Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗччен, пач пӗччен, кӗсьере нимӗҫ паспорчӗ те ҫурӑм хыҫӗнче шарманка.Один, совсем один, с немецким паспортом в кармане, с шарманкой за плечами.
II // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Сӑмавар салхуллӑн кӗрлеме пуҫларӗ, унран хӑранӑ пекех, шарманка сасси сасартӑках шӑпланчӗ, такам хӑрӑлтатса кӑшкӑрчӗ:
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Тулта шарманка сасси килӗшӳсӗр хӑйӑлтатать, темле кӗвӗ ҫаврӑнӑшӗсем татӑк-кӗсӗкӗн илтӗннӗ пек туйӑнаҫҫӗ, хулӑн саслӑ ача хаваслӑн кӑшкӑрать, йытӑ ӳле-ӳле ярать, — Ленька, ҫав кӗвве итленӗ май, хӑй те шӑл витӗр хуллен ӗнерлесе юрлать.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
— Ҫакӑн пек кӑмӑл паян ирхине, чӳречесем умӗнче хӑйӑлти шарманка юрлаттарса иртнӗ пулсан, пулатчӗ… — терӗ Ольга ыррӑн калаҫӑва хутшӑнса, куллинчи хаярлӑха пытарса.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Каҫ пулнине тата шарманка хыҫӗнчен халиччен нихӑҫан курман урам тӑрӑх пынине сиссен тин ун пуҫне ӑн пырса кӗнӗ.
XXV «Мана вӑрларӗҫ» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пуканесене пуҫтарса чикнӗ кушилке ҫине ытараймасӑр пӑхса, ачасем, тӗлӗкри пек, шарманка йӑтнӑ чӑпар тумтирлӗ арӑмпа хул хушшине ширма хӗстернӗ ҫара пуҫлӑ арҫын хыҫҫӑн пӗр картишӗнчен тепӗр картишне куҫса ҫӳреҫҫӗ.
XXV «Мана вӑрларӗҫ» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Кӑмрӑк, Кӑмрӑ-ӑ-ӑк! — юрласа ячӗ каллех вырӑс тенорӗ, шарманка тухса кайсан.— Углей, угле-е-ей! — запел русский тенор сейчас же после того, как шарманка ушла.
XX. Ирхине // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Юлашкинчен, ҫак чаплӑ концерта илемлӗн вӗҫлесе, «Нечада» ятлӑ шарманка, унпа пӗрле урамра юрласа ҫӳрекен хӗрарӑмӑн янравлӑ сасси илтӗнчӗ:
XX. Ирхине // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
- 1
- 2