Шырав
Шырав ĕçĕ:
Терен, тӑрса, чӳречене уҫать.
Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Тул енче, урамра, хӗллехи ҫил ачисем ашкӑнса ҫӳрени сисӗнет: чаштӑрр сапаҫҫӗ вӗсем чӳречене те юрпа, те пӑрпа; унтан марьене кӗреҫҫӗ те: «У-у-у-и-ха-ха-а!» — теҫҫӗ вӑрӑммӑн.
Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Вӗсем те шурӑ минтер ҫинчи юна курнӑ, урам тӑрӑх шавласа иртекен халӑх сассине илтнӗ, пуля шӑтарса кӗнӗ чӳречене асӑрханӑ, чӗрене ҫурса ярасла кӑшкӑрса йӗрсе янӑ.
Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Чӳречене уҫса пӑрахрӗ, анчах унтан ашкӑнса кӗрекен ҫил сӗтел ҫинчи хутсене айӑн-ҫийӗн пӑтраштарма тытӑнсан, ӑна каллех хупса хучӗ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Иллене курсан вӑл чӳречене уҫса ячӗ, тхик! кулчӗ.
6 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Вӑл, Тинӑна курсан, чӳречене шӑкӑр-шакӑр хупса та лартрӗ.
4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Тӳсеймерӗ Хура Ҫимун, сӗтел хушшинчен тухрӗ те, картиш енчи чӳречене уҫса, чӗлӗм туртса ячӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хӑйсен еннелле Петӗр бригадир килнине чӳречерен тем хушӑра курма ӗлкӗрчӗ вӑл, анчах аптрамарӗ, алла лекнӗ минтере тӑрӑхла сак ҫине пӑрахса, урамалли чӳречене хирӗҫ тӑсӑлса выртрӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Чӳрече умне чупса пырса: — Эй, ылхавлӑ тухатмӑш, сана калаҫҫӗ, асамӑҫлама пӑрах! Мӗн тен? Пӑрахмастӑн-и? Апла пулсан, ме сана! — терӗ те сайхахӗпе чӳречене ҫапса салатрӗ.
XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кил хушшинчи ҫыннӑн тӳсӗмӗ татӑлчӗ пулмалла, чӳречене шӑкӑртаттарса, хыттӑнрах чӗнчӗ:
XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӗсем пӗчӗк Светланӑна килтен илсе тухса алӑкран мар, ют ачана илсе кӗнӗ пек чӳречене уҫса кантӑкран кӗртнӗ.
Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.
Манӑн атте калашле, чӳречене уҫса ярсан урампа иртекен ҫынна алӑ тытса сывлӑх сунма пултарнӑ.
Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.
Пӳлӗме те, уҫӑ чӳречене те, урамри хунара та.
10. Ҫинҫе кӑна ҫутӑ пайӑрки // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Курак матки чӳречене шаккарӗ.
XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Кирилӑн куҫӗсем чи пирвай чаршав карман чӳречене асӑрхарӗҫ.
3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Йӑлтах ҫутӑлса кайнӑ тул ҫутинче Славик чӳречене хирӗҫех хӗр, шурӑ ҫинче юн тумламӗ пек пӑт-пӑт тӗрӗллӗ платье тӑхӑннӑскер, ларнине курчӗ.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Эльвира йӑпшӑнса, чӗрне вӗҫҫӗн пусса сада кӗчӗ те хурлӑхан тӗми айӗнчи пӗчӗк сак ҫине чӳречене хирӗҫ ларчӗ.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Вӑл сӗрме купӑсне хучӗ те Эльвира тул енчен пулӑшнипе чӳречене хупрӗ, вара пӳрте питӗрчӗ, хӗр патне тухрӗ.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Чӳречене такки хуптармарӗ вӗт.
Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.
Курак Мӗтри, ҫӗрле шӑнса чӗтрене ернӗскер, чӳречене темиҫе хут та хупрӗ, анчах хирӗҫ плацкарт ҫинче выртаканни ӑна каллех уҫа-уҫа хучӗ, Мӗтри «сивӗ» тенине хирӗҫ: «Пиҫсе вилмелле пӑчӑ!» — тесе тавӑрчӗ.
Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.