Шырав
Шырав ĕçĕ:
Троекуров, чи пысӑк званири ҫынсемпе те хӑйне мӑнкӑмӑллӑ тытма вӗреннӗскер, Дубровскине, вӑл пурлӑх тӗлӗшӗпе чухӑн пулнӑ пулин те, хисепленӗ.
I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Чухӑн ҫынсене нихҫан та хур туман вӑл.
26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫамрӑкранпа вӑл тухтӑр пуласчӗ тесе шухӑшласа пурӑннӑ, анчах чухӑн пирки ирӗксӗрех унӑн ҫав таҫти шӑтӑкри пӗчӗк хулара шкулти учитель пулнипех килӗшсе пурӑнмалла пулнӑ.Самой заветной его мечтой было сделаться доктором, но бедность не пустила его дальше сельской школы.
20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Акӑ ӗлӗксенче лайӑхрах кунҫул курнӑ чухӑн ватӑ почтмейстер ларать; ӑкӑ хула пуҫӗ тата унӑн майри, — мӗншӗн тесен хулара ытти усӑсӑр япаласем хушшинче хула пуҫӗ те, мировой судья та пулнӑ; акӑ тӑлӑх арӑм Дуглас ларать, вӑл пӗр хӗрӗх ҫула ҫитпе хитре те капӑр херарӑм; ырӑ, уҫӑ кӑмӑллӑскер, ҫитменнине тата пуянскер: унӑн сӑрт ҫинче ларакан ҫурчӗ — ҫурт мар, кермен темелле, пӗтӗм хулипе те пӗртен-пӗр кермен.
5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ирхине чухӑн пулнӑ Том кӑнтӑр тӗлнелле ырлӑх ӑшнех путакан пуян пулса тӑчӗ.
2-мӗш сыпӑк. Пит аван маляр // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Кирек мӗнле ҫӗнӗ ҫынна курсан та, Санкт-Петербургра, пӗчӗк те чухӑн хулара, унпа пурте интересленнӗ.Приезжий любого возраста и пола был редкостью в захудалом маленьком городишке Сент-Питерсберге.
1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Унта вӑрман хӗрринчи хирсенче тӑпра пулӑхлӑхӗ чухӑн.
Ҫӗр пулӑхлӑхне ӳстересчӗ, выльӑхран тупӑш кӗртесчӗ // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/11447-r-pul ... h-k-rtesch
Тундра чухӑн ҫӗршыв мар.
Воркутана вӑркӑнтӑм... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2009,04,18
Хальлӗхе эпир чухӑн пурнатпӑр тесе калама ҫук пуль, анчах сывлӑх тӗлӗшӗнчен хавшама пултартӑмӑр-шим?
Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8
Апла-тӑк, пирӗн тӑрӑхри чухӑн ҫӗрсем ҫинчех 50 центнер е ытларах та тухӑҫ илме май пуррине Алексей Никифорович ӗҫпе ҫирӗплетнӗ.
Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№
Чухӑн пулсан та, ҫӗтӗк-ҫурӑк ҫӳресен те вӑл вӑйӑран юлман, юрра-ташша ӑста пулнӑ, хӗр тусӗсем ун патне ларма ҫӳренӗ.
Кинӗпе тата ывӑлӗпе хутшӑнасшӑн мар // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №
Шалта ҫук пулсан темле «Мы нищеброды что-ли?» тесе кӑшкӑрсан та ҫын умӗнче эс чухӑн ҫын кӑна.Если нет в душе, хоть как не кричи: "Мы нищеброды что-ли?" - перед людьми ты только бедняк.
«Мы нищеброды что-ли?» // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2852.html
Эпӗ Муркаш районӗнчи Актай ялӗнче (1944 ҫулччен Элӗк районне кӗнӗ) 1925 ҫулта чухӑн хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ.
Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18
Шкулта вӗреннӗ чухне Криша пек чухӑн ҫын ачисенчен йӗкӗлтесе кулмасӑр иртсе те кайман.Во время учебы в школе никогда не проходила не поиздевавшись над такими же бедными как Гриша детьми.
Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html
«Пурнӑҫӗпе кӑмӑллӑччӗ вӑл. Шӑпах Раҫҫейрен дуэле пула тухса кайма тивнипе чаплӑ карьера тума май килнине палӑртать. Унсӑрӑн ӗмӗрӗ вырӑс пӗр-пӗр провинцийӗнче чухӑн офицер, пысӑк ҫемье пуҫӗ пулса иртме пултарнине пытармасть».
Дантес ҫулӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№
Чухӑн ҫемьерен килнӗ ҫӗтӗк-ҫурӑк тумланнӑ, ҫӑпаталлӑ чӑваш ачинчен тӗлӗннӗ ӗнтӗ — часах фотограф чӗнсе илнӗ...
Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №
16. Эсӗ ӑшӑ — вӗри те, сивӗ те мар, ҫавӑнпа сана Хам ҫӑварӑмран кӑларса пӑрахӑп. 17. Эсӗ калатӑн: эпӗ пуян, пуйса ҫитрӗм, манӑн ҫитменни нимӗн те ҫук, тетӗн; ху телейсӗр, мӗскӗн, чухӑн, суккӑр, ҫаппа-ҫарамас — ҫавна пӗлместӗн. 18. Эпӗ сана ӑс паратӑп: чӑннипе те пуймашкӑн Манран эсӗ вут-ҫулӑмпа тасатнӑ ылтӑн туян; ҫарамас ҫан-ҫурӑмун ирсӗрлӗхӗ ан курӑнтӑр тесе, тумланмашкӑн Манран шурӑ тумтир туян, куракан пулмашкӑн куҫна куҫ имҫамӗ сӗр. 19. Эпӗ кама юрататӑп, ҫавна питлетӗп, хаса паратӑп. Эппин, харсӑр пул, ӳкӗн. 20. Акӑ алӑк умӗнче шаккаса тӑратӑп: кам Ман сассӑма илтсе алӑкне уҫӗ, Эпӗ ун патне кӗрсе унпа пӗрле каҫхи апат тӑвӑп, вӑл та Манпа пӗрле апат тӑвӗ. 21. Ҫӗнтерекене Хампа пӗрле Хамӑн аслӑ пуканӑм ҫине лартӑп. Эпӗ те ҫапла ҫӗнтертӗм те Аттемпе пӗрле Унӑн аслӑ пуканӗ ҫине лартӑм. 22. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр».
Ӳлӗм 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӗсем темӗн чухлӗ хуйхӑ-суйхӑ тӳсеҫҫӗ пулин те, темӗн тӗрлӗ савӑнса пурӑнаҫҫӗ, хӑйсем ытла та чухӑн пулин те, уҫӑ кӑмӑллӑскерсем, питӗ нумай пулӑшаҫҫӗ: 3. вӗсем вӑй ҫитнӗ таран та, вӑйӗнчен ытлашши те пулӑшма хавас — эпӗ ҫакна хам куртӑм.
2 Кор 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эпир кирек хӑҫан та Туррӑн ӗҫлекенӗсем пек пурӑнатпӑр: эпир пурне те тӳсетпӗр — хӗн-хура та, асапа та, ҫитменлӗхе те, 5. хӗненине те, тӗрмене хупнине те, халӑх пӑлханса хӑваласа янине те тӳсетпӗр; эпир йывӑр ӗҫлесе пурӑнатпӑр, ҫӗр ҫывӑрмастпӑр, типӗ тытатпӑр, 6. хамӑра таса усратпӑр, ӑспа ҫӳретпӗр, эпир пуриншӗн те ырӑ кӑмӑллӑ, пурне те ырӑ тӑватпӑр, Таса Сывлӑш тивлечӗпе тӑратпӑр, юратнӑ пек туса мар, чӑннипе юрататпӑр, 7. чӑн сӑмаха анчах калатпӑр, Турӑ хӑвачӗ пулӑшнипе ӗҫлетпӗр, сылтӑм аллӑмӑрпа та, сулахай аллӑмӑрпа та тӳрӗлӗх кӑралне тытса тӑратпӑр; 8. эпир чыспа мӑшкӑла та, хамӑра хӑртнине те, мухтанине те тӳсме хатӗр: пире ултавҫӑ вырӑнне хураҫҫӗ, анчах та эпир — шанчӑклӑ ҫынсем; 9. эпир паллӑ ҫынсем мар, ҫавах пире пӗлеҫҫӗ; пире ӗнтӗ вилнӗ тесе шутлаҫҫӗ, акӑ эпир — чӗрӗ; пире асаплантараҫҫӗ, ҫавах эпир вилместпӗр; 10. пире кӳрентереҫҫӗ, эпир ялан савӑнса тӑратпӑр; эпир — чухӑн ҫынсем, ҫавах нумайӑшне пуйтаратпӑр; пирӗн нимӗн те ҫук — хамӑрӑн пурте пур.
2 Кор 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эсир вара чухӑн ҫынна тиркерӗр.
Иак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.