Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑлне (тĕпĕ: шӑл) more information about the word form can be found here.
Хӗлимун мучи, шӑрпӑк кӑларса, шӑлне чакаларӗ.

Help to translate

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тихӑн шӑлне ҫыртрӗ, аллисене сӑтӑркаласа илчӗ.

Help to translate

II сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӑйсемпе инкек килсе тухсассӑн е чир-чӗр пырса ҫаклансан хӑшпӗрисем тӳрех парӑнаҫҫӗ, чунпа вӑйлӑ ҫынсем вара пуҫне усмасӑр, ниме пӑхмасӑр, шӑлне ҫыртса малалла талпӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Кукаҫи тӗрӗ тӗрлет… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d1%82/

Хӗрарӑм пек, — шӑлне ерчӗ Денис.

Help to translate

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Карчӑк шывланнӑ куҫӗсене саппун аркипе шӑлне курсан тӳсеймерӗ.

Help to translate

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ялта никам та вӑранман-ха, пӗр хӗр ҫеҫ, шӑлне ҫыртса, кипкери ачана ал ҫинче сиктерсе ҫывратнӑ пек сулланса, кил хушшинчи нӳрӗ каска ҫинче ларать…

Help to translate

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Укахви текех шӑлне ҫыртса та чӑтса тӑраймарӗ.

Help to translate

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Саня шӑлне ҫыртрӗ те — хӗрелсе кайрӗ.

Help to translate

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Георги, Славикӗн ҫунса тӑракан куҫне тӳсеймесӗр, шӑлне шатӑртаттарса илчӗ, тем каласшӑн пулчӗ… арӑмӗ хыҫҫӑн васкарӗ…

Help to translate

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Шӑлне ҫыртса костыльне хулӗпе хытӑрах хӗстерет те, асӑрханарах хускалса, ҫавана вӑш! вӑш! сулать.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ыратнине ҫӗнтерес тесе, вӑл куҫ сиксе тухас пек, тӑнлавсенчен юн тапса тухас пек шӑлне ҫыртса лартать.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Шӑлне йӗрсе, кулкаласа, аллисене сӑтӑркаласа калаҫать.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

…Таранов: «Кӗҫех ман ята асӑнать, мана вӑрҫма пуҫлать ку», — тесе шухӑшласа илчӗ те тарласа кайрӗ, кил хуҫи ҫине шиклӗн куҫ ывӑтрӗ, анчах лешӗ, икӗ черкке сӑмакун ӗҫсе самаях хӗрме ӗлкӗрнӗскер, катӑк шӑлне кӑтартса лӗх-лӗх-лӗх кулчӗ:

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шаннӑ кайӑк йӑвара ларман тесе ахальтен каламан ваттисем: ыратакан шӑлне Сулагаев Хусахматри больницӑна ҫӳре-ҫӳре сиплеттернӗ, ҫулӗ унта ҫывӑхах мар, виҫӗ ҫухрӑм ытла.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫын шӑлне мӗнлерех сиплет вӑл — пӗлместӗп, анчах хӑйӗнне кашни кунах ҫивӗчлетсе якатать пулмалла.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чӑтмалла, шӑлне ҫыртса ӗҫленӗ ачасем.

Help to translate

Вӗренӳпе ӗҫ юнашар пулнӑ // Василий Пундяков. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%b2%d3%9 ... %bd%d3%91/

Янасловӑн ӑна ҫав вӑхӑтра питӗнчен хытӑ ҫапас килчӗ, анчах вӑл шӑлне ҫеҫ ҫыртрӗ.

Help to translate

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Аня шӑлне ҫыртрӗ те, мӗнпур вӑйӗпе сулса, мана питрен ҫупса ячӗ, унтан, хӑвӑрт ҫаврӑнса, килне чупса кӗрсе кайрӗ.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Вӑл Тамара пакӑлтатнине хурланарах тӑнларӗ, ӑна хирӗҫлес килчӗ, анчах хӑй хӑна пулнине асра тытса шӑлне ҫыртрӗ.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӗр шӑлне ҫыртса капан ҫумне лӑпчӑнчӗ.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed