Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Комендорпа прислугӑна тупӑ патне», пӗр вунтӑватӑ матрос вара ҫав самантрах, хаваслӑн, хӑшӗ чӗлӗмне кӗсьине чиксе, хӑшӗ ҫисе яма ӗлкӗреймен сухарине кӑтӑртаттарса, тимӗр ҫапнӑ кӗлеллӗ аттисемпе платформа тӑрӑх шаклаттарса пырса тупӑ патне ҫитӗҫ те ӑна авӑрлӗҫ.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Вара шӑрпӑк ҫута-ҫута, шӑннипе шӑлӗсемпе шаклаттарса, ешчӗк хупӑлчине шыраса тупсан ешчӗке хупларӗҫ.Тогда, чиркая спичками, лязгая от холода зубами, сестры нашли крышку и закрыли ящик.
Хӑрушӑ каҫ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Вӑл пӳлӗм тӑрӑх чӗрнипе шаклаттарса, йӗри-тавра шӑршласа ҫӳрерӗ-ҫӳрерӗ те сасартӑк ҫинҫе сассипе ҫухӑрса ячӗ.Он деловито застучал копытцами по всей комнате, всю обнюхал и вдруг тоненько завизжал.
Хӑрушӑ каҫ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
— Чижик, вӗсене тата кашӑк пар, шаклаттарса вылӗҫ.
Шавлӑ халӑх // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Лаша таканӗ чул ҫинче шаклаттарса пынӑ пек пулнӑ вӑл.
LVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Жилин мӗн хӑтланнине курма пӗтӗм ял пухӑннӑ: ача-пӑчасем, хӗрсем, арӑмсем, арҫынсем те пынӑ; чӗлхисемпе шаклаттарса: «Ай вырӑс, ай Иван!» — тесе тӗлӗнсе тӑнӑ.
3 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Хӗрли куҫӗсене мӑчӑлтаттарса, чӗлхипӗ шаклаттарса анчах тӑнӑ.
2 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Лаша тарӗ шӑрши кӗретчӗ, пӗрмай лашасене пушӑпа ҫапни, вӗсене кӑшкӑркалани, лашасем урисемпе манежа шаклаттарса пыни илтӗнетчӗ.
Эпӗ юланутпа ҫӳреме вӗренни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Алла-аллӑн тытӑнчӗҫ те пӗртӑвансем, йывӑҫ тротуар ҫийӗн пушмакӗсемпе шаклаттарса, Покровски урамӗпе аялалла чуптарчӗҫ.
Чи лайӑх паллӑ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Этажерка ҫинче ларакан читлӗхре хӗрлӗрех тӗслӗ икӗ пакша, урисемпе шаклаттарса, хӑмӑр ҫутӑ куҫӗсене ялкӑштарса сиккелеҫҫӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Одинцов ура ҫине сиксе тӑнӑ чух пуҫне тимӗрпе шаклаттарса хытах ыраттарчӗ.
39 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Мазин ӑна пӳрнипе шаклаттарса ҫапасшӑн пулчӗ, анчах Петька ҫапма памарӗ.
26 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Унӑн халь ачасем ӑҫта ӗҫленине пӑхма та вӑхӑт пулмарӗ, вӑл пӗр-икӗ хут пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ чухне кӑна Мазин тапаҫланса, миххе икӗ аллипе ярса тытса, урапа патнелле сӗтӗрнине курчӗ, тата тепрехинче, такампа пуҫне шаклаттарса илсен кӑна, вӑл Одинцов пулнине палларӗ.
20 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Громыка ури тупанӗсемпе шаклаттарса пӳлӗмрен тухса кайнӑ.
Салтак чапӗ // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 76–94 с.
Палламан ҫынна курсан, вӑл самантрах ун патне пынӑ та атӑ кӗлисене шаклаттарса, хӑйпе паллаштарнӑ:Заметив незнакомого человека, он сейчас же подошел к нему, щелкнул каблуками и представился:
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Ҫӗрлене юлнӑ ура сасси урам чулне хыттӑн шаклаттарса иртет, таҫтан тухнӑ автомобиль кӗрӗлтетсе иртсе каять, ҫывӑракан хула ҫийӗпе Кремль сехечӗсен хрусталь чӑнкӑртатнӑ евӗрлӗ сасси янӑраса илет…
Бал // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Шерккей пиншака тепӗр хут ҫавӑркаласа пӑхрӗ, чӗлхи вӗҫне ҫӑвар маччинелле тавӑрса шаклаттарса илчӗ.Шерккей еще раз осмотрел со всех сторон пиджак, смачно прицокнул языком.
V. Хисеп йыхравӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ракетчица, пушмак кӗлипе асфальт тӑрӑх шаклаттарса, сулахаялла, подъезд патнелле чупрӗ те тӗксӗмрех электричество ҫуттипе ҫутатнӑ пусма курчӗ.
14. Чӗрӗллех пытарнӑскер // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Анчах пӗр минута яхӑн шухӑшласан, вӑл сылтӑм аллине ҫӗклесе пӳрнисемпе шаклаттарса илчӗ те: «Мӗнех вара» тесе пӑшӑлтатса малалла ыткӑнчӗ.
I. Ман асатте // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Одинцов, хӑйӗн пӑсӑлнӑ уҫҫийӗпе портфельне шаклаттарса, класра пулнӑ ӗҫсем пирки хумханса, Сашӑна ҫапла каласа пычӗ:Одинцов щелкал испорченным замком своего портфеля и взволнованно говорил Саше:
20 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.