Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тихон Иванович умӗнче пурте хӑйсене ҫепӗҫрех тыткалама, ӑшшӑн кулкаласа илме тӑрӑшрӗҫ.
XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Хӗвелӗ те ӑшӑрах кунта, ҫилӗ те ҫепӗҫрех, ачашрах.
13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Алюнов та Укаслупа чухне ӗлӗкхинчен те ачашрах, ӗлӗкхинчен те ҫепӗҫрех, пур ҫӗрте те ӑна пулӑшма тӑрӑшать.
Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Мӗншӗнни те паллӑ ӗнтӗ: уйрӑлнӑ самантсенче ҫепӗҫрех сӑмах тупаймасӑр, чӗлхене шуйттан салтса янине пула, унпа сасса хӑпартса, кӑнттамрах калаҫни те пулкаларӗ ҫав.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Мана ҫепӗҫрех япаласем тата йӑлана кӗнисем пурте килӗшеҫҫӗ: тӗрленӗ алшӑлли ҫинчи мамалыга, шурӑ ҫурт, арман…Мне нравится все поэтическое и традиционное: мамалыжка на вышитом полотенце, белый домик, мельница…
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Аля та пӑлханатчӗ пулмалла: унӑн сасси ытти чухнехинчен ҫепӗҫрех, кӗвӗллӗрех илтӗнетчӗ, кӑштах чӗтретчӗ.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Ырзем ку ролӗ ҫӗнтереймӗ, вӑл ҫепӗҫрех те ҫемҫе чӗреллӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Ҫепӗҫрех, ҫепӗҫрех… — рояль патне ларнӑ та профессор Эльгеев каланине сӑпайлӑн тӳрлетсе пырать.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
— Контортан политическисен корпусӗн начальникне чӗнсе илӗр, — терӗ Люся мӑн май килнӗ таран ҫепӗҫрех калама тӑрӑшса, чечекӗсене килӗшӳсӗртерех сулкаласа.
XXXIX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
— Итле-ха, Спартак, эпӗ сана пӗр уйӑх каялла пирвайхи хут курсаттӑм та, унтан вара эсӗ ҫепӗҫрех те илемлӗрех пулса кайнӑ-ҫке…
VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Полицейски шухӑшлакаларӗ те пӑртак ҫепӗҫрех ыйтрӗ:
XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Катя вара хӑнасем пур чухне, уйрӑмах Мимипе, ҫепӗҫрех пулма тӑрӑшать.Катенька, напротив, при гостях всегда делается особенно нежна к Мими.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Коко! — терӗ кукамай, ахӑртнех, эпӗ чун ыратнипе асапланнине асӑрхаса, — Коко, — терӗ вӑл ҫепӗҫрех сасӑпа, — эсех-и ку?
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Эсӗ мӗнле те пулин ҫепӗҫрех каласа кӑтарт, ну, ӑна тунӑ, кӑна тунӑ те… — терӗ Петька, Митя ҫине чалӑшшӑн пӑхса.— Ты как-нибудь красиво расскажи: ну там… то, другое… — скашивая глаза на Митю, заметил Петька.
3 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Ҫепӗҫрех пулма тӑрӑшрӑм».
Ҫырусем // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Шура нумай курни-тӳснине ӑнланатӑп эпӗ, тен, ҫавӑнпа вӑл хӑй ҫулӗнчен аслӑрах, ҫирӗпленсе ҫитнӗ ҫын пек курӑнать, анчах ачашрах та, ҫепӗҫрех те.
«Манӑн питӗ пурӑнас килет» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Унтан кӑшт чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн ҫепӗҫрех хушса хучӗ:
Каҫxине // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Иккӗшӗ те вӗсем хӗрлӗ тӗсе пит ҫывӑх, анчах тӗксӗмрех, тикӗсрех те ҫепӗҫрех кӑна.Оба они очень близки к красному, но только глубже, ровнее и мягче.
VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ӑна кӳрентерес мар тесе, манӑн мӗнле те пулин ҫепӗҫрех сӑмах тупмаллаччӗ пуль те, анчах эпӗ тупаймарӑм: — Мӗнех вара, ҫынни чипер. Авлан! — тесе хутӑм.
1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Эсӗ, Таиҫ, Петруҫ умӗнче чӗлхӳне ҫепӗҫрех вылянтар, пӳрнине аллунтан ан вӗҫерт, — канаш парать шупкаланнӑ ҫӳҫлӗ Укҫине.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
- 1
- 2