Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

эрнере (тĕпĕ: эрне) more information about the word form can be found here.
Иртнӗ эрнере, февралӗн 28-мӗшӗнче, КПРФ фракцийӗ «Ҫӳп-ҫап ҫунтаракан завод тӑвасси тата ТКО проблемисем ҫинчен» анлӑ ҫавра сӗтел ирттерчӗҫ.

Help to translate

Кирлех-и завод? // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.03.07

Ҫырла эрнере чечеке ларать, тепӗр ик эрнерен ҫимӗҫне парнелет.

Help to translate

Воркутана вӑркӑнтӑм... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2009,04,18

Иртнӗ эрнере 50 ача Раҫҫейри Паттӑрсен ассоциацийӗ чӗннипе ҫӗршывӑн тӗп хулин паллӑ вырӑнӗсенче пулнӑ.

Help to translate

Паллӑ каникул // Светлана ЧИКМЯКОВА. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2016,07,06

Эрнере ҫичӗ кун 24-шар сехет хушши ҫыхӑнура пулмасан чылайӑшӗшӗн тӗнче пӗтсе килнӗн туйӑнать.

Если не быть на связи семь дней в неделю по 24 часа, большинству кажется, что наступает конец света.

Телефонсӑр мӗнле пурӑнӑпӑр-ши? // Н.ДАНИЛОВА. Пирӗн пурнӑҫ

Эрнере пӗр-икӗ хут лавккана кайса килеҫҫӗ те, апат-ҫимӗҫ пӗтиччен килтен те тухмаҫҫӗ.

Один-два раза в неделю сходят в магазин и, пока не закончится еда, из дома-то не выходят.

Кукамипе кукаҫи хӑма савалаҫҫӗ… // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2017.09.22

Ҫак эрнере пирӗн шкулта Чӑваш чӗлхи эрни ирттерме палӑртнӑ.

Help to translate

Ку эрнене Ф. Лукин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халаллӑпӑр // О.В.Семенова. http://www.niskas-morgau.edu21.cap.ru/?t ... ews=309300

Виҫӗ эрнере хула халӑхне 67 тонна пахчаҫимӗҫ сутнӑ.

Help to translate

Хӗл хырӑмӗ аслӑ. Пурте пахчаҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Диетологсем маринадланӑ, тӑварланӑ ҫимӗҫсене эрнере 1-2 хут кӑштах кӑна ҫиме сӗнеҫҫӗ.

Help to translate

ТӖРӖС АПАТЛАННИ СЫВЛӐХШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Ҫак ваннӑпа эрнере пӗр хут каҫхи апат хыҫҫӑн 2 сехетрен е ҫывӑрма выртиччен 1 сехет маларах сипленмелле.

Help to translate

Хӑмла — пирӗн тус // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

«Пирӗн ҫывӑхри районсен центрӗсем — Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Элӗк — пурте ялсем, вӗсем хӑйсене тухтӑрсемпе 100 проценчӗпех тивӗҫтерчӗҫ. Эпир ыйтнипе унти специалистсем пирӗн района эрнере пӗр-икӗ хутчен килсе каяҫҫӗ, чирлисене йышӑнаҫҫӗ», — пӗлтерчӗ Владимир Николаевич.

Help to translate

Ялсенче кадр ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Иртнӗ эрнере, июлӗн 22-24-мӗшӗсенче, Шупашкарти «Олимпийский» стадионта ҫӑмӑл атлетикӑпа ветерансем хушшинче Раҫҫей чемпионачӗ иртнӗ.

Help to translate

Икӗ хутчен «ылтӑн» ҫӗнсе илнӗ // М. МИХАЙЛОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.29

Мӑшӑрӗпе Римма Алексеевнӑпа унта эрнере икӗ хутчен ҫитсе килмесен чунӗ чӑтмасть Валериан Семеновичӑн.

Help to translate

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Мӑшӑрӗпе Римма Алексеевнӑпа унта эрнере икӗ хутчен ҫитсе килмесен чунӗ чӑтмасть Валериан Семеновичӑн.

У Валериана Семеновича не стерпит душа, если с супругой Риммой Алексеевной не съездит туда два раза в неделю.

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Ачасем эрнере икӗ хутчен кӑмӑлпах тутар чӗлхипе литературине тӗпчеҫҫӗ.

Help to translate

Тутар чӗлхине те юратса вӗренеҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

– Тин ҫеҫ вӗҫленнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен ачасене эрнере тӑватӑ сехет чӑваш чӗлхи вӗрентме тытӑнтӑмӑр.

Help to translate

Вӑхӑтлӑха шӑпланчӗ шкул // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Иртнӗ эрнере асӑннӑ плана пилӗк ҫулта пурнӑҫлама йышӑннӑ.

Help to translate

Чирлисене каллех кӳрентереҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Иртнӗ эрнере пурнӑҫ шайне ӳстерес, тупӑшсене уҫӑмлӑрах тӑвас тӗлӗшпе ӗҫлекен ведомствӑсен хушшинчи комисси хӑйӗн ларӑвӗнче килпетсӗр фактсене уҫса пачӗ.

Help to translate

Укҫа чул кастарать // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Иртнӗ эрнере Хусанта республикӑри вырӑнти муниципалитетсен Канашӗн II съездӗнче Тутарстанӑн патшалӑх власть органӗсен ертӳҫисемпе пӗрле делегатсем вырӑнсенче ӗҫлессипе ҫыхӑннӑ ҫак тата ытти ыйтусене сӳтсе яврӗҫ.

На прошлой неделе в Казани на II съезде Совета республиканских местных муниципалитетов руководители органов государственной власти Татарстана совместно с делегатами обсудили эти и другие вопросы, связанные с работой на местах.

Ӗлӗкхилле шухӑшлани чӑрмантарать // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Иртнӗ эрнере кунта Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли куна халалласа савӑнӑҫлӑ мероприяти иртрӗ.

Help to translate

Ача сывлӑхӗ ҫирӗп пулмалла // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Ку ыйтӑва райадминистрацире йӗркене пӑсассине асӑрхаттарас енӗпе ӗҫлекен комиссин ҫак эрнере иртнӗ ларӑвӗнче сӳтсе яврӗҫ.

Help to translate

Ту Магомед патне каять // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed