Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

эрнене (тĕпĕ: эрне) more information about the word form can be found here.
— Ман шутпа, халь саншӑн Тукай мӑрса патне кайса пӗр эрнене яхӑн ӗҫленинчен ырри ним те пулас ҫук, — терӗ вӑл.

Help to translate

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унччен эрне те, уйӑх та сисмесӗрех иртетчӗҫ, халь ирпе каҫ хушши эрнене тӑсӑлать тейӗн…

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпа ытти ҫӗртен килнӗ ҫынсенчен нумайӑшӗ кунтан каймаҫҫӗ, вӗсем кӑнтӑралла тата малалларах — большевиксенчен хӑтӑлса ҫӗнтерӳллӗ чансемпе кӗрлекен атаманлӑ Новочеркасска, е — «чикӗ леш енне»: тӗлӗнмелле ырӑ Крыма-и, нимӗҫсем лӑплантарса, тап-таса шӑлса тасатнӑ, лӑплантарнӑ илемлӗ Киева-и, ҫак шиклӗ вӑхӑтра тухса каяс вырӑнне, — переворот пулса большевиксен хӑрушлӑхӗнчен пӗтӗмпех хӑтӑличчен тата темиҫе эрнене кунтах хӑракаласа ирттерни лайӑхрах пулӗ тесе шутлаҫҫӗ.

И многие приезжие предпочитали потомиться еще какое-то количество недель до переворота, до полного освобождения от большевистского ужаса, чем подвергать себя случайностям заманчивого, но крайне опасного сейчас, продвижения дальше на юг — в гудящий победоносными колоколами, освобожденный атаманский Новочеркасск или — «за границу»: в дивный Крым, в красавец Киев, успокоенный, чисто подметенный немцами.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вунӑ эрнене яхӑн вӑхӑт иртсен, эпӗ хам хуҫа паракан ыйтусенчен чылайӑшне ӑнланакан пултӑм, виҫӗ уйӑхран вара унӑн ыйтӑвӗсене хирӗҫ аванах ответ пама пултартӑм.

Приблизительно через десять недель я уже понимал большинство вопросов моего хозяина, а через три месяца мог довольно свободно отвечать на них.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫапла ик эрнене яхӑн, император ятарласа приказ парса мана тӳшекпе ытти ҫывӑрмалли хатӗрсем тутарса паричченех ҫывӑрса пурӑнтӑм.

Так я проводил ночи около двух недель, пока по специальному приказанию императора для меня изготовляли матрац и другие постельные принадлежности.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн нимӗҫсем виҫӗ эрнене яхӑн Горынь кӗперне юсаса аппаланчӗҫ.

Недели три после этого немцы восстанавливали горынский мост.

Здолбуново станцийӗнче // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Ҫынсем эрнене пилӗк е вунӑ кунлӑ тума пултарнӑ; талӑка вӗсем 10 е 40 сехете пайлама пултараҫҫӗ, вара кашни сехечех эпир халь шутлакан сехетрен вӑрӑмрах е кӗскерех пулать.

Во власти людей сделать неделю из пяти или десяти дней; люди могут разделить сутки на 10 или 40 часов, и каждый час станет у них длиннее или короче, чем теперь.

Ҫынсем вӑхӑт шутне мӗнле тытса пыраҫҫӗ? // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Эрнене вунпилӗк доллар парсан мӗнле?

— А если я дам пятнадцать долларов в неделю?

Мораль хуралҫи // А. Петров. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 62–75 с.

— Кӳлӗ ҫине кайрӗ… пулӑ тытма… икӗ эрнене… —

— На озеро ушёл… на рыбалку… недели на две… —

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Ҫамка ҫинчи кӑвакарнӑ вырӑн Ленькӑн икӗ эрнене пычӗ.

Недели две ходил Ленька с лиловым кровоподтеком на лбу.

II сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Эрнене яхӑн ӗнтӗ Тарас Бульба хӑйӗн ывӑлӗсемпе Сечьра пурӑнать.

Уже около недели Тарас Бульба жил с сыновьями своими на Сечи.

III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Подвала лартса наказани пани, икӗ эрнене ҫеҫ пычӗ.

Наказание подвалом подействовало только на две недели.

Ултавлӑ колбаса // Никита Волков. Пришвин М.М. Ярик: калавсем; вырӑсларан Н. Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1939. — 16 с. — 11–16 с.

Ӑш каничченех чупса савӑнтӑмӑр, сумкӑсене туллиех кӑшкарути татрӑмӑр — вӑл пӗр эрнене те ҫитмелле пек.

Набегались досыта, набрали по целой сумке щавеля — запасов на целую неделю хватило бы.

10. Юханшыв ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Вӑл пӗр эрнене пыма, е тепӗр пӗр-икӗ кунранах пӑсӑлма пултарать.

Оно могло продержаться неделю, могло кончиться завтра или послезавтра.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Кӑҫалхи эрнене ирттерни пирки пӗлтернӗ май Джо Байден Белоруссири халӑха, Китайри уйгурсене, Гонконга асӑннӑ.

Сообщая о проведении нынешней недели, Джо Байден упомянул народ в Болоруссии, уйгуров в Китае, Гонконг.

Утӑ уйӑхӗн 18–24-мӗшӗнче АПШ-ра Чуралӑхри халӑхсен эрнине палӑртаҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/29207.html

Саккунпа килӗшӳллӗн АПШ Президенчӗсен ҫак эрнене ирттересси пирки кашни ҫул йышӑнмалла.

Согласно закону Президенты США должны принимать каждый год о проведении этой недели.

Утӑ уйӑхӗн 18–24-мӗшӗнче АПШ-ра Чуралӑхри халӑхсен эрнине палӑртаҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/29207.html

Икӗ эрнене яхӑн кашни кун тенӗ пекех эпӗ Зухин патне вӗренме ҫӳрерӗм.

Недели две почти каждый день я ходил по вечерам заниматься к Зухину.

ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Поэт шартах сикрӗ, кукӑрӑлса ларчӗ, пӳлӗмрен вӑшт ҫеҫ тухса шӑвӑнчӗ те, вара виҫӗ эрнене яхӑн таҫта пытанса пурӑнчӗ.

Поэт, вздрогнув, согнулся, быстро выскочил из комнаты и почти три недели прятался где-то.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

— Виҫӗ эрнене яхӑн кӗтрӗмӗр сана! — пӑшӑрханать Надежда Константиновна.

— Почти три недели ждали тебя! — сокрушалась Надежда Константиновна.

Тата тепӗр вӑрттӑн ӗҫлев // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Эрнене яхӑн малтан таврӑнтӑм вӗт-ха.

Чуть не на неделю раньше вернулся.

11 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed