Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Мӗн, темех туман-ха эпир, — ҫамкине шӑлса илчӗ Кирле.
VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Малтанлӑха Васса: манӑн ӗне сумалла, апат памалла, шӑлса тасатмалла, урӑх нимех те тӑвас ҫук-ха, тесе шухӑшланӑччӗ.
V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
«Ачалӑхпа ҫамрӑклӑх хаяр вӑрҫӑ ҫулӗсене килчӗҫ. Паянхи кун телейлӗ тетӗп эпӗ хама — ачасем ырӑ-сывӑ ӳссе ҫитӗнчӗҫ, пурте ҫемьеллӗ, ытлӑ-ҫитлӗ пурӑнаҫҫӗ, ачасемпе мӑнуксем килсех ҫӳреҫҫӗ, ырлӑхра пурӑнатпӑр халь», — тет Кӗҫени аппа, савӑнӑҫ куҫҫульне шӑлса.
«Ырлӑхра пурӑнатпӑр», — тет 90 ҫулхи Кӗҫени аппа // Алена КАЛЮКОВА. http://kasalen.ru/2023/08/07/%d1%8b%d1%8 ... %97%d2%ab/
Алӑкӑрсен умне шӑлса тытар.
Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf
Ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсене свитер ҫаннипе урайне шӑлса ывӑтрӗ.
3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Асламӑшӗ Кирилӑн пит-куҫне саппунпа шӑлса типӗтме пикенчӗ.
2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Куҫҫульне аллипе шӑлса типӗтсе салтӑнмалли пӳлӗме утрӗ.
2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Сӑран курткин ҫаннипе ҫамкине шӑлса илсе ҫывхарса пыракан Кирилл ҫине пӑхса илчӗ.
1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
— Апла… апла мӗн тумалла-ха эппин манӑн? — ҫамка ҫине тапса тухнӑ тара ҫанӑпа шӑлса типӗтрӗм эп.
Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.
— Унтан эпир часрах урам урлӑ чупса каҫрӑмӑр та. иксӗмӗр те уринчен ярса тытрӑмӑр, — ӑнлантарма пуҫларӗ тепӗр каччи, сӗвекрех ҫамки ҫинчи тарне шӑлса.
Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.
Унтан харӑсах чарӑнчӗҫ те куҫӗсене тутӑр кӗтессисемпе шӑлса типӗтрӗҫ.
6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Укахви хӑй Кольӑна кунӗпех курмарӗ, вӗсем тутӑр вӗҫтерсе салтак чупнӑ чух ҫынсем куҫӗсене шӑлса хапха умӗнчен пӑхса тӑчӗҫ пулсан — Укахви пӗрре ҫеҫ кантӑк витӗр, урай варринче тӑрса пӑхса юлчӗ.
2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Варвари инке пӗр кана чӗнмесӗр ларчӗ те тутӑр вӗҫӗпе куҫ кӗтессине шӑлса илчӗ.
7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Хӗр час-часах чарӑнкаласа тӑчӗ, путек ҫурӑмӗнчен шӑлса илчӗ.
7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Амӑшӗ чӗнмерӗ, куҫне ҫеҫ тутӑр кӗтессипе шӑлса илчӗ.
5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Унтан пӳрте шалтан та тултан тӑм шӑлса шуратрӑмӑр, ӑшчиккине сӑрласа, тӗрӗллӗ накат чуптартӑмӑр, маччисене шурӑ хут ҫыпӑҫтартӑмӑр, унтан чӑланпа тӗпел кукри тума тытӑнтӑмӑр.
Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.
— Тьфу! — терӗ вара вӑл сасӑпах, ҫаннипе ҫамкине шӑлса илсе.
Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.
Темле мунчара ҫынсене ҫурӑм шӑлса яраканни, тет-и…
Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.
Чӗкеҫ вите алӑкне мачча таранах шӑлса лартнӑ юра кӗреҫепе ӑса-ӑса ывӑтни те, шӑхӑрса-уласа вӗрекен ҫил ҫинче вакӑ касни те, кирпӗчрен пӗрремӗш вите тӑвакансемпе пӗрле ӗҫлени те туха-туха тӑчӗ экран ҫине.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Кӗркунне ҫитсен, шӑтӑк-ҫурӑксене улӑмпа питӗрсе, тӑмпа шӑлса ҫӳреттӗр, ҫуркунне ҫитсен, вите ҫивиттине сирсе, ӗнесене ҫитереттӗр.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.