Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫивӗччӗшне (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ятман ҫӗҫҫи ҫивӗччӗшне чӗрӗ хӑва хулли ӑшне ҫӑмӑллӑн кӗрте-кӗрте ярса тата юнашарти ҫынсем калаҫнине итлесе, ӗнерхи пухӑва аса илет.

Help to translate

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл пӳрнипе ҫӗҫӗ ҫивӗччӗшне сӑтӑрса пӑхрӗ.

Он провел большим пальцем по лезвию ножа.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

— Скибан шӑпланчӗ, ҫӗҫӗ ҫивӗччӗшне чӗннипе тӗрӗслерӗ, Кларк ҫине йӑлтӑртатса тӑракан куҫӗпе пӑхрӗ.

— Скибан помолчал, пробуя лезвие ножа ногтем и блестящими глазами глядя на Кларка.

13 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Пӗри пӗчӗккӗ, хӗвел ҫинче француз штыкӗн ҫивӗччӗшне йӑлтӑртаттарса пырать, тепӗр кӗлетки пысӑк, сарӑлӑн тӑхӑннӑ.

Одна маленькая, черная, со вспыхивающим на солнце лезвием французского штыка, другая — огромная, в желтой бараньей дохе.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Прохор пиҫиххи хушшине хӗстернӗ пуртине кӑларса, ҫивӗччӗшне пӳрни ҫине лартса пӑхрӗ.

— Прохор вынул из-за пояса топор и провел пальцем по лезвию.

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

«Пери пӗрне парӑнмасть» шухӑшларӗ Девяткин хӑй, ирхи апата хӑҫан ларасса пӗлесшӗн час-часах хӗвел ҫине пӑхкаласа илчӗ», эпӗ тата та ӗҫлеме пултарӑттӑм та ҫава мӑкалчӗ ҫав, тенӗ пек ҫавин ҫивӗччӗшне пӳрнипе тыта-тыта пӑхрӗ.

«Нашла коса на камень», — подумал Девяткин и все чаще поглядывал на солнце, прикидывая, как скоро объявят перерыв на завтрак, или подолгу рассматривал лезвие косы, трогая его пальцем, и покачивал головой: я, мол, еще бы поработал, да вот коса затупилась.

20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed