Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫтаппана (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ҫтаппана ӗнер мӗншӗн тытса кайрӗҫ тетӗн пулӗ эсӗ? — ыйтрӗ Иван пичче.

Help to translate

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Конвойпа илсе килнӗ Ҫтаппана, теҫҫӗ ҫынсем.

Help to translate

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хлиман ҫавӑншӑн Ҫтаппана питӗ ҫилленнӗ, халӑха пӑлхатакансемпе пӗрле, вӗсемпе пӗр шухӑшлӑ эсӗ тесе, ӑна стражнике тыттарса ярасшӑн пулнӑ.

Help to translate

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫав пухура Ҫтаппана кӗсле калама чӗннӗ.

Help to translate

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫавӑн хыҫҫӑн вара хуҫа хӗлӗпе Ҫтаппана кӑвакарса кӗвӗленсе кайнӑ типӗ пулӑпа чей ӗҫтерсе усрарӗ, тет Хлиман хӑй патӗнче ӗҫлекенсене апатне ялан питӗ начар ҫитерет.

Help to translate

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫтаппана вӑл ӳсӗр ҫынсенчен юлнӑ апат юлашкине ҫисе пурӑн тесе калать, тет.

Help to translate

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вунна ҫитсен, куккӑшӗ таҫтан кивӗ кӗсле тупнӑ та Ҫтаппана илсе килсе пачӗ.

Help to translate

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫтаппана аслисем халӑх хушшине тухма хушмаҫҫӗ, — терӗ стражник.

Help to translate

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тӑванӗсем Ҫтаппана чӗркуҫҫи ҫинче нумаях лартмаҫҫӗ.

Help to translate

Ҫын вӑрлакансем // Н. Пушкин, Н. Никитин. «Капкӑн», 1962, 7№, 10 с.

Пуринчен ытла Ҫтаппана хытарарах кала.

Особенно Степану.

Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Ҫтаппана шеллесе, хушӑран ахлатса сывлакансем те тупӑнчӗҫ.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппана ватӑрах арӑм лекни урӑх сӑлтавран килнӗ.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫулне пӳлме хӑйнӑ ҫынна асаплантарса кӗлмӗҫе кӑларас шутпа Михха Ҫтаппана тӗрлӗ майпа тавӑрма тытӑнать: икӗ хутчен лашине вӑрлаттарать, ӗнипе пӑрӑвне вӗлерттерет, килне-ҫуртне салатать, икӗ ят ҫӗрне туртса илет.

Help to translate

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑн пекех Ҫтаппана тӑшман мӑшкӑлӗнчен ҫӑлса хӑварнӑшӑн та пысӑк чыса тивӗҫ Анук ентешӗмӗр.

Help to translate

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Кай эсӗ, Прохор пичче, — терӗ Сергей, — хӑвна пулӑшма Грицькопа Ҫтаппана илсе кай.

— Поезжай ты, дядя Прохор, — сказал Сергей, — а в помощники себе возьми Грицька и Степу.

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кун хыҫҫӑн хӗрсем пӗри те вӑкӑр ҫавӑтасшӑн пулмарӗҫ, ҫак ҫӑмӑл ӗҫ патне каччӑна — юлташӗсем пӗрене ҫине ларса станицӑна ишсе кайма сӗннӗ Ҫтаппана тӑратмалла пулчӗ.

После этого случая никто из девушек не хотел становиться к быкам, и на эту легкую работу пришлось послать парня — того самого Степу, которому товарищи советовали плыть на бревне в станицу.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed