Шырав
Шырав ĕçĕ:
ҫийӗҫ (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
20. Сылтӑм енчисене касӗҫ — пурпӗр тӑранаймӗҫ; сулахай енчисене ҫийӗҫ — тутӑ пулаймӗҫ; кашнийӗ хӑй вӑрлӑхӗн ӳтне ҫиме пуҫлӗ; 21. Манассия — Ефрема, Ефремӗ Манассияна ҫийӗ, иккӗшӗ пӗрле Иудӑна ҫийӗҫ.
Ис 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫа вӗсене хирӗҫ Рецин тӑшманӗсене ҫӗклӗ, унӑн тӑшманӗсене вӑрҫӑ кӑралӗпе тивӗҫтерӗ: 12. тухӑҫран Сири халӑхне, анӑҫран Филисти халӑхне ҫӗклӗ, Израиле вӗсем ҫӑвар туллин ҫийӗҫ.
Ис 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫӗр ҫинчи мӑнтӑррисем пурте ҫийӗҫ, пуҫҫапа пуҫлӗҫ; ҫӗре кӗрекенсем те, пурӑнӑҫне тӑсма пултарайманскерсем, пурте Ун умне ӳксе пуҫҫапӗҫ.
Пс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Моисей каланӑ: эпӗ пурӑнакан ҫакӑ халӑх хушшинче ҫуран пыраканнисем ултҫӗр пин ҫын; Эсӗ вара: вӗсене Эпӗ аш парӑп, вӗсем уйӑхӗпех аш ҫийӗҫ! тетӗн; 22. вӗсене ҫителӗклӗ пултӑр тесе, мӗнпур сурӑха, вӑкӑра пусса пӗтерес-и? е вӗсене тивӗҫтермешкӗн тинӗсри мӗнпур пулӑ пухӑнӗ-и? тенӗ.
Йыш 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тулӑ ҫӑнӑхӗ ил те унран вуникӗ ҫӑкӑр пӗҫер; кашни ҫӑкӑрӗнче ефан иккӗ вуннӑмӗш пайӗ пулмалла; 6. вӗсене Ҫӳлхуҫа умне таса сӗтел ҫине икӗ пая уйӑрса ултшарӑн купаласа хур; 7. [кашни] купи ҫине таса ливан [тата тӑвар] хур, ҫакӑ ҫӑкӑрпа пӗрле пулӗ, асра тытмалли, Ҫӳлхуҫана кӳмелли парне пулӗ; 8. ҫакна яланах шӑматкунсерен Израиль ывӑлӗсенчен илсе Ҫӳлхуҫа умне хумалла: ку ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке; 9. вӑл Ааронпа унӑн ывӑлӗсене пулӗ, Ааронпа унӑн ывӑлӗсем ӑна сӑваплӑ ҫӗрте ҫийӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫана панӑ парнесенчен ҫакӑ — вӗсемшӗн аслӑ сӑваплӑ япала: ку ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке, тенӗ.
Лев 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1
- 2