Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пиртен чӗрӗк мильре ҫичҫӗр пин фунт стерлинг выртать.В четверти мили от нас лежат семьсот тысяч фунтов стерлингов.
XXXII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Май уйӑхӗнче Старая Гутӑран ҫичҫӗр ҫынна яхӑн Сумщинӑна рейда тухса кайнӑччӗ; август уйӑхӗнче, эпир Брянск вӑрманне таврӑннӑ хыҫҫӑн, пирӗн отрядсен хисепӗ виҫӗ пин ҫынран та иртсе кайрӗ.
Старая Гута — Мускав // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Пӗр ҫур сехет хушшинче фашистсем ҫапла майпа ҫичҫӗр ҫынна яхӑн вӗлерсе тӑкнӑ.
Новослободск вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Ҫак вӑхӑталла пирӗн партизансен соединенийӗ ҫичҫӗр аллӑ ҫынна ҫитрӗ.К этому времени партизанский отряд уже превратился в соединение, насчитывавшее около 750 бойцов.
Клевень шывӗ хӗрринчи лагерь // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Пирӗн мӗн пурӗ те ҫичҫӗр виҫӗ боец кӑна.
Ҫурҫӗрелле // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Хӑйне ҫавӑрса илнӗ ҫичҫӗр е сакӑрҫӗр тӑшман хушшинче, йӑлт суранланса пӗтнӗскер, купаланса выртакан вилесем хушшинче, хӑйӗн хӑрушӑ хӗҫне ҫиҫӗм пек вылятса, Спартак хӑйне тапӑнма хӑякансене пурне те амантса та суранлатса, вӗлерсе тӑчӗ.
XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Унпа пӗр вӑхӑтрах шкулӑн тӗп хапхи патне Меций Либеон та милицин ҫичҫӗр салтакӗпе пырса ҫитрӗ.
X сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Иккӗмӗшӗн командирӗ, Крикс, эсӗ пулатӑн; вӑл пирӗн союзӑн Римра пурӑнакан ҫичӗ пин те ҫичҫӗр аллӑ членӗсенчен тӑрать.
IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ҫичҫӗр ҫирӗм икӗ грамм йывӑрӑшлӑ персик ӳстернӗшӗн вӑл ялхуҫалӑх выставкинче пӗрремӗш преми илнӗччӗ.
15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӗсем ӑна хӑнӑхса ҫитнӗ, тата вӑл та вӗсене чӑнласах юратнӑн туйӑнать; ҫулталӑка ҫичҫӗр тенкӗ нимех те мар, et puse au iond c`est un bon diable.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Горькине ҫитиччен ҫичҫӗр километр поездпа каймалла.
28 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫапла пулин те ӗҫӗсем унӑн аванах пыраҫҫӗ: ҫынсем пӗлнӗ тӑрӑх, виҫӗ ҫул хушшинче вӑл казначейство ҫумӗнчи перекет кассине пин те ҫичҫӗр тенкӗ укҫа хунӑ пулать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Сархалӑри ҫичҫӗр ҫын восстани туни вара?
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Эсӗ уншӑн ултҫӗр е ҫичҫӗр червонец илетӗн.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Вӑл крепоҫе хӳтӗленӗ ҫарта чӗрӗ юлнӑ ҫичҫӗр салтакран пӗр ҫын та суранланмасӑр хӑтӑлайман атакӑна та курнӑ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Командӑра пӗтӗмпе ҫичҫӗр хӗрӗх матрос шутланнӑ.
Тинӗсри хӗрлӗ ялав // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Лӑпланма пӗлмен ҫын Назар ҫул ҫинче хӑрушӑ, хыпарсем каласа кӑтартрӗ: Свердлов шахтинче нимӗҫсем ҫичҫӗр шахтёра, вӗсен арӑмӗсене, стариксемпе ачасене персе пӑрахнӑ.
10 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Фронт линийӗ патне ҫитнӗ тӗле эпир пин те ҫичҫӗр метр кӑна хӑпарма пултартӑмӑр.Пока мы добирались до линии фронта, мне удалось подняться на высоту тысячи семисот метров.
Пӗрремӗш хут ҫапӑҫни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Куҫпа виҫсен — тӑршшӗ ҫичҫӗр метр, урлӑшӗ тӑватҫӗр пулать.
Полюса ҫӗнсе илни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Ҫичҫӗр метр…
Полюса ҫӗнсе илни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.