Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сӗмӗл улӑхӗ аслӑ ҫул хӗрринчех-ҫке вӑл, такам мурӗ те пырса тухма пултарать чӳкленӗ хушӑра.
12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Унран каярахпа та темиҫе хут чӳкленӗ! — пӳлчӗ Ваҫука лавҫӑ ҫӗткеленсе.
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Вӑхӑтра ырӑсене чӳкленӗ эп.
Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Яриле ҫичӗ сӑмсаллӑ пашалупа нимӗр пӗҫерсе вут нимри чӳкленӗ: «Пӳлӗхҫӗ алли кӗске — вӑрӑмлантӑр, вут алли вӑрӑм — кӗскелтӗр.
Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫулталӑкне пӗрре, кӗр мӑнтӑрӗпе, вутӑша ҫуллӑ нимӗрпе чӳкленӗ.
Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Тута вырӑнӗсенче чӳк юнӗпе сӗрнӗ йӗрсем палӑраҫҫӗ, уявсенче чӳкленӗ чухне шаман вӗсене юн ҫитернӗ.
Ӑнсӑртран тупни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Хайхи Турӑпа унӑн таврашӗнчи вӑй-хӑватсене те вӑл ҫапла мелпех ҫӑкӑнса чӳкленӗ.
Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.
Пӗр йышши кӗлӗсемпе тӗрлӗрен хӑватсене, тепӗр йышшисемпе пӗр хӑвата (Турра) кӑна чӳкленӗ.
Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.
Уйрӑм сӑлтавпа ҫыхӑннӑ кӗлӗ сӑмахӗсен шутне Н.И. Ашмарин никӗс пӑтти, ӗне ырри кӗллисене, вӗрӳ-суру чӗлхисен кӗлӗ йышши сӑмахӗсене, вупкӑн чӳкленӗ чухне каланисене, мӑн кӗлӗ вырӑнне чӳкленисене кӗртет.
Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.
18. Фиатира Чиркӗвӗн ангелне ҫырса яр: «Куҫӗ вут ҫулӑмӗ пек, ури пӑхӑр пек Турӑ Ывӑлӗ ҫапла калать: 19. санӑн ӗҫӳсене, эсӗ юратса тӑнине, тӑрӑшнине, ӗненнине, санӑн тӳсӗмлӗхне, санӑн кайранхи ӗҫӳсем малтанхисенчен те пысӑкраххине Эпӗ пӗлетӗп. 20. Ҫапах та эсӗ Ман умӑмра кӑштах айӑплӑ: хӑйне хӑй пророк тесе калакан арӑма, Иезавеле, эсӗ ирӗк паратӑн — вӑл Манӑн чурамсене аскӑн ӗҫ тума, суя турӑсене чӳкленӗ ҫимӗҫе ҫиме вӗрентсе улталать. 21. Эпӗ ӑна аскӑн ӗҫӗсенчен ӳкӗнме вӑхӑт патӑм, анчах вӑл ӳкӗнмерӗ. 22. Акӑ Эпӗ ӑна вырӑнӗ ҫине ӳкеретӗп; хӑйсен ӗҫӗсенчен ӳкӗнмесессӗн, унпа пӗрле асакансене те пысӑк асап кӑтартӑп. 23. Унӑн ачисене вӗлерсе пӗтерӗп; вара пур Чиркӳ те Эпӗ ҫыннӑн чӗрипе ӑшӗ-чиккине пӗлнине ӑнласа илӗ; пурсӑра та сире ӗҫӗрсене кура тавӑрса парӑп. 24. Сире те, Фиатирӑра пурӑнакан ытти ҫынсене те, ҫапла вӗрентнине тытса тӑманнисене, «шуйттан тарӑнлӑхӗ» тенине пӗлменнисене калатӑп: сирӗн ҫине урӑх ҫӗклем хумӑп, 25. хӑвӑрӑн мӗн пуррине анчах Эпӗ пыриччен тытса тӑрӑр.
Ӳлӗм 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Пергам Чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: «Икӗ ҫивчӗллӗ хӗҫли ҫапла калать: 13. санӑн ӗҫӳсене, эсӗ шуйттанӑн аслӑ пуканӗ ларакан ҫӗрте пурӑннине, эсӗ Манӑн ятӑма уяса тӑнине те пӗлетӗп; сирӗн патӑрта, шуйттан пурӑнакан ҫӗрте, Ман ҫинчен тӗрӗс калакан Антипӑна вӗлернӗ кунсенче те эсӗ Мана ӗненме пӑрахмарӑн. 14. Ҫапах та эсӗ Ман умӑмра кӑштах айӑплӑ: санӑн унта Валаам вӗрентнине тытса тӑракансем пур, лешӗ вара Израиль ывӑлӗсем суя турӑсене чӳкленӗ ҫимӗҫсене ҫиччӗр, ясар ӗҫсем туччӑр тесе, Валака вӗсене илӗртсе улталама вӗрентнӗ. 15. Санӑн та Николай хыҫҫӑн кайнисем вӗрентнине тытса тӑракансем пур; Эпӗ вӗсем вӗрентнине кураймастӑп. 16. Ӳкӗн; унсӑрӑн кӗҫех сан патна пырӑп та вӗсемпе Хамӑн чӗлхе-ҫӑварӑм хӗҫӗпе ҫапӑҫӑп. 17. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр: ҫӗнтерекене курӑнми манна ҫитерӗп; ӑна шурӑ чул парӑп, чулӗ ҫине ҫырнӑ ҫӗнӗ ят парӑп; илекеннисӗр пуҫне ҫав ята никам та пӗлмест».
Ӳлӗм 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Кам та пулин сире: «ку — чӳкленӗ ҫимӗҫ» тесессӗн, ҫапла калаканшӑн, унӑн кӑмӑлӗшӗн ан ҫийӗр.
1 Кор 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Йӗрӗхӗн мӗнле те пулин пӗлтерӗшӗ пур тетӗп-и е тата чӳкленӗ ҫимӗҫӗн пӗлтерӗшӗ пур тетӗп-и?То ли, что идол есть что-нибудь, или идоложертвенное значит что-нибудь?
1 Кор 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫапла ӗнтӗ йӗрӗхсене чӳкленӗ ҫимӗҫе ҫиесси-ҫимесси ҫинчен эпир ҫакна пӗлетпӗр: йӗрӗх тӗнчере нимӗн те мар, Пӗртен-пӗррисӗр пуҫне урӑх Турӑ ҫук.
1 Кор 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Йӗрӗхсене чӳкленӗ ҫимӗҫ ҫинчен калас пулсассӑн, эпир ҫакӑн ҫинчен пурсӑмӑр та пӗлетпӗр; анчах пӗлни мӑнаҫлантарать, юратни пӗрлештерет.
1 Кор 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: укҫуна ҫавӑн евӗр тӑкнӑшӑн, аскӑн ӗҫӳнте хӑвӑн ҫарамасна еркӗнӳсем умӗнче, хӑвӑн пӗтӗм ирсӗр йӗрӗхӳ умӗнче кӑтартнӑшӑн, ҫавсене чӳкленӗ ывӑлусен юнӗшӗн — 37. ҫакӑншӑн акӑ Эпӗ санӑн пӗрле савӑшнӑ пӗтӗм юратнӑ еркӗнне пухӑп, вӗсемпе пӗрле ху курайман ҫынсене те пухӑп, вӗсене пур ҫӗртен те сана питлеме пухӑп та сана вӗсен умӗнче ҫарамаслантарӑп, вара вӗсем санӑн пӗтӗм намӑсна курӗҫ, тет.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫапла, Эсӗ Хӑвӑн сӑваплӑ ҫӗрӳ ҫинче авалтан пурӑнакансенчен йӗрӗннӗ — 4. лешӗсем ӗнтӗ ирсӗр ӑрӑм ӗҫӗсемпе аппаланнӑ, чӳк чӳкленӗ, 5. ачасене пӗр шелсӗр вӗлернӗ, вӑрттӑн пуҫтарӑнса чӳк ӗҫки-ҫикинче этем ӑшчиккине ҫинӗ, этем юнне ӗҫнӗ, 6-7. ашшӗ-амӑшӗсем хӳтлӗхсӗр чунсене вӗлернӗ — ҫавсенчен йӗрӗнсе Эсӗ, Хӑвӑн хаклӑран та хаклӑ ҫӗрӳ ҫинче Туррӑн тивӗҫлӗ ачисем пурӑнччӑр тесе, вӗсене пирӗн аттесен аллипе пӗтерме шутланӑ.
Ӑсл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Вӗсем Ҫӳлхуҫа пӗтерме каланӑ халӑхсене пӗтермен, 35. суя тӗнлисемпе хутшӑнса кайнӑ, вӗсен ӗҫӗсене тума вӗренсе ҫитнӗ; 36. вӗсен йӗрӗхӗсене пуҫҫапса пурӑннӑ, ӗнтӗ ҫавсем вӗсемшӗн таната пулнӑ, 37. хӑйсенӗн ывӑлӗсене, хӑйсенӗн хӗрӗсене вӗсем шуйттансене чӳкленӗ; 38. Ханаан йӗрӗхӗсене ҫапла чӳк туса, айӑпсӑр юна, ывӑлӗсемпе хӗрӗсен юнне, тӑкса пурӑннӑ — юн тӑкнипе ҫӗр ирсӗрленнӗ; 39. хӑйсен ӗҫӗсемпе хӑйсене ирсӗрлетнӗ, аскӑн ӗҫсем туса пурӑннӑ.
Пс 105 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1