Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ятарласах (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Кил-хушшинче шӑв-шав пуҫланчӗ: Николай Артемьевича илме тесе ятарласах Мускава ҫын ячӗҫ; унпа пӗрлех дворецкий эрехсем, паштетсем тата ытти апат-ҫимӗҫсем туянма чуптарчӗ; Шубина кӳме тара тытма тата лашасем хатӗрлеме приказ тухрӗ (пӗр кӳме вӗсене ҫителӗксӗр пулнӑ); казачок, икӗ хутчен Берсеневпа Инсаров патне кайса, вӗсене малтан вырӑсла, кайран Зоя французла ҫырнӑ чӗнӳ хучӗсем парса килчӗ.

Поднялась тревога в доме: нарочный поскакал в Москву за Николаем Артемьевичем; с ним же поскакал и дворецкий закупать вина, паштетов и всяких съестных припасов; Шубину вышел приказ нанять ямскую коляску (одной кареты было мало) и приготовить подставных лошадей; казачок два раза сбегал к Берсеневу и Инсарову и снес им две пригласительные записки, написанные сперва по-русски, потом по-французски, Зоей.

XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Лавҫи ҫук, лаши вара, тахӑш ятарласах тӑварнӑскер, тапкалаша-тапкалаша юн юхтарса выртать, пирӗн ҫине хурлӑхлӑн пӑхать, хӑйӗн пурӑнас килнине кӑтартас тенӗ пек, ури ҫине тӑма хӑтланать.

Возницы не было, а лошадь, благоразумно кем-то распряженная, вздрагивала кровоточащим крупом, глядела на нас страдающими глазами и, видимо, чтобы доказать, что хочет жить, пыталась подняться.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ӗлӗк унӑн куҫӗсем мана яланах тӗлӗнтеретчӗҫ — пысӑкчӗ, ялтӑркаччӗ, ятарласах ҫынсене савӑнтарма тунӑ тейӗн.

Прежде меня всегда поражали ее глаза — большие, блестящие, словно специально созданные для человеческой радости.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Япалисене эп ятарласах, аннепе калаҫса татӑлсах, илсе тухнӑччӗ.

Вещи я захватил специально, договорившись с матерью.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эпӗ ятарласах «папӑна» атте теме пуҫларӑм.

 — Я умышленно стал называть папу отцом.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Сире валли ятарласах хапха уҫса хунӑ унта.

— Там для вас нарочно ворота открыты.

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

— Кӑна пӗлместӗп; ҫапах та эсӗ ятарласах ҫын яр-ха.

— Этого я не знаю; а только ты нарочного пошли.

XXVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Эсӗ Анна Сергеевна Одинцова патне ятарласах ҫын яр.

А ты пошли нарочного к Одинцовой, Анне Сергеевне.

XXVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Муций ятарласах калама чарӑнчӗ.

Муций знаменательно умолк.

V // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.

Фабипе Муций пӗрремӗш хут Валерие савӑк халӑх уявӗнче курчӗҫ; ҫав уява чапа тухнӑ Лукреция Борджиан ывӑлӗ Эркола — Феррара герцогӗ хушнипе ирттернӗччӗ, ҫавӑнта Франци королӗн XII Людовикӑн хӗрӗ — герцогиня Парижран ятарласах хӑнасем чӗннӗччӗ.

Фабий и Муций увидели Валерию в первый раз на пышном народном празднике, устроенном по велению герцога Феррарского, Эркола, сына знаменитой Лукреции Борджиа, в честь знатных вельмож, прибывших из Парижа по приглашению герцогини, дочери французского короля Людовика XII.

II // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.

Ун ҫинчен ялсенче калаҫас пулать, тен, листовкӑсем те ятарласах ҫырмалла…

Конечно, надо будет говорить о них в деревнях, может быть специальную листовку выпустить…

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Прохора чӗнсе илсе, Григорий Ягоднӑй еннелле пӑрӑнчӗ те, ҫур ҫухрӑм пек кайсан, тахӑш казакӗ ятарласах ҫумма илнӗ шурӑ катанпир тӑрӑхӗ малти сотни умӗнче ҫилпеле варкӑшса чӳхеннине курчӗ.

Кликнув Прохора, Григорий повернул в сторону Ягодного и, когда отъехал с полверсты, увидел, как над головной сотней взвилось и заполоскалось на ветру белое полотнище, предусмотрительно захваченное кем-то из казаков.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Мӑнкун валли ӑна, ятарласах чиркӳре светит тутарнӑ.

Ее на Пасху святили в церкви.

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ятарласах ун валли туса лартнӑ…

Специально для нее построили…

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Утлӑ ҫара эпӗ ятарласах Ҫурҫӗр фронт хыҫӗнче тӑратас тесе мар, кирлӗ вӑхӑтра ӑна Ҫурҫӗр е тата Хӗвеланӑҫ фронтсене ҫӑмӑллӑн кӗртсе яма май килтӗр тесе ҫак ҫывӑха пырса тӑратасшӑн.

— Я хочу сосредоточить конницу не специально за Северным фронтом, а в таком районе, откуда в случае надобности легко было бы ее перебросить на Северный или Западный фронты.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Евгений Николаевич отпуска таврӑннӑ тенине илтрӗм те ятарласах сирӗн пата килсе калаҫма шутларӑм.

Я, услыша, что Евгений Николаевич приехал в отпуск, решил съездить сюда к вам.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ятарласах Гришаткӑпа пӗрле янӑ вӗсене.

Специально посланы вместе с Гришаткой.

Чыс та салам // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Кӑнтӑрла помещиксене клеверпа улӑх ути ҫулса параҫҫӗ, каҫхине ятарласах уйӑрса панӑ вырӑнта лашисене тӑлласа ярса ҫитереҫҫӗ, кӑвайт хурса йӑсӑрлантарса, картла выляҫҫӗ, юмахсем яраҫҫӗ, ашкӑнаҫҫӗ.

Днем косили помещикам клевер и луговую траву, ночью на отведенных участках пасли стреноженных лошадей, при дымке костров поигрывали в карты, рассказывали сказки, дурили.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ось я тоби! — тесе ҫухӑрса ячӗ те Гетька, хура лашине шӑп сули мӑклатса пыракан вырӑнтан тивертес тесе, пушшипе ятарласах чашлаттарчӗ.

Ось я тоби! — И сосредоточенно норовил щелкнуть кнутом вороного под то самое место, где ёкала селезенка.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хутран-ситрен, пысӑк праҫниксем вӑхӑтӗнче, Сергей Платонович, тӗтӗмпе тӗтӗрнӗ пек, улталама юратнӑ; вӑл хӑнасем пухса, вӗсене хаклӑ йышши эрехсемпе, праҫник тӗлне ятарласах Батайскран ҫырӑнса илнӗ осетр пулӑ вӑлчипе, лайӑх закускӑсемпе хӑналантарнӑ.

Изредка, в большие праздники, любил Сергей Платонович пустить пыль в глаза: созывал гостей и угощал дорогими винами, свежей осетровой икрой, ради этого случая выписанной из Батайска, лучшими закусками.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed