Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ячӗпе (тĕпĕ: ят) more information about the word form can be found here.
Эпир подводник моряксене тата Раҫҫей тинӗс ай флочӗн ветеранӗсене професси уявӗ ячӗпе хӗрӳллӗн саламлатпӑр.

Help to translate

Мартӑн 19-мӗшӗ - паллӑ кун // «Морское братство» обществӑлла организацин йӗркелӳ комитечӗ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Сумлӑ юбилейре кунти ӗҫченсен, тилхепене ҫирӗп тытса пыракан хуҫалӑх пуҫлӑхӗ П.Крылов ячӗпе ырӑ сӑмахсем нумай пулчӗҫ.

Help to translate

Кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла // Т.НИМАКОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Районти «Хӗрлӗ ялав» хаҫат редакцийӗнче нумай ҫул пӗрле ӗҫленӗ пултаруллӑ журналиста, ҫывӑх тата шанчӑклӑ юлташа юбилей ячӗпе саламласа ырлӑх-сывлӑх, пурнӑҫра иксӗлми телей сунатпӑр.

Help to translate

Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

Кашни ҫулах республикӑра «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» Ыркӑмӑллӑх марафонӗ старт илет.

Help to translate

«Ыркӑмӑллӑх» ят ырӑ сӑмахран пуҫланать // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

Куракансен ячӗпе вырӑнти артистсене хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи Е.Петрова ӑшӑ сӑмахсемпе тав турӗ, пултарулӑх ушкӑнӗн ӑсталӑхӗ кунран кун пуянланса пынине палӑртрӗ.

Help to translate

Ҫын ӗҫпе илемлӗ // Глафира ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн калакан салам сӑмахӗсене йышӑнсамӑр!

Примите искренние поздравления с профессиональным праздником!

Халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерессин тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/news/2016/03/18/Pozdra ... jeva_s_Dn/

Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче вара «Шанчӑк» ушкӑн Ҫавалкасри ватӑсен ҫуртӗнче пулчӗ, кинемипе-кукаҫисене уяв ячӗпе саламларӗ, парне вырӑнне юрӑсем шӑрантарчӗ.

Help to translate

Савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ // Елена АНИСИМОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Хӗрарӑм-аннесем, асаннесем, кукамайсем, хӗрсем ячӗпе ҫав каҫ чи ҫепӗҫ те ачаш сӑмахсем илтӗнчӗҫ, юрӑсем шӑрантарчӗҫ, ташӑсем ташларӗҫ, шӳтсем пулчӗҫ.

Help to translate

Савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ // Елена АНИСИМОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ольга Углова пухӑннисене уяв ячӗпе саламларӗ, кашнинех телей, юрату, тӑнӑҫ пурнӑҫ сунчӗ.

Help to translate

Савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ // Елена АНИСИМОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Иртнӗ ҫул ачасен ячӗпе йӗркеленӗ марафона хутшӑнса 345 пин тенкӗ укҫа пуҫтарӑннӑ.

Help to translate

Чи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Кун йӗркинчи чи ҫивӗч ыйтусем: ҫурхи шыв-шур тапхӑрне ӑнӑҫлӑ ирттерсе ярасси, ӗҫ рынокӗнчи лару-тӑру, районта Пӗтӗм Раҫҫейри ял хуҫалӑх ҫыравне кирлӗ пек хатӗрленесси, «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» ыркӑмӑллӑх марафонне хутшӑнас ӗҫе ҫивӗчлетесси тата ытти те.

Help to translate

Чи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Унтан район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Н.Миллин, район пуҫлӑхӗ П.Скворцов ҫуркуннехи пӗрремӗш уяв ячӗпе саламласа фестивальте ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунчӗҫ.

Help to translate

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Вӑрҫӑ ветеранӗн тӑлӑх арӑмне Тӑрӑм ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.Трофимов РФ Президенчӗн саламне вуласа панӑ, культура ӗҫченӗсем юбиляр ячӗпе илемлӗ юрӑсем шӑрантарнӑ.

Help to translate

Ӗҫ ветеранне чысланӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Пухӑннисене уяв ячӗпе район пуҫлӑхӗ Петр Скворцов, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин саламларӗҫ, Раҫҫейри Кино, Чӑваш Енри Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ ырӑ та паллӑ ӗҫсемпе савӑнтарасса шаннине палӑртрӗҫ.

Help to translate

Килчӗ ырӑ ҫуркунне… // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Чӑрӑшкасси шкулӗ пӗлтӗрхи раштавран тытӑнса Л.В. Пучков ячӗпе хисепленме тытӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

Help to translate

Чӑрӑшкасси ачисем иккӗмӗш вырӑнта // Галина Никитина. http://chuvash.org/news/11804.html

Уяв ячӗпе сире, - терӗ ӑшшӑн саламласа Алексей Самаркин.

Help to translate

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

- Паянхи савӑнӑҫлӑ кун чи малтанах хисеплӗ хӗрарӑмсене, чипер пикесене Пӗтӗм тӗнчери Хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе ӑшшӑн саламлатӑп.

Help to translate

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ӗҫсене институтпа ятарлӑ комисси ячӗпе ярса памалла.

Работы следует направить в специальную комиссию при институте.

Кӑҫал та диктант ҫырӑпӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Вӑл меценатӑн вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ мӑшӑрӗн Любовия Алексеевна Таланцевӑн ячӗпе ҫӳренӗ, совет влаҫӗн ҫулӗсенче - Константин Волков ячӗпе.

Help to translate

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Ҫирӗммӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Етӗрнере аслӑ княгиня Ольга Константиновна ячӗпе ача приючӗ уҫнӑ.

Help to translate

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed