Шырав
Шырав ĕçĕ:
Йӑвине те эпӗ чылаях ҫӗмӗрсеттӗм, халь йӑви те чип-чиперех… — шалтах тӗлӗнсе тӑчӗ Микиш.
Тумлампа кӳлӗ тулать // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 14–16 с.
Юманӗ кӗҫех 400 ҫула ҫитеймен! — шалтах тӗлӗнсе тӑчӗ Эрхип.
Палӑк юман // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 8–9 с.
Ку сӑмахсене илтсен шухӑшлама пӗлекен этем шалтах тӗлӗнӗ: пирӗн халӑх хӑҫан лайӑх пурӑнни пур тейӗ.
Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Хутне тепӗр хут тӳрлетсе ҫырса килсен Янтул шалтах аптрарӗ: пӳртре хуҫа тӑр пӗччен ларать.Яндулу пришлось еше раз переписать бумагу, а когда он вернулся, хозяин дома был совсем один.
Каллех ҫул ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
— Ача?! — шалтах тӗлӗнчӗ пуп.
Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Эпир шалтах хирӗҫчӗ.
Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Палламан ҫын хӑйпе ҫапла калаҫни Ухтивана шалтах тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ.
Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Унччен маларах е кайран Тумӑрса ҫапла хӑтланни никама та тӗлӗнтермен пулӗччӗ, анчах савӑннӑ вӑхӑтра хӑйне тапса ывӑтни калавҫа шалтах аптратнӑ.
Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ухтиван сассинчи вӗчӗрхенӳ, пытарӑнчӑк хаярлӑх ват ҫерҫие шалтах аптратса пӑрахрӗ.Скрытая угроза в голосе Ухтивана сбила старого воробья с толку.
Кантуртисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ансӑр пит хӑйен черккине шалтах ӳпӗнтерет, Салакайӑк кӑшт таррине ҫеҫ татать.Золотарь опрокидывает свою рюмку до дна, а Салагаик чуть пригубливает.
«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Тӗл пулчӗ те шалтах тӗлӗнсе кайрӗ.
Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Халь ӗнтӗ киле кайса карчӑка шалтах тӗлӗнтерсе яратӑп.
Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ухтиван килтен тухса кайни шалтах халтан янӑ старике.
Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ишут халь тӗлӗнчӗ шалтах, Вӑл такӑнса ҫӗре йӑванчӗ.
XXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Ҫак ӑнсӑртран сиксе тухни Акатуйрисене хӑратрӗ, Тӑнран ярса шалтах аптратрӗ: «Ах, тем кӑтартӗ шуйӑхни».
V // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Малтанах эпӗр те шалтах тӗлӗннӗччӗ-ха.
«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html
Тепӗр япала шалтах тӗлӗнтерчӗ санврача.
6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Анчах официантран ыйтса пӗлнӗ хыҫҫӑн вӗсем шалтах тӗлӗнчӗҫ…
6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ӑсра пӗр шухӑш: «Эпӗ кӗтӗм те куратӑп, ыттисем пекех — эпӗ те шалтах тӗлӗнетӗп».Одно стояло в уме: «Я вошел и увидел, и я так же поражен, как и все».
XXVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Вара эпӗ алӑка татӑклӑнах тӗртрӗм, вӑл пысӑк шкапран ҫапӑнчӗ; кӗрсе тӑтӑм та шалтах тӗлӗнтӗм: Гез урайӗнче выртать.
XXV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.