Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӳрече the word is in our database.
чӳрече (тĕпĕ: чӳрече) more information about the word form can be found here.
Килет те чӳрече янахӗ ҫине вырнаҫать, вара хваттерте мӗн пулса иртнине сӑнама пуҫлать.

Прилетит, сядет у окна и начинает следить, что происходит в квартире.

Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив

Виҫ ҫул каялла вилнӗ амӑшне чӗрӗлле курасса шаннӑн чупса пычӗ Тамара чӳрече патне — кӑсӑя курӑнмарӗ, вӗҫсе кайнах иккен.

Она в мгновение оказалась у окна, словно хотела увидеть свою маму – синицы не было, она действительно улетела.

Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив

Чӳрече каррине сирчӗ те вӑл, хайхи кӑсӑяна курчӗ.

Она отодвинула занавеску и… увидела ту самую синицу.

Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив

«Ҫук, пӗчӗк кантӑкне ҫеҫ уҫнипе ӗҫ тухмасть-ха, пысӑккинех уҫас та хӑвӑртрах уҫӑлтарас», — шутласа илчӗ Тамара, чӳрече патне утрӗ.

«Нет, так дело не пойдет, надо открыть все окно, надо скорее проветрить», – подумала Тамара и подошла к окну.

Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив

— Том, эпир чӳрече витӗр тухса тарма пултаратпӑр, — терӗ Гек.

Гек сказал: — Том, можно удрать через окно, если найдется веревка.

34-мӗш сыпӑк. Ылтӑн юхамӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах унта Том пуҫне ҫакӑн пек шухӑш пырса кӗчӗ: «Гек лӑп кӗҫӗр ҫӗрле ман чӳрече патне пымӗ-ши?»

Вдруг Тому пришло в голову, что Гек может явиться нынче ночью и подать сигнал.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том ҫав тери хусканса кайнӑран ҫӗрле темчченех ҫывӑраймарӗ: «Гек акӑ кӗҫех чӳрече патенче кушакла макӑрса ярӗ тесе, вӑл пӗрмаях ӗмӗтленсе тӑнӑ. — Эпӗ вара ҫавӑнтах хайхи укҫана тупӑп та ун ҫинчен ыран Беккине те, пикнике пыракан пур ачасене те каласа тӗлӗнтерӗп».

От волнения Том не мог уснуть до поздней ночи: он очень надеялся услышать мяуканье Гека и завтра на пикнике удивить Бекки и ее гостей, показав им клад.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Санӑн пӗр япала ҫеҫ тумалла: мӗн те пулин пулсассӑн, эсӗ Гуперстрит тӑрӑх сиккипе вӗҫтерсе пыратӑн та манӑн чӳрече патенче кушакла макӑратӑн.

Тебе только придется пробежать один квартал по Гупер-стрит и мяукнуть.

28-мӗш сыпӑк. Джо индеец шӑтӑкӗнче // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Каҫ пулса нумай вӑхӑт иртсен, Том килне таврӑнчӗ, хӑй вырӑнӗ патне чӳрече витӗр кӗчӗ.

В тот вечер Том вернулся домой очень поздно и влез в окно.

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ачасем пӗр япала ҫеҫ тума пултарчӗҫ, — ӑна вӗсем ӗлӗк те час-часах тукаланӑ: тимӗрленӗ чӳрече витӗр Поттера пӑртак табак тата ик-виҫӗ коробка шӑрпӑк тыттарчӗҫ.

Мальчики опять повторили то, что проделывали уже не раз, — просунули Поттеру за решетку табаку и спичек.

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Бекки лӑп ҫав вӑхӑтра тултан чӳрече витӗр пӑхрӗ те Альфред мӗн хӑтланнине курчӗ.

Бекки заглянула в эту минуту в окно и увидела, что он делает.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл, темиҫе хутчен йӗкӗр сальтомортале туса илсе, хӑйӗн юлашки номерне туса кӑтартрӗ, вара ытти чечек чӳлмекӗсене пурне те хӑйӗн хыҫҫӑн ӳкерсе, уҫӑ чӳрече витӗр тухса тарчӗ.

Питер перекувырнулся несколько раз, в последний раз испустил мощное «ура» и прыгнул в открытое окно, увлекая за собой уцелевшие горшки с цветами.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том, хӑйне такам пырса турткаланӑ пек, вӑрт-варт сиксе тӑче те, вӑр-вар тумланса чӳрече витӗр тухса, пӳрт тӑрри тӑрӑх упаленсе кайрӗ.

В одну минуту он оделся, вылез в окно и пополз по крыше пристройки на четвереньках.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Кӳршӗсем чӳрече уҫрӗҫ, ҫав шавпа вара Том та вӑранса кайрӗ.

В соседнем доме стукнуло окно, и это разбудило Тома.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӑрах куҫлӑ кушак ҫурипе чӳрече рамкине хулана хальтерех ҫеҫ килнӗ хӗрачана пар, Сид, ӑна тата ҫапла кала…

А еще, Сид, отдай мою оконную раму и одноглазого котенка этой новой девочке, что недавно приехала, и скажи ей…

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унтан вара асап тӳсекен йытӑ ӑсран кайнипе аяккалла танса сикре те хӑйӗн хуҫи чӗркуҫҫийӗ ҫине улӑхса ларчӗ, лешӗ ӑна чӳрече витӗр тулалла кӑларса ывӑтрӗ.

В конце концов обезумевший от боли страдалец прыгнул на колени к хозяину; тот выкинул его за окно.

5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Эпӗ куратӑп: пӗр пӗчӗк хӗрача чӳрече витӗр пӑхса ларать.

Я вижу, одна девочка смотрит в окно.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Сасартӑк чӳрече уҫӑлса кайнӑ.

Окно открылось.

3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ыран хӗрача, тул савӑклӑн ҫутӑлнине хепӗртесе ҫак чӳрече витӗр пӑхсан, Том ҫавӑн пек выртнине курах кайӗ, ун чухне вара вӑл нивушлӗ Томӑн вилӗ ӳчӗ ҫине пӗр тумлам куҫҫуль те тӑкмӗ-ши?

Наступит радостное утро, а она увидит его бездыханный труп, но ах! — проронит ли она хоть одну слезинку над его телом.

3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пӗтӗм кӑмӑлӗпе ҫемҫелсе вӑл нумайччен ҫав чӳрече ҫине пӑхса тӑнӑ, унтан ҫурӑмӗ ҫине выртнӑ, аллисене кӑкӑрӗ ҫине хунӑ, аллинче хӑйӗн шанса кайнӑ мӗскӗн чечекне тытса тӑнӑ.

Долго и с волнением глядел на него, задрав голову кверху; потом улегся на землю, растянувшись во весь рост, сложив руки на груди и прижимая к ней бедный, увядший цветок.

3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed