Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑнкӑртатать (тĕпĕ: шӑнкӑртат) more information about the word form can be found here.
Чул ҫинчен чул ҫине анакан шыв ҫав тери пӗр тикӗс, ҫав тери шӑппӑн шӑнкӑртатать, такама ачашласа ҫывӑрттарнӑ пекех туйӑнать.

Ручей, сбегавший с камня на камень, журчал так однообразно и так вкрадчиво, точно завораживал кого-то своим усыпительным лепетом.

V // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.

Тусем хушшинче хӑшпӗр тӗлте ирӗлсе кӑпӑшкаланнӑ юр выртать, аяларах, ҫул хӗрринче, канавсенче ҫуркуннехи шыв шӑнкӑртатать, хуралнӑ ҫулҫӑсене шӑтарса, унта-кунта ҫеҫпӗл те тухнӑ.

В горах кое-где еще лежал сырой, ноздреватый снег, но у подножия гор, вдоль дороги, в канавах гудели весенние ручьи и сквозь ржавый лиственный панцырь пробивались подснежники.

13 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Ку ҫуркуннен этем чунне нимрен вӑйлӑрах пырса тивекен уйрӑмах паллӑ тапхӑрӗ: пур япала ҫинче те ҫап-ҫутӑ, анчах хӗрӳсӗр хӗвел йӑлтӑртатать, шыв шӑнкӑртатать, ула лаптӑксем тухаҫҫӗ, сывлӑш уҫӑ, ҫепӗҫ сенкер тӳпе витӗр курӑнакан вӑрӑм пӗлӗтсемпе хупӑрланать.

Был тот особенный период весны, который сильнее всего действует на душу человека: яркое, на всем блестящее, но не жаркое солнце, ручьи и проталинки, пахучая свежесть в воздухе и нежно-голубое небо с длинными прозрачными тучками.

II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Шӑнкӑрав антӑхса каяс пек шӑнкӑртатать, пур енчен те ачасем чупса пухӑнаҫҫӗ, тепӗр самантран отрядсем пиллӗкӗшӗ те хӗрлӗ хӑюсемпе эрешлесе пӗтернӗ шура мачта тавра, линейка ҫине йӗркеленсе тӑраҫҫӗ.

Отчаянно заливается звонок, со всех сторон сбегаются ребята, еще мгновение — и все пять отрядов построились на линейке вокруг нашей белой, увитой алыми лентами мачты.

35 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Алӑк умӗнчи шӑнкӑрав шӑнкӑртатать те шӑнкӑртатать.

А колокольчик у входной двери всё звенел да звенел.

Сывӑ пул, Чӗмпӗр! // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Алӑк умӗнчи шӑнкӑрав вӗҫӗ-хӗррисӗр шӑнкӑртатать.

Постоянно у подъезда звенел колокольчик.

Сывӑ пул, Чӗмпӗр! // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Йывӑҫсем хыҫӗнче юханшыв та сасӑпа шӑнкӑртатать, факел тытнӑ ҫынсем хӗвӗшсе ҫӳреҫҫӗ, пуртӑ сасси илтӗнет.

За деревьями по-чужому шумела река, суетились люди с факелами в руках, стучали топоры.

II // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Яланхи пекех, тӗмсем хушшинче хӑвӑрт юхакан шыв шӑнкӑртатать.

Как всегда, шумел в кустах быстрый ручей.

Юлашки парне // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Сӗтел ҫумӗнчи тумбочка ҫинче тӑракан селектор пӗтӗм пӳлӗме янӑратса шӑнкӑртатать.

Громко, на всю комнату шумел селектор на тумбочке у стола.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Кабинетра тахҫантанпах телефон шӑнкӑртатать.

В кабинете давно уже позванивал телефон.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Телефон вӗҫӗмсӗр тенӗ пекех шӑнкӑртатать.

Телефон звонил почти беспрерывно.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Комсомол райкомӗнче акӑ вӗҫӗмсӗр телефон шӑнкӑртатать, районтан пынӑ вирелле ҫӳҫлӗ комсомолецсем алӑк умӗнчи картлашка ҫинче те, коридорта та ушкӑнӑн-ушкӑнӑн кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ, урисенче тусанлӑ ботинкӑсем, пит-куҫӗсем хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ.

В райкоме комсомола неумолчно звенел телефон, на лестнице и в коридоре толпились пришедшие из района комсомольцы в запыленных ботинках, вихрастые, загорелые.

Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Темиҫе самант шӑпах тӑчӗҫ, шыв кӑна шлюз витӗр шӑппӑн та ачашшӑн шӑнкӑртатать.

Несколько секунд стояла тишина, только вода тихо и ласково звенела в шлюзах.

VIII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Ҫӑмламас тройка лаша кал-кал та килӗшӳллӗ чупса пырать, ҫуни лакӑмсемпе тӗмескесем ҫинче сиккелесе илет, сӑрласа тӗрленӗ пӗкӗ ҫинче шӑнкӑрав харсӑррӑн янӑраса шӑнкӑртатать.

Тройка мохнатых лошадок бежала дружно, санный возок нырял в пушистых сугробах, на расписной дуге коренника задорно бренчал колокольчик.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫине-ҫинех телефон шӑнкӑртатать.

То и дело звонил телефон.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Час-часах телефон шӑнкӑртатать.

Часто звонил телефон.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ака, телефон шӑнкӑртатать.

Наконец звонит телефон.

1961-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Окунев аллинчи шӑнкӑрав калама ҫук хытӑ шӑнкӑртатать, унӑн сассине илтсе, чарӑна пӗлми калаҫма юратаканскерсем те шӑпланчӗҫ.

Колокольчик в руке Окунева так отчаянно дребезжал, что даже заядлые говоруны поспешили прекратить разговоры.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Каллех телефон шӑнкӑртатать.

Опять звонок.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Телефон шӑнкӑртатать, Корф трубкине ярса илчӗ.

Корф схватил трубку.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed