Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑнса (тĕпĕ: шӑн) more information about the word form can be found here.
Шӑнса хытатӑн вӗт, атте, кӗпе вӗҫҫӗн.

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ай, ай, эсӗ ҫарранах вӗт, шӑнса пӑсӑлатӑн, — тесе ачана алла илчӗ.

Help to translate

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

«Пӑшалсене» пӗр кӗтесе купаларӑмӑр та пӳрте, шӑнса хытнӑ ҫӑпатасемпе кӗмсӗртеттерсе, вуниккӗн кӗрсе тӑтӑмӑр.

Help to translate

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Эпӗ те, шкултан таврӑннӑранпа ҫӑвара пӗр татӑк апат хуманран та пуль, шӑнса чӗтрене ертӗм.

Help to translate

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Унтан тӑватӑ ҫул кӗҫӗнрех Петюш шӑнса, чӗрӗп пек хутланнӑ, курпунӗ тухнӑ.

Help to translate

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

— Унсӑрӑн кӗҫех юр ҫумне шӑнса ҫыпӑҫатӑр, алӑр-урӑра тӑм илӗ.

Help to translate

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Чим, ку йӗпе ҫи-пуҫпа шӑнса пӑсӑлӑн тата.

Help to translate

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Шӑнса пӑсӑлнӑ, — кӗскен пӗлтерчӗ лешӗ итлекелесе пӑхнӑ хыҫҫӑн, — Ӳпки хавшанӑ…

Help to translate

Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.

Шӑнса кӳтрӗм.

Help to translate

19 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Экспедицисенче шӑнса ӳпкине пӑснӑччӗ вӑл, хулана таврӑнмассерен Атӑл леш енчи санаторие каятчӗ.

Help to translate

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эпӗ сана ыйтатӑп, — теме пуҫларӗ Ванюш шӑнса пӑсӑлнӑ, хӑйӑлти сасӑпа, хӑвӑрт, мӑшӑрне сывлӑх сунма та памасӑр.

Help to translate

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сисчевленнӗ йытӑ пек, пӑлханнипе сӑрлатакан хӑлхисене аллисемпе хупласа шӑнса кайнӑ вырӑн ҫинче ахалех ҫаврӑнкаларӗ вӑл, пуҫне улӑм минтер айне чикрӗ, анчах пурте кӑлӑхах — ыйхӑ пӗр йӗрсӗр вӗҫсе кайрӗ.

Help to translate

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ман юратнӑ ывӑлӑм Ванюш, атя киле, эсӗ те шӑнса кайрӑн пулӗ.

Help to translate

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ман тӑван ывӑлӑм Ваҫук, кӗр киле, шӑнса кайрӑн пулӗ.

Help to translate

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Эпир кӗтетпӗр сана! — нумай тӑчӗ, шӑнса кучанланса кайиччен.

Help to translate

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

А-а-ай, унӑн аллисем шӑнса кайнӑ, пӳрнисем хутланмаҫҫӗ.

Help to translate

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

…Ваҫиле вӑранса кайрӗ — вырӑн ҫинче витӗнмесӗрех выртать иккен, шӑнса кӳтнӗ.

Help to translate

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Витӗр шӑнса кайнӑскер, вӑл утаймасть те.

Help to translate

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шӑнса кайнӑ чукӑн сӗтел ҫинчех ларать иккен, тӗпӗнче ачасем хыҫҫӑн юлнӑ пӗртен-пӗр ҫӗрулмие тупрӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Тӑвар хумарӑм… — ҫине-ҫине пӑшӑлтатрӗҫ хӗрарӑмӑн шӑнса хытнӑ тутисем.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed