Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тасалӑхпа йӗрке ҫук ҫӗрте, кил хуҫи хӗрарӑмӗ хӑй чыссӑр ҫӗрте, килти канӑҫлӑх ҫинчен калаҫу пулма пултараймасть.
Килте хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ку ҫын тери чыссӑр, илемсӗр.
10. Ҫырусем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Историлле маскарадпа ним чыссӑр ултав кӑна!..
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫак чыссӑр та намӑссӑр кивӗ пурнӑҫа улӑштарса ҫӗнетмешкӗн татах мӗн чухлӗ ҫыннӑн пӗтмелле-ха?
11 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Мана чыссӑр туса хунӑшӑн та тавтапуҫ!
1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Акӑ кӑтартрӗҫ те вӗсем мана ҫӳлте пурне те куракан куҫ пуррине, чыссӑр хӑтланнине чӑтма пултараймасть вӑл, ӑна чарса лартатех.
Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Сулӑ ҫинче, акӑ, ҫӳп-ҫап, лапра выртать; хӑйӗн юлташӗнчен кулакан, ун чысне варалама пӑхакан ҫын та ҫӳп-ҫапах, ҫавӑн пек ҫын та чыссӑр.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Кам чыссӑр?
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Чыссӑр эсӗ, мухлёвкӑ тӑван.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
«Капла мӗскер калаҫатӑп-ха эпӗ?» — шухӑшласа илтӗм ӑшра, вара эпӗ чыссӑр ултавҫӑ, эпир тӗл пулни ҫинчен Гагин пӗлет, ӗҫ йӑлтах пӑсӑлчӗ, пӗтӗмпех паллӑ пулса тӑчӗ текен шухӑш пуҫран тухми пулчӗ.
XVI // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Халӗ вӗсем кашни харпӑр хӑй тӗллӗн темле ирсӗр, чыссӑр ӗҫ тунӑ пек, пӗр-пӗрин умӗнче аванмарланса, сӑмах шарламасӑр пычӗҫ.
XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Илья тети, хӑйӗн тӗреклӗ асав шӑлӗсемпе така айӑк пӗрчийӗсене чӗрпӗклесе, Дарйӑна чыссӑр сӑмахсем пӑшӑлтатса ларать пулмалла, мӗншӗн тесессӗн лешӗ, куҫӗсене хӗссе, куҫхӑрпаххийӗсене чӗтрентеркелесе, пӗр хӗрелсе каять, пӗр кулса илет.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Тӗрлӗрен йӑпану-хавасланусене вӑл, калӑпӑр, ташӑ, спектакль т. ыт. те, хӑйӗн хытса чулланнӑ пӗтӗм чунӗпелен курайман, ҫавӑнпа хӑйӗн салтак лексиконӗнчи чи чыссӑр та чи ирсӗр сӑмахӗсене пӗтӗмпех вӗсене хӑртас, пӗтерсе тӑкас ҫӗре янӑ.
X // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
— Пирӗн йӑласенчен те нумайӑшӗ тата пирӗн пӗтӗм пурнӑҫӑмӑр пилӗкҫӗр ҫул иртичченех тӳрккес те чыссӑр пек туйӑнма пуҫлӗҫ-ха.
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вера Павловна, ҫак енчен илсе пӑхсан, качча тухиччен питӗ те кансӗр лару-тӑрура пурӑннӑ: ун ҫумне ытахальтен, ӗҫсӗр аптраса, ӑнсӑртран е пӗле-пӗлменрен мар, тӑтӑшах, пӗр чарӑнми, кашни самантрах тата питӗ те тӳрккессӗн, сӗмсӗррӗн ҫулӑхнӑ, тискеррӗн те усал тӑвас тесех ҫулӑхнӑ, уяса-тытӑнса тӑма пӗлмен алӑсемпе мар, питӗ хытӑ та калама ҫук чыссӑр алӑсемпе ҫулӑхнӑ, ӑшне-чунне кӗнӗ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫилленет, анчах палӑртмасть, хӑш чухне ҫеҫ, эпӗ унтан кулма пуҫласан, куҫне хӗсет, вара эпӗ пӗлетӗп: вӑл халь-халь чыссӑр сӑмахсем каласа вӑрҫма тытӑнасса сиссе, тухса каятӑп, унӑн кӑмӑлне пачах пӑсасшӑн мар эпӗ…
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Привозри ҫынсенчен хуть хӑшӗнчен ыйтсан та, эпӗ унӑн чыссӑр куҫӗсем ҫине сурни ҫинчен калӗ.Кого хочешь спроси на привозе — весь привоз видел, как я ей наплевал в поганые очи!
XIX. Кӗрепенке ҫурӑ ҫакӑр // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Хӑйне ӑна мадам Стороженкӑн чыссӑр куҫӗсене сурнӑ пекех туйӑннӑ.
XIX. Кӗрепенке ҫурӑ ҫакӑр // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Сурмалла мар-и ҫакӑншӑн унӑн чыссӑр куҫӗсем ҫине?
XIX. Кӗрепенке ҫурӑ ҫакӑр // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949