Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫил вӑйлӑрах вӗрме пуҫларӗ, хурама тӑррине силлентерсе хумхантарать, вулӑпа пӗрле мӗлке те, шӑнкӑрч вӗлли те енчен енне чӳхенкелесе илеҫҫӗ.
Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Тен, юхмасть те пулӗ вӑл, халь-халь вӗреме кӗрес хуран майлӑ пӗр вырӑнтах чӳхенкелесе тӑрать пулӗ?
1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хӑмӑшсем хушшинче, юнашарах, ҫыран ҫумне кӑкарнӑ тепӗр кимӗ чӳхенкелесе илчӗ.Рядом в камышах качнулась вторая, привязанная к берегу лодка.
10 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Сулӑ, майӗпен чӳхенкелесе, кашни самантрах шунӑҫемӗн шуса пынӑ, — ҫакна кура Фома хӑйне темӗнле кӑмӑллӑн ачашлакан туйӑмпа чӳхеннӗ.
VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Инҫех те мар пӗр шалча ҫумне кӑкарнӑ пысӑк кимӗ, ҫӳлӗ сӑмсаллӑ та ҫавӑн пекех ҫӳлӗ хӳреллӗскер, чӳхенкелесе тӑрать.Неподалеку покачивается на приколе дуб — большая валкая лодка с высоким носом и кормой.
Паллашӑр, тархасшӑн! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Жегули тӗлне ҫитрӗмӗр те, туран пире хирӗҫ ҫил тухса карӗ — вӑйран сулӑнсах ҫитрӗмӗр, пӗр вырӑнта пат чарӑнса тӑтӑмӑр, чӳхенкелесе тӑратпӑр, ҫыран хӗррине пӑтӑ пӗҫерме тухрӑмӑр.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Тӳлек те пӑтранчӑк Ока шывӗ ҫинчен тӳлек ҫил тӗлӗрнӗ пек вӗрет; сывлӑм ӳкнипе йывӑрланнӑ сарӑ тӑрӑллӑ чечексем чӳхенкелесе лараҫҫӗ, кӑвак колокольчик вӑйсӑррӑн ҫӗр ҫумнелле усӑнса аннӑ, тӗрлӗ тӗслӗ бессмертниксем сахал ҫимӗҫ тӑвакан ҫерем ҫинче типпӗн карӑнса тӑраҫҫӗ, «ҫӗрлехи хитре чечек» гвоздика хӑйӗн хӗрлӗ ҫӑлтӑрӗсене уҫать.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӑйӑр ӑшӗнче слюда катӑкӗсем нумай, вӗсем уйӑх ҫути ҫинче тӗксӗмӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ, ҫавна курсан, пӗрре эпӗ Окари сулӑ ҫинчен шывалла пӑхса выртни аса килсе карӗ, — ҫавӑн чухне ман пит патнеллех сасартӑк пӗчӗк ҫупах пулӑ ишсе тухрӗ, хӑяккӑн ҫавӑрӑнса тӑчӗ те, этем пит ҫӑмартийӗ пекех туйӑнма пуҫларӗ, унтан ман ҫине кайӑк куҫӗ пек ҫаврака куҫпа пӑхса илчӗ, шыв ӑшнелле чӑмрӗ те, вӗрене ҫулҫи ӳкнӗ пек чӳхенкелесе, тӗпнелле анса карӗ.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Инспекторӑн сӑмси, ҫинҫен шӑхӑркаласа, кӑрт-карт сиккелесе илет, хӗрлӗ мӑйӑхӗн шӑрт пек хытӑ пӗрчисем ҫакӑн ҫӑварнелле авӑнса кӗнӗ те, ҫынни харлатса сывланӑ май, чӳхенкелесе йӑшӑлтатаҫҫӗ, хырман питҫӑмартисене шӑрт пулса илнӗ, аялти тути хӗрри, лаша шӑлӗсем евӗрлӗ шултра шӑлӗсене кӑтартса, усӑнса аннӑ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫӳрессе вӑл кӑвакалла, енчен енне тайкаланса утса ҫӳрет, ларнӑ чухне те пулин вара унӑн тулли пӳ-сийӗ енчен енне сулланкаласах ларать; ҫак хусканура эрех ҫӳпҫине, кичем Жукова вӗчӗрхентерекен темле йӗкӗлтӳ пур; час-часах вара вӑл, Лодкӑн кӗлетки ывӑна пӗлмесӗр чӳхенкелесе ларнине юнпа пӗвеннӗ куҫӗсемпе асӑрхаса илет те, тискеррӗн кӑшкӑрса пӑрахать:
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Майор мана темле сапаланчӑк та чӳхенкелесе тӑракан элес-мелес пысӑк кӳмеркке пек туйӑнса кайрӗ.Майор представлялся мне какой-то огромной, расплывчатой и колеблющейся массой.
Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Тӗтре таврари йывӑҫ пахчисене лаппӑшпе хупласа илсе, ҫӳлте, мана курӑнман хӗвел пайӑркисен айӗнче шӑранса ирӗлнӗ пек, катрам-катрамӑн юлхавлӑн чӳхенкелесе тӑрать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Кимми, сӑмаланӑскер, ҫырма хӗрринче хумсем ҫинче чӳхенкелесе ларать.
Вӑтӑр тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Тӳрех крыльца ҫине чупса тухрӑм: кӳлӗ хӗрринче моторлӑ тимӗр кимӗ чӳхенкелесе тӑрать.Выскочил на крыльцо: у нашего берега покачивалась на воде железная моторка.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Ҫывхарнӑҫемӗн вӑл пиртен тарнӑ пек туйӑнчӗ, анчах пӗр вырӑнтах чӳхенкелесе тӑрать иккен.Я думал, она удерет от нас, но плоскодонка стояла на месте, покачиваясь на волне.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Вӗсем халӗ ӗнтӗ сарлака шыв ҫийӗпе, вак-тӗвек пӑр катӑкӗсем хушшинче, енчен енне чӳхенкелесе юхаҫҫӗ.Льдина, покачиваясь, двигалась теперь по широкому протоку, в гуще битого льда.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ҫулҫӳревҫӗсем тӑнӑ пирки хайхи пӑр катӑкӗ, кӑштах путса тата чӳхенкелесе, шавласа юхакан шыв ҫийӗн ишсе кайрӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Малтанхи кунсенче амӑшӗсем хӑйсен ачисем патӗнчен пӑрӑнсах каймаҫҫӗ: ҫыран хӗрринче вырта-вырта тӑрантараҫҫӗ, хӑш чух шыва кӗрсен те вӑр-вар чӳхенкелесе илеҫҫӗ те ачисем патне ҫырана васкаҫҫӗ.
Ионы утравӗ ҫинче // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 148–155 с.
— Ман шухӑшпа, эсӗр хӑвӑр та пирӗн айра ҫӗр чӳхенкелесе илнине аванах туятӑр.— Я думаю, вы тоже чувствуете, как под нашими ногами вздрагивает земля.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Венецие тинӗс хумӗсем ҫапса кӑларнӑ хӑйӑр сӑмсахран уйӑрса тӑракан Лидо ятлӑ сарлака лагунӑра, кӗсменҫӗ вӑрӑм кӗсменсем ҫине ӳпӗнмессеренех шӗвӗр пуҫлӑ кимӗ — гондола — лӑпкӑн чӳхенкелесе ишет.
XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
- 1
- 2