Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ятӑмӑр (тĕпĕ: ят) more information about the word form can be found here.
Лартса ятӑмӑр вара шапа ҫӑвара ҫав машинӑпа.

Help to translate

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Лартса ятӑмӑр вара ҫак ӗнтӗ «хӗрлисемпе шуррисен усал хирӗҫӗвӗ уртарса янӑ» хырӑмне ҫӗклесе-йӑвалакаласа, пурнӑҫпа вилӗм хушшинчех нушаллӑн охлатакан-ахлатакан суперперекетлӗ меҫнике сыватмӑша.

Help to translate

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Эпир Арҫенпе иксӗмӗр те ярӑнтарса кулса ятӑмӑр.

Help to translate

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

— Тӑрӑлтарса хӑварчӗҫ ҫав пире, айванккӑсене, — укҫана сарӑмсӑрах сая ятӑмӑр.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Юлашки ҫулсенче эпир шкул ачисене пулас профессие малтанах палӑртса хума тата аслӑ классенче пӗрремӗш профессие алла илме майсем туса паракан вӗренӳпе производство класӗсем йӗркелемелли проекта хута ятӑмӑр.

За последние годы мы запустили проект по созданию учебно-производственных классов, призванный обеспечить раннюю профориентацию школьников и получение первой профессии в старших классах.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Эпир ӑна та, пӑхма пӗлеймесӗр, шӑнтса ятӑмӑр.

Help to translate

Хӳри вӗҫне туй килсен // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 42–45 с.

Эпир чӗлӗм туртса ятӑмӑр та каллех тӑрса утрӑмӑр.

Help to translate

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ӑна ӳкерес тесе виҫҫӗмӗшне ун ҫине касса ятӑмӑр, ку та ланкрӗ.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Эпирех ятӑмӑр, эпирех.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вара халӑхпа пысӑклатрӑмӑр, тарӑнлатрӑмӑр, пулӑ та ятӑмӑр.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫамрӑк пӑру кашкӑр апачӗ ан пултӑр тесе, хам ҫумри чӗн пиҫиххине салтрӑм та, сӑмса тутри ҫине тар хурса, ӑна пиҫиххипе йӑлмакласа пӑру мӑйӗнчен ҫакса ятӑмӑр.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

«Уҫка кӗтӳ ҫулӗ ҫинчи пылӑха ятӑмӑр терӗ вӗт», — астуса илчӗ вӑл.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Выртма пырсанах, лашасене эпир кӗтӳ ҫулӗн пылӑхне тӑлласа ятӑмӑр.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун патне чӗнме ҫын ятӑмӑр та, амӑшӗ ывӑлӗ вунӑ тенкӗ укҫа ыйтса илсе кутамккапах таҫта тухса кайрӗ тесе каланӑ.

Help to translate

Каллех пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Юлташсем, эпир, эрне каялла, тутарсемпе чӑвашсен представителӗсем туса, Степановпа Тевлеш юлташсене хамӑрӑн юратнӑ ҫулпуҫ Владимир Ильич Ленин патне ятӑмӑр.

Help to translate

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Нумайӑшӗ вӑл вӑхӑтра чунтан ӗненсех ҫапла шутларӗ пулмалла: ак Мӗшӑпа Кӑкшан тӑрӑхӗнчи, Ар-Сӗнтӗрти пӑлхавҫӑсене сапаласа ятӑмӑр, вӗсен пуҫлӑхӗсене тӗрлӗ майпа пӗрерӗн-пӗрерӗн пӗтерсе тӑкрӑмӑр: тек вӑйлӑ пӑтӑрмах пулассине кӗтмелли ҫук, малашне Хусан ҫывӑхӗнче, Атӑлпа Шур Атӑл таврашӗнче лӑпкӑ пурнӑҫ пуҫланать терӗҫ пулмалла.

Help to translate

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавӑнпа Туринкене суйласа ятӑмӑр та.

Help to translate

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Шах-Чурапа Явӑша хӑваласа ятӑмӑр тесе хыпар тунӑччӗ-ҫке Микулинский?

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Мускава аслӑ князь патне ҫырса ятӑмӑр ӗнтӗ, — чарӑнмарӗ эрленсе кайнӑ пиччӗшӗ.

Help to translate

2. Ыйткалакан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чи пысӑк юманне касса ятӑмӑр ӗнтӗ, йӗри-тавра вӗт йывӑҫсем ҫеҫ юлчӗҫ.

Help to translate

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed