Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑпа the word is in our database.
шӑпа (тĕпĕ: шӑпа) more information about the word form can be found here.
…Ҫӗр ҫулхи йывӑҫсем йывӑррӑн, тарӑн шухӑшлӑн кашлаҫҫӗ, ку вырӑнта нихҫан та хаваслӑ мар, мӑнаҫлӑ кӑна, мӗншӗн тесен ку вӑрмана ҫавӑн пек шӑпа пӳрнӗ: вӑл хисеплӗ хуралта, траурта тӑрать.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Анчах лару-тӑру ҫине урӑхларах пӑхӑр: эсир - хӑвӑрӑн шӑпа хуҫи.

Но взгляните трезво на ситуацию, вы — вершитель своей судьбы.

16-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Мана шӑпа Совет Союзӗн икӗ хут Геройӗпе, авиаци генерал-майорӗпе Андриян Николаевпа 1981 ҫулта курнӑҫма пӳрчӗ — унӑн аллинчен ВЛКСМ Тӗп комитечӗ паракан наградӑна илтӗмӗр.

Help to translate

Андриян Николаев аллинчен // Илья ТРОФИМОВ. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%b0%d0%b ... %b5%d0%bd/

Шӑпа патакки вӗҫӗ иккӗ, — терӗ ӑна хирӗҫ вырӑс хресченӗ.

Help to translate

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӗпсакайӗнче выртнӑ май Хунчар йӑхӗнчен тухнӑ Савантер шӑпа мӗн тӗрлӗ ҫаврӑнса тухма пултарни пирки ҫӗр тӗрлӗ шухӑш туса пуҫӗ тавра ҫавӑрчӗ.

Help to translate

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хурахсемпе ҫыхӑну тытакансене епле шӑпа кӗтнине пурте курччӑр.

Help to translate

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ахӑртнех шӑпа хӑй ӑна ҫак ҫынпа тӗл пултарчӗ пулас.

Help to translate

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тен, ҫак чипер чӑваш арӑмӗн хӑй упӑшкине мар, тепӗр арҫынна килентерсе пурӑнмалла шӑпа пуль?

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Паллах, ку этеме шӑпа патакки татах пырса ҫапнӑ пулас, хӑй курайман ҫынсене хире-хирӗҫ тӑрса ҫапӑҫма хӑю ҫитернӗскер ку.

Help to translate

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шӑпа ҫапла тухнӑ-и, тата ытти-и…

Help to translate

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗн тӑвӑн, шӑпа ҫапла пулчӗ пуль ҫав.

Help to translate

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӗррӗн ҫаклансан, пире те — ҫав шӑпа.

Help to translate

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Паллах, йӑрӑ, йӳрӗк, ҫивӗч куҫлӑ кайӑксем шӑпа асран-тӗсрен ҫеҫ «ӳкерекен е ывӑта-ывӑта паракан», ӳтне-тирне нӑкӑт, питӗлӗх, ҫунаттисене тӗрек кӳрекен ҫак пурнӑҫ кучченеҫне — тутлӑ апата — асӑрхамасӑр хӑвармарӗҫ.

Help to translate

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

Шӑпа сире юнашарах ҫӳрекен ҫынпа паллаштарма пултарать.

Судьба может подарить вам новое знакомство с человеком из соседнего подъезда.

11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Халӗ шӑпа сирӗн валли лайӑххине кӑна илсе килет.

Судьба благоприятно к вам расположена и не ожидается никаких неприятных моментов.

11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Йӑлтах кӗтмен ҫӗртен пулӗ: проект валли спонсорсем тупӑнӗҫ, шӑпа ҫырнипе паллашатӑр…

Всё произойдёт спонтанно: появятся спонсоры для подготовленного проекта, произойдёт знакомство с вашей половинкой и т.д.

9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тен, лайӑх пӗлӗш е тантӑш шӑпах шӑпа ҫырни пулса тӑрӗ те.

Возможно, хорошо знакомый сосед или одноклассник и есть тот самый суженый.

9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Айккинелле лайӑхрах пӑхӑр, мӗншӗн тесен ӑнсӑртран шӑпа ҫырнине тӗл пулма пултаратӑр.

Следует больше смотреть по сторонам, ведь не исключена случайная, но судьбоносная встреча.

9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӑл, вупкӑн, халӗ шӑпах сирӗн ҫӗнӗ мунчара ҫынсен пуҫӗ ҫине инкек-синкек те хура шӑпа кӳрсе, йӑвантарса, вӗсен пурнӑҫне татса, чунӗсене тамӑкалла ӑсатса пурӑнать.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр пуҫӗнче Полинаран: «Вӑрттӑнлӑх мар пулсан, хӑш института кӗме заявлени парасшӑн?» — тесе ыйтас шухӑш та мӗлтлетсе илчӗ, анчах ку ыйту савнине килӗшесси пирки иккӗленсе, шухӑша ӑша ҫӑтрӗ те, хӑйсене ӗмӗрлӗхех «пӗр ҫыхха ҫыхӑнма» шӑпа пӳрессе шанӑҫлӑн савакан куҫпа сывпуллашса, ӗҫре пирченнӗ, хытӑрканӑ аллине сӑпайлӑн тӑсрӗ…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed