймастӑп-и?» — ҫапла калаҫнине ялсенче час-часах илтетӗп.

Help to translate

Ял ҫынни тӑван ҫӗртен ан сивӗнтӗр // Хыпар. «Хыпар», 2019.07.19, 79–80№№

Халӗ нимӗнпе те кӑсӑкланмастпӑр та тӗпкӗч ывӑл ватӑ амӑшне пӑрахса ялтан хулана куҫса кайсан та, вӑй питти ҫынсенчен тӑракан хӑш-пӗр ҫемье хушма хуҫалӑхра пахча ҫимӗҫ туса илмесен тата чӑх-чӗп усрамасан та тӗлӗнместпӗр.

Help to translate

Ял ҫынни тӑван ҫӗртен ан сивӗнтӗр // Хыпар. «Хыпар», 2019.07.19, 79–80№№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed