Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Эсӗ улма чӑмӑртанни, ҫӗрулмисем пурри ҫинчен ан калаҫ, эсӗ мана кала-ха: сана, ҫавӑн пек хитрескерне, кам ыталать, камшӑн эсӗ агроном та, партбюро секретарӗ те мар, ыр курса савӑнмалли ҫын кӑна…»
VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл вӗренет — эсӗ те вӗрен, вӑл пӗр кӗнеке вуласа тухать пулсан, эсӗ икӗ кӗнеке вуласа тухма тӑрӑш, хӑшпӗр пӗлӳ тӗлӗшпе эсӗ унтан та иртсе кай, кайран вара ӑна мӗн те пулсан вӗрентсе калӑн, канаш парӑн…
XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫветтуй апостолсем пур чӗлхепе те калаҫнӑ — эсӗ те чӗлхесене вӗрен; Аслӑ Василий математикӑпа философие вӗреннӗ — эсӗ те вӗрен, ҫветтуй Нестор истори ҫырнӑ — эсӗ те верен, истори ҫыр.
VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Пӗлнӗ, кунта эсӗ ун ҫинчен нимӗн те ҫӗнни пӗлмерӗн; эсӗ вӑл хӗрсе кайма пултарнине те, шӳтленине те, унӑн апат тени лайӑхах анма пултарнине те, тата вӑл пӗрер черкке херес сыпма та хирӗҫех маррине пӗлнӗ эсӗ, апла пулсан, ку калаҫу Вера Павловнӑна сӑнласа пама кирлӗ мар, кама сӑнлама кирлӗ-ха апла?
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Куратӑн-и, государьӑм, витӗр курса вулаканӑм, епле чее ҫынсем вӗсем, ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем, епле вылять вӗсен эгоизмӗ: санӑнни пек мар, государьӑм, мӗншӗн тесен вӗсем, государьӑм, эсӗ киленекен япалапа мар, урӑххипе киленеҫҫӗ; вӗсем хисеплекен ҫынсем вӗсене ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем-ха тесе шутласан, ҫакӑ вара вӗсемшӗн чи пысӑк киленӳ пулать, ҫавна тӑвас тесе вӗсем, государьӑм, эсӗ хӑвӑншӑн тӑрӑшнинчен каях мар тӑрӑша-тӑрӑша, темӗн тӗрлӗ япала шутла-шутла кӑлараҫҫӗ, анчах та сирӗн тӗллевсем тӗрлӗрен, ҫавӑнпа та санпа вӗсем шутласа кӑларакан япаласем те тӗрлӗрен: эсӗ ыттисемшӗн сиенлӗ, киревсӗр япаласем шутласа кӑларатӑн, вӗсем ыттисемшӗн усӑллӑ, лайӑх япаласем шутласа кӑлараҫҫӗ.
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫапла, ыттисем пек мар, урӑхла ҫын, питӗ сайра тӗл пулакан йӑхран тухнӑ ҫын пулнӑ ҫак господин, эпӗ ҫак сайра тӗл пулакан йӑхран тухнӑ пӗр экземпляра питӗ тӗплӗн сӑнласа пама тӑрӑшрӑм; анчах та эпӗ, витӗр курса вулаканӑм, сана ҫак йӑхран тухнӑ ҫынсемпе лайӑх калаҫма, вӗсем умӗнче хӑвна лайӑх тыткалама вӗрентесшӗн тӑрӑшмарӑм (эсӗ хӑвна ун пек тыткалама пӗлместӗн) эсӗ ун пек ҫынна нихҫан та курас ҫук; пурне те витӗр курса вулакан, сан куҫусем ун пек ҫынсене кураймаҫҫӗ, курмалла туман ҫав вӗсене; вӗсем сан куҫна курӑнмаҫҫӗ; вӗсене таса та хӑюллӑ куҫсем кӑна кураҫҫӗ; ун пек ҫын ҫинчен ҫырни сана акӑ мӗн тума кирлӗ; эсӗ тӗнчере мӗнле ҫынсем пурӑнни ҫинчен илтсе те пулин юлма пултаратӑн.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫапла, Верочка, тав ту хӑвӑн аннӳне Ан юрат эсӗ ӑна, вӑл усал, анчах пурне те сана вӑл туса панӑ, вӑл пулман пулсан, эсӗ те пулас ҫукчӗ, пӗл эсӗ ҫакна.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Куратӑн-и, сан аннӳне эсӗ вӗренни кирлӗ пулнӑ: вӑл санран эсӗ уроксемшӗн илнӗ укҫана илнӗ вӗт-ха; эсӗ ун валли пуян кӗрӳ ҫаклатасса кӗтнӗ вӑл, ҫавӑнпа унӑн сана вӗрентмелле пулнӑ.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ «пӗлетӗп» тенине илтетӗп те калатӑп: эсӗ ӑна пӗлместӗн, мӗншӗн тесен сана ун ҫинчен каламан-ха, сана мӗн калаҫҫӗ, ҫавна ҫеҫ пӗлетӗн; ху эсӗ нимӗн те пӗлместӗн, повеҫе ҫакӑн пек пуҫласа эпӗ сана кӳрентернине,нимӗн вырӑнне те хуманнине пӗлместӗн эсӗ.
III. Умсӑмаx // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпир санпа пӗр тӑвансем пекех вӗт: эсӗ хӗвелтен сунчӑк айне пытанатӑн, эпӗ — тимӗрҫ лаҫҫинче, тӑпра ҫивитти айӗнче; ӗҫлемелли кун эпӗ сыпнине эсӗ тӗрӗс асӑрхарӑн-ха, анчах эсӗ те, ӗҫлекен ҫынсем пек, вырсарникунсенче ҫеҫ сыпмастӑн пулмалла: сӑмсу сан хӗрлех авӑ…
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Ҫапла, тӗпсӗр шӑтӑк ҫакӑнта, ура айӗнче пулсассӑн, эсӗ сикӗттӗн, — терӗ Ольга, — анчах ку ӗҫе виҫӗ куна хӑварсассӑн, эсӗ урӑхла шухӑшланӑ пулӑттӑн, хӑранипе, уйрӑмах, Захар е Анисья йӗкӗлтеме пуҫласан, эсӗ сикмен пулӑттӑн».
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эсӗ зала кӗреттӗн, темиҫе дама тарӑхса хускалӗччӗҫ; вӗсенчен хӑшӗ-пӗри сан ҫумӑнтан куҫса ларӗччӗ… анчах эсӗ ялтанхи пекех мӑнкӑмӑллӑ пулнӑ пулӑттӑн, эсӗ ху вӗсенчен ырӑрах та лайӑхраххине уҫҫӑнах курса тӑнӑ пулӑттӑн.
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Качча ан тух эсӗ ҫамрӑкла; Ыйт, хӗр, эсӗ аҫунтан та, Ыйт-ха эсӗ аннӳнтен, Аҫунтан та аннӳнтен, Тӑван-хурӑнташунтан; Пух-ха, сар хӗр, ӑс-тӑнна, Ӑс-тӑнна та приданна.
Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Манӑн санран ыйтмалли пур: эсӗ паян каҫхине вӗсем патӗнче пулатӑн, пурне те асӑрхӑп тесе сӑмах пар мана; эсӗ кунашкал япаласенче пултарнине пӗлетӗп эпӗ, эсӗ хӗрарӑмсене манран лайӑхрах пӗлетӗн…
Майӑн 23-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Камерӑсен куҫсем пур: эсӗ вилме кайнӑ чух вӗсем сан ҫине пӑхаҫҫӗ, вара эсӗ хӑвӑн тӳррӗн утмаллине пӗлетӗн, мӗншӗн тесен санӑн тӑванусем сана кураҫҫӗ, эсӗ пуҫна чиксе утнипе вӗсен чӗрисене иккӗлентерме пултараймастӑн, санӑн ун пек тивӗҫ ҫук.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
— Вӑт, акӑ мӗнле кавар тӑвӑпӑр, — терӗ вӑл, — сӑвӑс сан енче пулнӑ чухне, эсӗ ӑна хӑвӑн мӗн чухлӗ хӑвалас килет, ҫавӑн чухле хӑвалама пултаратӑн — Эпӗ ӑна тивес ҫук; анчах эсӗ ӑна ман паталла тартсассӑн, вара эсӗ ӑна вӑл сан еннелле куҫичченех ан тив, — терӗ.
7-мӗш сыпӑк. Сӑвӑса чуптарса ҫӳрени тата аманнӑ чӗре // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
23. Эпӗ — вӗсен ӑшӗнче, Эсӗ — Ман ӑшӑмра; вӗсем те пӗр-пӗтӗм пулччӑр; Мана Эсӗ янине, Эсӗ вӗсене Мана юратнӑ пекех юратнине тӗнче пӗлтӗр.
Ин 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. Иудейсем каланӑ Ӑна: Сана усал ернине пӗлтӗмӗр ӗнтӗ эпир: Авраам та, пророксем те вилнӗ, Эсӗ вара: «Манӑн сӑмахӑма тытса тӑракан ӗмӗрне те вилӗм курмӗ» тетӗн; 53. Эсӗ вилнӗ Авраам аттемӗртен те аслӑ-и? пророксем те вилнӗ; Эсӗ Хӑвна кам вырӑнне хуратӑн? тенӗ.
Ин 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вара Турӑ умӗнче хӑйсен аслӑ пуканӗсем ҫинче ларакан ҫирӗм тӑватӑ ватӑ Турра ӳксе пуҫҫапса каларӗ: 17. эй Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, Сана тав тӑватпӑр, Эсӗ пур, яланах пулнӑ, Эсӗ килетӗн: Эсӗ Хӑвӑн аслӑ хӑватна илсе патшана лартӑн.
Ӳлӗм 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Аслӑ пукан ҫинче Ларакана, ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакана, чӗрчунсем мухтаса, хисеплесе, тав туса юрланӑ чухне 10. ҫирӗм тӑватӑ ватӑ ҫын аслӑ пукан ҫинче Ларакан умне ӳксе ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакана пуҫҫапаҫҫӗ; хӑйсен пуҫкӑшӑльне аслӑ пукан умне хурса ҫапла калаҫҫӗ: 11. эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑмӑр, Эсӗ мухтав та, хисеп те, хӑват та илме тивӗҫлӗ: Эсӗ пурне те пултарнӑ, Эсӗ мӗн пултарни пурте Сан ирӗкӳпе тӑрать, тееҫҫӗ.
Ӳлӗм 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.